Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 20 минутра Улатимӗр облаҫӗнчи Камешково районӗнче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен кайнӑ рейс автобусӗ «Жигулин» вунтӑваттӑмӗш моделӗпе ҫапӑннӑ. Автобусра пассажирсем пулнӑ. Телее, никам та вилмен, медицина пулӑшӑвӗ ыйтман. «Жигули» водителӗ вара вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл Чӑваш Енрен килекен рейс автобусӗпе пырса ҫапӑннӑ. Автобус ҫул хӗррине тухса кайнӑ, тӳнсе кайман — ӑна йывӑҫсем тытса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ уйӑхра Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статья пичетленине сайтпа кӑсӑкланакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн чунтан кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ. Аренда хакӗ концерт пуҫланас умӗнхи 15–20 минутра, тӑхтавра 15 минут сутмалли вӑхӑтшӑн 500 тенкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. «Эпӗ ун чухлӗ укҫа тӳлесе кӗнекесемпе дисксем сутаймастӑп. Светлана Яковлевӑна: «Ун чухлӗ таса тупӑш тӑваймастӑп», — терӗм те вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ сана 140 пин тенкӗ парса тутарнӑ витринӑсем патӗнче тӳлевсӗр суттараймастӑп ӗнтӗ. Аренда укҫи илме мана ҫӳлтен хушнӑ, хам ирӗкпе пӗр ыйтӑва та таса параймастӑп», — тесе хучӗ», — илсе кӑтартнӑччӗ Альбина Юрату Культура керменӗн пуҫлӑхӗпе пулса иртнӗ калаҫӑва. Хӑйӗн чун ыратӑвӗпе сӑвӑҫ ЧР Культура министерствине ҫитнӗ. Халӗ вӑл унтан хурав илнӗ. Ҫавна А. Юрату Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑрачкав районӗнчи Напольное тӑрӑхӗ Пӗлтӗрхи чӳке уйӑхӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче Африка мурӗ тупса палӑртрӗҫ. Выльӑх чирӗ ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн унта карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ялтан 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче сыснасене йӑлт тӗп турӗҫ. Африка мурӗ енӗпе Чӑваш Ен те чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ. Следовательсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа айӑпласа 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем халӗ ҫав суммӑна шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен интернат-ҫурчӗ Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ҫынна вӗлернӗ. 70 ҫулти арҫыннӑн виллине вӑл пурӑннӑ пӳлӗмре тупнӑ. Ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнакан арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ пулать те тарӑхса та урса кайнӑскер ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилет. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май следовательсем пӑтӑрмаха кӑна мар, инкек ваттисен ҫуртӗнче епле сиксе тухма пултарнине те хакласшӑн. Ҫавна май вӗсем персонал ӗҫне те тишкерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Борис Портнов мӗнпур яваплӑха хӑй ҫине илесшӗн мар Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче сауна тӑвас тени хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче хытах шӑв-шав ҫӗкленӗччӗ. Халӑха калаҫтаракан объекта следовательсем «Алза» строительство организацийӗ хӑпартма пуҫланӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Ӑна ӗҫе кӳлӗнме «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Борис Портнов хушнӑ тесшӗн пулчӗҫ. Портнов ӗҫӗ суда ҫитрӗ, анчах унта вӑл амнистие лекрӗ. Халӗ вара сауна тума хӑтланса республика хыснине 7,6 миллион тенкӗ сиен кӳнӗ тесе ҫав укҫана Портновран шыраса илесшӗн иккен. Суда тавӑҫпа Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тухнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Борис Портнов кунпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл хӑй тӗллӗн пуҫӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Лахитов 30 миллон тенкӗ выляса илнӗ ҫын пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче сахал мар укҫа выляса илнӗскертен следовательсем налук сӑптӑрса илес шутлӑччӗ. Чӑваш Енри Раҫҫей следстви комитечӗн управленийӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх 36 ҫулти Михаил Лахитов тӗлӗшпе халь шырав пуҫланнӑ. Вӑл, иккен, допроса чӗнсен следователь патне пыман. Мӗншӗн пырайманни пирки те сӑлтавне уҫса паман. Аса илтеретпӗр, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Лахитов 2011-2013 ҫулсенче тӗрлӗ ҫӗршывсенче иртнӗ покер турнирӗсенче 30 миллион тенкӗ ытла выляса илнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн ун ҫак тупӑшран 4 миллиона яхӑн налук тӳлемелле пулнӑ. Ҫавна май пуш уйӑхӗнче ун тӗлӗшӗпе 198 статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхи саккунсемпе килӗшӳллӗн астармӑш вӑйӑра выляса илнӗ тупӑшран 13% налук тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗрхи раштавӑн 14-мӗшенче Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи ҫуртсенчен пӗринче хӗрарӑм лифт шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ. Ҫынсене пӗр хутран теприне турттаракан хатӗр пӗрремӗшпе иккӗмӗш хут хушшинче ванса кайнӑ. Лифтра ҫав самантра пулнӑ 75 ҫулти хӗрарӑм хӑраса ӳкнипе алӑка уҫма хӑтланнӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Анчах алӑкран тухнӑ чух вӑл лифт шӑтӑкне персе аннӑ. 2,5 метртан ӳкнӗскер пӗҫӗ шӑммине хуҫса пӑрахнӑ. Ку вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать. Инкеке лекнӗ хӗрарӑмшӑн электромеханика суд тӑвӗҫ. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ. Шӑпах рабочи айӑплине палӑртнӑ та ун вӑхӑтӗнче. Лифт юрӑхсӑрри пирки ҫынсем унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗ иккен. Анчах электромонтер ним те туман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта пулса иртнӗччӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Шлепнев Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура ҫирӗплетсе Шупашкарӑн Мускав район судне ярса панӑ. Юрий Шлепнев ҫынна ятарласа ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Депутат хай айӑпне йышӑнман, сывлӑха сиен кӳнипе те килӗшмен. Анчах ҫав каҫ «Товарищ» (чӑв. Юлташ) кафере пулнисем пӑтӑрмаха хайсен куҫӗпе курнӑ та, «халӑх тарҫи» темле тунсан та тӗпчевҫӗсем ӗненмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленӗ. Хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ. Хулара 1000 ача вӗренмелӗх шкул хӑпартма аукцион ирттермелле пулнӑ. Электронлӑ аукционта хатӗрленӗ чух РФ Контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӑн 30-мӗш статйин 5-мӗш тата 6-мӗш пайӗсене пӑснӑ. Подрядчик хӑй те пӗчӗк усламҫӑ пулсан саккун тӑрӑх унӑн пӗчӗк усламҫӑсене е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ коммерцилле мар организацисене субподрядчик евӗр явӑҫтармалла мар. Хутра ҫавна кӑтартман пулнӑ. Пуҫламӑш хакпа килӗшмесӗр ҫырнине казначейсем тӗрӗслӗҫ — монополипе кӗрешекенсем ҫӑхава вӗсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ. Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ. Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |