Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ. Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ. Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ. Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 17 тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тин ҫеҫ ҫуралнӑ хӗрачана тупнӑ. Ҫӳп-ҫап пеме тухнӑ арҫын вӑйсӑр сасӑ хӑлхана кӗнӗ хыҫҫӑн тӑрсах итленӗ, контейнерсене тинкернӗ. Вӗсенчен пӗринче тем хускалнине асӑрхасан пырса пӑхнӑ. Пусмапа чӗркенӗ ачана асӑрхасан арҫын ӑна хӑй ытамне илсе ӑшӑ ҫӗре илсе кайнӑ. Хӑй вара йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Ҫут тӗнчене сывӑ килнӗ ачана вилме тухса пенӗ амӑшне йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрсах шыранӑ. Пуҫиле ӗҫ те самантрах пуҫарнӑ. Кӗҫех вӗсем ача ӳкерчӗкӗсемлӗ хутаҫа асӑрханӑ. Ҫав япала чунсӑр хӗрарӑм йӗрӗ ҫине ӳкернӗ те. Ӳкерме юратакан ачан 33 ҫулти амӑшӗ паян ирпе ҫуралнӑ тӗпренчӗкне тухса пенӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкартан Мускава ӗҫлеме кайнӑ каччӑпа арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Хытах пиҫсе кайнӑ тепӗр арҫын пульницари реанимаци уйрӑмӗнче выртать. Кун пирки паян «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал пӗлтернӗ. Хайхи инкек кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле «Некрасовка» метро станцине тунӑ ҫӗрте пулнӑ, унта вакун хыпса илнӗ. Ҫав вакунта метро тӑвакан строительсем выртса тӑнӑ. Пушарнӑйсем вут-ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн 25 ҫулти каччӑпа 35-ри арҫыннӑн виллисене тупнӑ. «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем иккӗшӗ те — Шупашкар ҫыннисем, Мускава ӗҫлеме кайнӑ. Апла-и, капла-и — ку хыпара хальлӗхе никам та ҫирӗплетмен-ха. Каласа хӑвармалла, реанимаци уйрӑмӗнче выртакан арҫын пурнӑҫӗшӗн тухтӑрсем кӗрешеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Калайкасси ялӗ патӗнчи инкек Паян Чӑваш Енре рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Мускав—Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекенскер М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ тӗлӗнче, умра пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ, унта вӑл ҫул хӗрринчи канава анса кайнӑ. Инкек ирхи 9 сехет те 30 минутсенче пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, автобус умӗнчи ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑха кӗтмен ҫӗртен чакарнӑ. Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра умри ҫул япӑх курӑнать те, автобус машинӑпа ҫапӑннӑ. Кювета чӑмнӑ хыҫҫӑн автобус хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ. Малтанласа пӗлтернине ӗненсен, автобусрисем аманса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Рейс автобусӗн хуҫи инкек хыҫҫӑн вырӑна урӑх автобус янӑ, пассажирсем ун ҫине куҫса ларнӑ та Мускавалла ҫул тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ольга Бузова Ольга Бузова телеертӳҫӗ, актриса, дизайнер шупашкарсене кӳреннӗ. О. Бузовӑна «Дом-2» телешоуна хутшӑннипе ытларахӑшӗ пӗлет-тӗр. Инстаграмри унӑн страницине ҫырӑннисен шучӗ 12 миллионтан иртнӗ. Чӑваш Енре те ӑна юратакансем, ун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем пур. Нумаях пулмасть Шупашкарта Ольга Бузова ячӗпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ҫакна Ольга Бузова Инстаграмра ҫырнӑ: «Эсир мана кӗтнӗ, парнесемпе пынӑ, суту-илӳ центрӗн ертӳҫисем мана тата ман ушкӑна фан-тӗлпулу йӗркелеме палӑртнине пӗлтермен те. Вӗсем манӑн ҫынсене улталаса пуҫтарнӑ, эпӗ пӗлмен мероприяти пуҫланасса виҫӗ сехет ытла кӗттернӗ!» Телеҫӑлтӑр хӑйӗн автографӗшӗн тата сӑнӳкерчӗкӗшӗн укҫа илнисене питӗ кӳреннӗ. Хӑй вӑл ун пек япалашӑн нихӑҫан та кӗмӗл ыйтмасть-мӗн. Ултавҫӑсене явап тыттарма Ольга Бузова юристсене явӑҫтарассине систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакансем ялти палӑкшӑн пӑшӑрханнине «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Александр Белов журналист пӗлтернӗ. Ҫав ялтах пурӑнакансен пӗр пайӗ унта чиркӳ тума ӗмӗтленет. Тӗне ӗненекенсен ҫуртне хӑпартса лартма палӑк кансӗрлет имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка куҫарас сас-хура сарӑлнӑ иккен. Сӑмах май хамӑр енчен ҫакна та пӗлтерер. Пӗлтӗрхи кӗркунне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Вера Титова журналист Иккассинче чиркӳ те пуласси, палӑка та тӗкӗнмессине пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Гельметдинов калани тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ватӑ панулмисене касма тивнине, анчах палӑка куҫармассине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мордва Республикин тӗп хулинчи суд Чӑваш Енре ҫуралнӑ арҫын ӗҫне пӑхса тухать. 54 ҫулти усламҫӑ 22 ҫул каялла асӑннӑ хулари виҫӗ ҫынна персе пӑрахнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри — пульницӑра. Тепӗр виҫӗ ҫын аманнӑ. Пӑтӑрмахӗ ресторанта сиксе тухнӑ. Унта икӗ ушкӑн каннӑ. Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленсе ушкӑнпа тӑвакан преступниксен йышӗнче пулнӑ-мӗн. Ресторанти тавлашу вара ӳсӗрле хӑй чӑнкине кӑтартас килнипе сиксе тухнӑ пулать. Преступлени хыҫҫӑн арҫын пӗр хуларан теприне куҫса ҫӳренӗ, ют хушаматлӑ паспортпа ҫӳренӗ текен хыпар та пур. Пӗтӗм тӗнчери шыраври арҫынна пӗлтӗр тытса чарнӑ. Унӑн килӗнче тӗрлӗ хӗҫ-пӑшал пулнӑран йӗрке хуралҫисем ҫавӑншӑн пынӑ пуль тесе вӑл шухӑшланӑ, лешсем Саранскран тесен 22 ҫул каяллахи усал ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхулара пурӑнакан арҫынна йӗплӗ пралук леш енне Чӑваш Енрен ӑсатнӑ. Хайхискер ултӑ ҫул хушшинче 500 тенкӗлӗх ҫӗр-ҫӗр хут укҫа ҫапнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр-ҫӗр хут укҫаран 280-шне вӑл пирӗн республикӑра тата Иваново облаҫӗнче ӑсталанӑ. Ухтару вӑхӑтӗнче суя купюрӑсем туса кӑлараканран пӗтӗмпе 214 пин тенкӗ суя укҫа туртса илнӗ. Унӑн ҫумӗнче 500 тенкӗлӗх 400 ытла хут укҫа пулнӑ. Следстви ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра хайхи арҫын хӑй айӑплине туллин йышӑннӑ тата йӗркелӗх хуралҫисене ӗҫе тишкерсе уҫӑмлатма пулӑшса пынӑ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд айӑплава ҫемҫетнӗ — суя укҫа ҫапакана пӗтӗмӗшле йӗркеллӗ колоние 3 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне кирпӗч шутлаканӑн патшалӑха 160 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш тата Элӗк районӗсенче икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет. Следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер пӗчченех кун кунланӑ. Ӑна ентешӗсем кӑрлачӑн 5-мӗшӗнченпех курман. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вара Элӗк районӗнчи Ехремкассинче хӑйӗн килӗ умӗнчех 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Сӑмах май, вӑл та пӗчченех пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма та, арҫынна та пусмӑрласа вӗлермен. Ахӑртнех, вӗсем иккӗшӗ те шӑнса вилнӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма судпа медицина тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта пурӑнакан арҫынран 200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службин хыпарӗ тӑрӑх пӗлтернӗ. Хайхи усламҫӑ суя эрехе ялан туянакан ҫынсене кӑна сутнӑ пулин те полици ӗҫченӗсен темиҫе ҫӗрте упранӑ продукцие тупса палӑртма тата туртса илме май килнӗ. Унсӑр пуҫне пакунлисем контрафактлӑ алкоголь продукцине кам кӳрсе панине те пӗлме пултарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни суя акциз маркиллӗ 200 ытла кӗленче шурӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна май следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем халӗ ӑна хӗрсе кайсах тӗпчеҫҫӗ. Халӑхра суя эрехе саккунсӑр майпа сарнӑ арҫын айӑплавран хӑтӑлаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |