Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ пушар алхаснӑ. 17 сехетре Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫулӑм 63 ҫулти ҫыннӑн йывӑҫ ҫуртне тӗп тунӑ. Вите-сарая, кӳршӗсен ҫуртне ҫӑлма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралукран тухнӑ. 23 сехет те 10 минутра Шупашкарта пушар алхасни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫуртра пилӗк ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑ. Тӗтӗм шӑршипе 28-ти хӗрӗ вӑраннӑ. Инкек тухнине ӑнлансан вӑл килтисене вӑратнӑ. Ҫӗмӗрлере вара пушарта 76 ҫулти ҫын вилнӗ. Ҫулӑм 8 сехетре тухнӑ. Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртра иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев (варринчи) Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев ӗҫрен пӑрахма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Ку утӑма вӑл ӳсӗр пуҫпа руль умне ларсан лекнӗ инкек хыҫҫӑн тунӑ тесе тӗшмӗртме пулать. Аса илтеретпӗр, вӑл райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗччӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни ҫинчен ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе кайнӑ. Ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Лешӗ вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илмен. Медицина тӗрӗслевӗ те пуҫлӑх ӳсӗр пулнине кӑтартса панӑ. Сӑмах май, Сергей Ермолаевӑн иртнӗ ҫулхи отчетне итлемелли пухӑва ҫынсене 50-шер тенкӗ тӳлеттерсе кӗртнӗ теҫҫӗ. Вӑл укҫана, тен, художество пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ сӗмпе пуҫтарнӑ пулӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Машинӑна пырса ҫапӑннӑ пуҫлӑх Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Япӑх хыпара вара шар курнӑ ҫын систернӗ иккен. Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни пирки ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе пынӑ пулать. Анчах ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Водитель вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илес темен. Тухтӑр тӗрӗслевӗ машинӑна тытса пынӑ пуҫлӑх руль умне ӳсӗр ларнине палӑртнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ тӳре-шара тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ май республикӑра каллех ҫынсем шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Етӗрнере пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл унта мӗнле лекнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Шупашкартан шапаша кайма хатӗрленнӗ вӑл. Нарӑсан 6-мӗшӗнче Бауман урамӗнче 33-ри арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл нарколог патӗнче шутра тӑни, эрех ӗҫни паллӑ. Арҫын урамра майкӑпа труҫҫи вӗҫҫӗнех выртнӑ. Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче 48-ти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл ферма ҫывӑхӗнче выртнӑ. Сӑкӑт ялӗнче вара 61-ти арҫын арӑмне кил умӗнче тупнӑ. Вӑл та шӑнса вилнӗ. Ҫак ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вӑл — пӗр промышленноҫ предприятийӗн тӗп директорӗ те (ҫӑлкуҫ ятне асӑнмасть). Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче депутат Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере пулнӑ. Унта вӑл 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен темӗнле япалапа чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульница илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, депутат арҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Туйӗ — пӗр куна, парӑмӗ... Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр туй тесе пӗр миллиона яхӑн тенкӗлӗх парӑм пухса янӑ. Малтан ҫамрӑксем ӗҫкӗ-ҫикӗ валли кивҫене кӗнӗ. Кайран чуп-чуп уйӑхне астумалӑх ирттерес тесе кредит илнӗ. Алла венчет ҫӗрри тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа арҫын вӑл укҫапа ҫулҫӳреве тухса кайнӑ. Кайран, парӑм каплансах пынине сиснӗ хыҫҫӑн, тата темиҫе кредит илнӗ — унпа вӗсем унчченхисемпе татӑлас тенӗ. Ҫапла сисмен те — пӗр миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пуҫтарӑннӑ. Хӑйсем вӑй ҫитереймен енне панкрута кӑларма ыйтса хут ҫырнӑ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче REGNUM информагентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, панкрута кӑларма ыйтса пирӗн республикӑра 350-а яхӑн ҫын ҫырнӑ. Вӗсенчен 30-а яхӑн ҫынна панкрута кӑларнӑ. Ыттисен ыйтӑвне тишкереҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене панкрута кӑлармалли саккуна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑну кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Мускавра хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Аварире Чӑваш Ен ҫынни, 60 ҫулти арҫын, чӗрӗ юлнӑ. Варшава ҫулӗ ҫинче УАЗ тата «Тайота» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та УАЗ ҫине кӗрсе кайнӑ. УАЗ рулӗ умӗнче ларакан водитель руле пӑрма та ӗлкӗреймен. Икӗ машина та ҫунма тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, УАЗ алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Пассажирсем унтан тухма хӑтланнӑ, анчах уҫайман. Пулӑшма чарӑннӑ водительсем машина патне пырайман – ҫулӑм алхаснӑ. Аварире тӳрех 8 ҫын вилнӗ. Тепри пульницӑра сывлама чарӑннӑ. Тӑватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Чӑваш Енри арҫын нимӗн те астумасть, никама та палламасть. Тухтӑрсем ку вӑхӑтлӑха кӑна пуласса шанаҫҫӗ. Иномарка водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хитре машинӑн номерӗ те хитре Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӑтӑрмахлӑ та ыйту ҫине ыйту ҫураттаракан пулӑм пулса иртнӗ. Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. Кайран машинӑна «Пожарка» каҫхи клубран инҫех мар вырнаҫнӑ кӳршӗллӗ картишре тупнӑ. Автомобиль ларнӑ вырӑна криминалистсемпе кинологсем пырса ҫитнӗ, анчах машинӑра водитель пулман. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта хыпарланӑ тӑрӑх, айӑплине часах тупнӑ. Ятне кӑтартман ҫав ҫынна суд пӗр талӑклӑха хупса та хунӑ имӗш. 15 талӑк таран арестлеме е ҫулталӑк ҫурӑччен правасӑр хӑварма май пур ҫинче ҫакӑн пек ҫӑмӑл явап тытнӑ ҫынна ӑннӑ темелле. Телей тенӗрен, автопортал тепӗр япала пирки те тӗшмӗртет. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ ҫыннӑн расна статус мар-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ. Руле тытса пыраканни полицейски пулма ӗмӗтленнӗ пулать, биографири пӑнчӑ ӑна, паллах, кирлӗ мар. Чӑнкӑ номерлӗ машина рулӗ умӗнче кам пулни пирки автопортал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырнӑ. Пакунлисем «Мерседес Бенц» автомобильпе вӗсен ӗҫтешӗн ывӑлӗ малтан усӑ курнине тунман-ха, анчах инкек вӑхӑтӗнче руле тытнӑ ҫын асӑннӑ ӗҫченӗн ҫемйипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ. Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ. Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Читлӗхре тытни этем правине пӑсать Этем правине хӳтӗлекен Европӑри тӳресем суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче ҫынсене тимӗр читлӗхре тытнине ырламан. Уншӑн вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ тесе йышӑннӑ май хыснаран укҫан саплаштармалла тесе палӑртнӑ. Тимӗр читлӗхе хупса хунипе килӗшмесӗр Европӑри суда Раҫҫейри виҫӗ ҫын ҫитнӗ. Унти тӳресем ҫавсен тавӑҫне тӗплӗн тишкернӗ те пирӗн ҫӗршыври судсем Этем правин Европӑри конвенцийӗн 3-мӗш статйине пӑснине палӑртнӑ. Хӑйне хӳтӗлеме ыйтнисем хушшинче Шупашкарти Александр Сусарин та пулнӑ. Александр Сусарина кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑшӑн 7,5 пин евро тӳлемелле йышӑннӑ. Вологдӑри Евгений Беляева та хыснаран ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх саплаштармалла. Красноярскри Роман Воронцова 3 пин евро тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |