Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 25-мӗш ҫурт патӗнче ватӑ хӗрарӑмпа 9 ҫулти мӑнукӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ВАЗ-21074 машина рулӗ умӗнче ларакан 25-ри водитель тимлӗхне ҫухатнӑ ахӑртнех – вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Аварире хӗрача шар курман, юлашки самантра ӑна асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) айккинелле тӗксе яма ӗлкӗрнӗ. 69 ҫулти хӗрарӑм вара васкавлӑ медпулӑшу машининче сывлама пӑрахнӑ. Руль умӗнчи арҫын урӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ следствийӗ водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме суда тавӑҫпа тухнӑ, анчах ӑна ирӗкре хӑварма йышӑннӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |