Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ача пахчинче воспитальте ӗҫленӗ хӗрарӑма черетлӗ отпускра чухне ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫитменлӗх пирки асӑннӑ районти прокуратурӑна систернӗ, унтисем тӗрӗслев ирттерни ҫӑхав чӑнлӑхне палӑртнӑ. Воспитатель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ—утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗсенче отпускра пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Анчах ача пахчин заведующийӗ хӗрарӑмпа ӗҫ килӗшӗвне утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчех татнӑ. Тӗрӗслев материалне прокуратура Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцине ярса панӑ. Унтисем кӑлтӑка пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Отпускри ҫынна ӗҫрен хӑтарма юраманнине кура Кӑрмӑшри ача пахчин ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнче пӗвере инкек пулнӑ. 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби хыпарлать. Арҫыннӑн виллине арӑмӗ тупнӑ. Хайхискер килтен 200 метрта вырнаҫнӑ пӗвере путса вилнӗ. Арҫын ҫиелти тумпах пулнӑ. Инкек умӗн каҫхине упӑшки киле таврӑнман, ҫавна май арӑмӗ ӑна юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхине шырама тухнӑ. Машӑрӗ килтен инҫех те мар пулна-мӗн, анчах вӑл тек сывламан ӗнтӗ. Арҫын эпилепсипе нушаланни паллӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупӑнман. Халӗ следовательсем ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗнче тетелӗнче тепӗр чухне пӗрне-пӗри темле кӳрентерекен те пур. Хӑшӗсем пули-пулми сӑмаха хӑлхана та чикмеҫҫӗ, теприсем йывӑра илсе «вӑрӑм» чӗлхеллисене шырама пуҫлаҫҫӗ. «Правды ПФО» интернет-хаҫатра пичетленекен статьясемпе хыпарсене те чылай чухне хӗрсе кайсах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫавӑн чухне пӗрне-пӗри темле каласа хӑртни те, кӳрентерни те пулать. Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнӑ. Ҫав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнчи пӗр арҫын хӑйсен ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе пӗтернӗ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫулла сиксе тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пулнӑ чух иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫавӑн чухне ҫиллине шӑнӑҫтараймасӑр арҫын хӗрарӑма хӗнеме тапранса кайнӑ. Йывӑр сурана пула хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ. Хӗрарӑмӑн виллине киле таврӑнсан ывӑлӗ асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хӗрарӑмӑн вилӗм сӑлтавне палӑртас тесе йӗрке хуралҫисем тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ. Ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ арҫына Шупашкар район сучӗ 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 47-ри арҫын ватӑ та сусӑр амӑшне хӗнесе пурӑннӑ. Усалланнӑшӑн ӑна унччен те судпа айӑпланӑ. Алла ҫывхарнӑ этем халӗ те ӑсланман, ӳсӗрле ватӑ амӑшне хӗнесе асаплантарнӑ. Полицие карчӑкӑн тӑванӗн хӗрӗ пӗлтернӗ. 86-ри кинемие пӑхса пурӑнакан хӗрарӑм ватӑ Шупашкарти Мир проспектӗнче пурӑннине пӗлтернӗ. 90 ҫула ҫывхаракан ватӑ ывӑлӗпе пурӑннӑ. Ҫулне кура тата сусӑррине пула унӑн арҫын куҫӗнчен пӑхма тивнӗ. Вӑйпитти этем ҫывӑх ҫыннине ыр кӑтартса пурӑнас вырӑнне эрехпе айкашса чунне илнӗ, кинемие час-часах хӗненӗ. Полицие ку хыпар ҫитнӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усал арҫын хӑйӗн хура ӗҫне пытарман, йышӑннӑ, ҫапах та мӗнле хӑтланнине каласа кӑтартма килӗшмен. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта «Чӑвашкредитпромбанкӑн» уйрӑмӗн офисне ҫаратнӑ. Хыпара pg21.ru портал правӑна сыхлакан органсене ҫывӑх ҫӑлкуҫсем пӗлтерни тӑрӑх ҫӗркаҫ ҫырса кӑтартнӑ. Порталта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 19 сехет тӗлӗнче, «Чӑвашкредитпромбанкӑн» офисне хӗҫпӑшалланнӑ арҫын кӗрсе тӑнӑ. Офис Гагарин урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл Шупашкарти тӗп пасарпа юнашар. Хурах тӗксӗм хӑмӑр тӗслӗ камуфляжпа пулнӑ, питне медицина маскипе хупланӑ, пуҫне ҫыхнӑ хура калпак тӑхӑннӑ. Аллинче сунчӑк пулнӑ, ӑна вӑл хӑйӗн сӑнарне пытарма усӑ курма пултарнӑ. Операциониста хӗҫ-пӑшалпа хӑратса вӑл 1,5 миллион тенкӗ йӑтса тухнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн хулара вӑрӑ-хураха тытмалли план йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын хреснамӑшне пусмӑрлама тӑнӑ. Хаяррине хыпса лартнӑ ҫав этем чиркӳре хӑйне тытнӑ хӗрарӑм патне сӗмсӗррӗн кӗрсе тӑнӑ. Ҫапла, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 66-ри хӗрарӑм килне саккуна пӑсса пырса кӗнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна никам та кӗтсе тунсӑхламан. Хӑнара хӑна пек тытас вырӑнне вӑл хреснамӑшӗ ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран хирӗҫ тӑнипе ҫеҫ ирӗксӗрӗн пуҫтахланма май килмен. Тахӑш самантра хӗрарӑм чееленме шут тытна: хресна ывӑлне кухньӑран шыв ӑсса килме ыйтнӑ. Меллӗ самантпа усӑ курса вӑл чӳречерен тухса кӳршисем патне тарнӑ. Суд арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Владимир Жерженов Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш салтакӗн виллине тупнине, ӑна 3 уйӑх шыранине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти ҫамрӑк унта контракт мелӗпе службӑна кайнӑ. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Владимир Жерженовӑн ӳтне Хӗрлӗ Чутай районне илсе килнӗ. Ӑна палласа илмешкӗн Мускав облаҫне амӑшӗ тата тӑванӗ кайнӑ. Тӑванӗсене вилнине ӗнентерекен хут панӑ. Унта каччӑ мӗншӗн вилнине палӑртайманнине пӗлтернӗ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ-и е вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗ Владимир Муравьев каланӑ тӑрӑх, каччӑн малти пилӗк шӑлӗ пулман. Ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнчи масар ҫине пытарӗҫ. Ун умӗн суд-медицина экспертизи ирттересшӗн, мӗншӗн тесен тӑванӗсен хальлӗхе уҫӑмланман ыйту нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пӗр ҫемьере инкек пулнӑ. 2 ҫулти ача пуля ҫӑтса янӑ та сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав районӗнче пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тетте пӑшалти пуля ачан пырне ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра аслисем ӑҫта пулнӑ? Пӗтӗмпех уҫӑмлатма тивӗ. ШӖМ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: тетте туяннӑ чухне аслисен питӗ тимлӗ пулмалла. Ача пилӗк ҫул тултариччен вак-тӗвек япалаллӑ тетте туянма сӗнмеҫҫӗ. Халӗ хутаҫ ҫине тетте хӑш ӳсӗмри шӑпӑрлансем валли пулнине те палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче 40 ҫулти хӗрарӑм хуняшшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Кинӗпе 61 ҫулти ашшӗ пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ. Черкке хыҫҫӑн черкке пушатнӑҫемӗн кӗленче тӗпне те тухнӑ тӑвансем. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм эрех ҫитменнине кура хирӗҫсе кайнӑ. Хуняҫана хаярри сахалтараххӑн туйӑннӑ имӗш — кинне вӑл лавккана хӑвалама пуҫланӑ. Лешӗн вырӑнтан та хускалас килмен, арҫын хӑйӗннех пенӗ. Тарӑхса кайнӑ кин алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Унпа вӑл пӗрре кӑна яшлаттарнӑ, анчах суран вӑйлах пулнӑ, арҫын часах вырӑнтах вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |