Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Тӑвай районӗнче инкек пулнӑ. Кивӗ Пуянкасси ялӗнче пушар тухнӑ. Унта тӳрех виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав кун йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе «хӗрлӗ автана» сӳнтернӗ. Кӗл купи ҫинче 90 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 60-ти тата 53 ҫулти ывӑлӗсен виллисене тупнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Халӗ следовательсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев акӑ мӗн пӗлтернӗ: малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кил хуҫи тата ывӑлӗсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Следовательсем пушар ӑҫтан тухма пултарнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Атӑл хӗрринче, Шупашкарти нефть базинчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫӗре «ТНК 21» компание аукционсӑрах панӑ тесе шухӑшлакансем пур иккен. Шыв хӗрринчи лаптӑклӑ пулнӑ компанин учредителӗ — «ТУС» хуҫи, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов. Николай Угаслов 31 миллион тенкӗ тӑракан 16 пин тӑваткал метр лаптӑка аукционта тара илнине ӗнентерет-мӗн, анчах унӑн конкуренчӗсем нимле аукцион та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче аукцион иртнине хыпарланине асӑрхаман енне патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха аукционсӑр тыттарнӑ тесе шухӑшлакансем ку ӗҫе тӗпчеме правӑна сыхлакан органсенех ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗнтӗрвӑрри хулинче пӗр ушкӑн шашлӑк ҫисе савӑнма шухӑшланӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан арҫын, 56 ҫултискер, кил хуҫалӑхӗнче, пахчара тирпейленӗ хыҫҫӑн тӑванӗсемпе пӗрле шашлӑк ӑшалама шухӑшланӑ. Хайхискер какай маринадланнипе маринадланманнине тӗрӗслеме шут тытнӑ: пӗр татӑка ҫӑвара хыпнӑ. Арҫын чӗрӗ какайпа чыхӑнса кайнӑ, татӑк пырне ларнӑ. Тӑванӗсем ӑна кӑларнӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын вилсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын чыхӑнса кайнипе, сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫыннӑн пуҫне ултавҫӑ пӗр уйӑх минретнӗ. Хайхискер пӗр вӗҫӗм укҫа ыйтнӑ. Ку ҫапларах пулса иртнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын, 68 ҫултискер, ҫулталак пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗ урлӑ БАД саккас панӑ. Ватӑ арҫын ҫав эмеле ӗҫме пуҫласан сывлӑхӗ лайӑхланнине туйман. Пачах тепӗр май – сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ. Ака уйӑхӗн варринче ун патне палламан номертен шӑнкӑравланӑ. Хайхискер Мускаври тӳлев департаменчӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, БАД сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнине каланӑ. Ҫакӑншӑн пенсионера тӑкакне, 200 пин тенкӗ, саплаштарассине пӗлтернӗ. Анчах куншӑн 20 пин тенкӗ комисси куҫарса памалла-мӗн. Анчах шӑнкӑравсем ҫаплипех килнӗ. Кашнинчех укҫа куҫарса памалли пирки каланӑ. Ҫапла вӑл Пӑрачкав районӗн арҫыннинчен 600 пин тенке яхӑн сӑптӑрса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Атӑлта хӗр виллине тупнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара катерпа илсе кайнӑ. Ҫав хӗр 21 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл Атӑл леш енче путса вилнине те палӑртнӑ. Ку инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ҫак кунсенче республикӑра ҫанталӑк ҫуллахи пек шӑрӑх тӑчӗ. Хӗр шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ-и? Е урӑх сӑлтава пула-и? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрӗн ятне-шывне те палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти пӗр шкулта ҫамрӑк чӳречерен сикнӗ. Унта ӑс пухакан ачасем каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ. Ку паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре пулнӑ. Ҫамрӑка, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл реанимацире выртать. Ҫав ача 11-мӗш класра ӑс пухать, вӑл 17 ҫулта. Унӑн ашшӗ-амӑшне шкул директорӗ патне чӗнмелли сӑлтав тупӑннӑ: ҫамрӑк ӳсӗр-мӗн. Аслисем кун пирки калаҫнӑ хушӑра яш туалета тухма ирӗк ыйтнӑ. Анчах унӑн пачах урӑх шухӑш пулнӑ иккен. Вӑл пӗтӗм вӑйран чупса пырса иккӗмӗш хутри чӳречерен сикнӗ. Кантӑк ҫӗмӗрӗлнӗ, каччӑ крыльца ҫине кантӑк ванчӑкӗсемпе пӗрле ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти гайд-парка Мӑнкунта ҫӑмарта илсе пынӑ тата валеҫнӗ хӗрарӑма суд штрафланӑ. Ҫӑмарта тытса сӑн ӳкерӗннӗ арҫынсене вара айӑпламан. Аса илтерер, ҫав ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ, кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑннӑ. (Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш). Йышра Елена (Алена) Блинова ятлӑ хӗрарӑм та пулнӑ. Митинга хутшӑннӑ тесе маларах ӑна ача пахчинчи ӗҫрен кӑларса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Мӑнкунта хӗрарӑм ҫӑмартана ҫынсене валеҫнӗ-мӗн. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд гайд-парка шӑпах Блинова ҫӑмарта илсе пынине, ун ҫине «Свободу Мальцеву» тесе вӑлах ҫырса хунине шута илнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи тӗпчевҫӗсем ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланакан 36 ҫулти хӗрарӑм маларах граждансен кредит кооперативӗнче кассирта ӗҫленӗ. Шӑпах ун чухне вӑл ҫынсене улталанӑ тата ют укҫана кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавччен ҫав хӗрарӑм кассӑран 800-е яхӑн пин тенкӗ вӑрланӑ. Хӑш чух укҫана кассӑран илнӗ, хӑш чухне ҫынсене кивҫен панӑҫи туса хутсем хатӗрленӗ. Кассир пулнӑскерӗн ултавне палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем документсене тишкернӗ, 20 ытла кӳнтелемпе калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ку Янкӑлч ялӗнче ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. 59 ҫулти арҫын ҫак ялтах пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Унта мунча кӗнӗ те киле кайма тухнӑ. Унӑн ҫулӗ шӑпах ҫав пӗве урлӑ выртнӑ. Арҫын ҫав кун та, тепӗр кунхине те киле таврӑнманнине кура ӑна тӑванӗсем шырама тытӑннӑ. Ӑна темиҫе кунран пӗвере тупнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӗве патӗнчен иртсе пынӑ чухне шыва ӳкнӗ те путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри ӳнер шкулӗ халӗ урӑх ҫуртра вырнаҫнӑ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи должноҫне пӗр ҫынна илме приказ кӑларнӑ. Леш вара урӑх организацире ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулталӑкран ҫав этем Тутарстана пурӑнма куҫса кайнӑ. Апла пулин те шкул пуҫлӑхӗ паллаканӗ шкулта ӗҫленӗ пек табельте паллӑ туса пынӑ. Халӗ тӗпчевҫӗсем бухгалтери хучӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, ытти документа та вӗсем тишкерӗҫ. Пӑтӑрмаха Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе тата коррупципе кӗрешекен пайӗ тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |