Пӑтӑрмахсем
![]() Ватӑ профессора вӗлернӗ вӑй питтине 12 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ вырӑнта тытса усрӗҫ. Аса илтерер, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗччӗ. 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ. Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлерни ҫиеле тухнӑччӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ-мӗн те услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр арҫын тата унӑн ваккаци апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплав виҫине ылмаштарма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 19 сехет те 25 минутра Комсомольски районӗнчи Александровка ялӗнче инкек пулнӑ. Водитель 3 ҫулти ачана ҫапса хӑварнӑ. Шел те, пӗчӗкскер йывӑр сурансене пула вилнӗ. Водитель вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна кӗҫех Тутарстанра тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача асламӑшӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. Асли асӑрхаман хушӑра пӗчӗкскер йытӑ хыҫҫӑн чупса ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1988 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Водитель мӗншӗн Тутарстана тарнине каярахпа ӑнлантарнӑ: вӑл хӑраса ӳкнӗ-мӗн. Арҫын руль умӗнче урах пулнӑ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта велосипедпа ярӑнакан арҫын ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗн пачӑшкин Трифон аттен виллине тупнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать. 85 ҫулти манах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун виллине вара виҫӗ эрнерен, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Макҫикасси ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Пачӑшкӑ ӳчӗ шывра выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Трифон аттен вилли ҫинче нимӗнле суран та асӑрхаман. Судмедэкспертсем халӗ вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем те тӗрӗслев пуҫарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, 2016 ҫулта та кунашкал тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи чиркӳ пачӑшки ҫухалнӑччӗ. Унӑн виллине пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха патӗнчи пӗвере тупнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ ҫын шанчӑкран тухнӑ. Вӑл коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан федераци саккунӗнчи чарӑва пӑхӑнман. Тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма Чӑваш Енӗн прокуратури сӗннӗ. Надзор ведомствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Чӑваш Енӗн правӑна сыхлакан органӗсем ЧР Элтеперӗн Администрацийӗпе пӗрле ирттернӗ. Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӗлтернӗ, тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ. Эпир илтнӗ тӑрӑх, сӑмах Строймин пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗнче тимленӗ Дмитрий Долгов пирки пырать. Ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе республика прокуратури ыйтнипе ӗҫрен кӑлармалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Юрать, унта пурӑнакансем ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӳртӗн пӗр пайӗ вара сиенленнӗ. Асӑннӑ ялта пурӑнакан 49 ҫулти арҫыннӑн ҫуртне аҫа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре кил хуҫин арӑмӗ тата ачисем пулнӑ. Вӗсем тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Урама тухсан хӗрарӑм пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна виҫӗ техника ҫитнӗ. Юнашар ялти пушар командисен хӑйирӗкҫисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Пушарта ҫурт тӑрри, мачча сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йывӑҫ чӳречесене пирӗнтен чылайӑшӗ пластикран тунисемпе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Материалӗ сиенлӗ теҫҫӗ те, анчах лайӑх хупӑнать, ҫил вӗрсе тӑмасть, кӗркунне шӑтӑксене хутпа ҫыпӑҫтарма хӑтласа минремелле мар. Ырлӑх! Кантӑка яри уҫса хурсан шӑна-пӑван вӗҫсе кӗреймӗ: ятарлӑ ҫеткӑ вырнаҫтарнӑ. Анчах, шел те, ача-пӑча ҫавна пула шар курать. Ун пирки темле асӑрхаттарсан та инкек тупӑнсах тӑрать. Утӑ уйӑхӗн 14-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енри тӗрлӗ вырӑнта ҫулталӑкран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхи виҫӗ ача чӳречерен ӳкнӗ. Ӗнер, акӑ, инкек Патӑрьелте сиксе тухнӑ. Унта икӗ ҫулхи ача шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑ ҫумне тӗршӗннӗ те иккӗмӗш хутран персе аннӑ. Пӗр кун маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк ҫурӑри ача иккӗмӗш хутран ӳкнӗ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унтах пиллӗкмӗш хутран ҫулталӑкри ача персе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пушар дачӑсене те шеллемест Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Ен каччи Мускава сройкӑна ӗҫлеме кайнӑ. Укҫа ӗҫлесе илес тенӗ ӗнтӗ вӑл. Ара, халӗ нумайӑшӗ пысӑк укҫа илес тесе шапаша ҫӳреҫҫӗ. Шел те, ҫак каччӑн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Ҫамрӑкскер 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере ҫуралса ӳснӗскер стройкӑра 20-мӗш хутран ӳкнӗ. Инкек ирхи 9 сехетре пулнӑ. Кун пирки сарӑмсӑр вилнӗ каччӑн пӗлӗшӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗ ӗҫлет. Следовательсем хӑрушсӑрлӑх техникине пӑснипе пӑсманнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канмалли кунсем шӑрӑх тӑнӑран ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлнӑ. Икӗ кунра Шупашкарти тӗп пляжра 4 ҫынна путасран ҫӑлнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 60 ҫулти хӗрарӑма, 5-ри тата 8-ти арҫын ачасене, 5-ри хӗрачана шывран кӑларнӑ. Шел те, канмалли кунсем инкексӗр иртмен. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти каччӑ шыв айне кайнӑ. Икӗ тӗслӗхре те ҫынсем юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ. Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |