Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑмпа ачана ҫапса хӑварнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 28.05.2019 16:22 | 565 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 21 сехет те 35 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑмпа ачана машина ҫапса хӑварнӑ. Хайхискерсем Совет урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.

Ачаллӑ хӗрарӑма «Фольксваген Поло» ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Ӑна тепӗр 2 сехетрен тупнӑ, анчах вӑл, 28 ҫулти арҫын, медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача, телее, суранланман. Хӗрарӑм вара урине хуҫнӑ.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре 11 авари пулнӑ. Ҫул-йӗр ҫинч инкекре 1 ҫын вилнӗ, 14-ӑн суранланнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ҫул-йӗр, #ҪҪХПИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Аварире ватӑ хӗрарӑм мӑнукне айккинелле тӗксе янӑ, хӑй вилнӗ
2018, 12, 21
Ҫапса кайнӑскере тӑванӗсем патне леҫнӗ те тарса ҫухалнӑ
2019, 01, 28
Етӗрне районӗнчи аварире икӗ ҫын вилнӗ
2019, 02, 28
Машинӑра метан сирпӗннӗ: водитель пиҫсе кайнӑ
2019, 03, 13
Машинӑпа ҫӳреме вӗренекен ҫын ача ҫине пырса кӗнӗ
2019, 03, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org