Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ фирмӑна ертсе пыракан арҫын приставсем туртса илесрен хӑраса хаклӑ йышши ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ. Асӑннӑ службӑн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ патшалӑха 800 пин тенкӗ налук тӳлемен арҫын тӗлӗшпе пурнӑҫлав производстви пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа тишкерме тытӑннӑ кун хайхискер хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи 1 миллион тенкӗ тӑракан Nissan Muran машинине арӑмне документсем хатӗрлесех парнеленӗ. Ҫакна кура суд приставӗсем налук инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗн судне ҫитнӗ, парне хутне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд ыйтӑва туллин тивӗҫтернӗ. Ӗҫ пурнӑҫлакан пристав ҫӑмӑл машина ҫине арест хурсанах арҫын юратнӑ «тимӗр урхамахӗсӗр» юласран сехӗрленсе парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ. Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ. Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сар.ru сӑнӗ Экологипе технологи тата атом тӗрӗслевӗн федераци службин Атӑлҫинчи управленийӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромӑн» органика кремнийӗ туса кӑларакан цеха хупса хума сӗнӗ. Суд приставӗсем цехӑн алӑкӗсене пичетлесе тухнӑ та ӗнтӗ. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпромӑн» 16-мӗш цехӗнче авари пулнӑ, ҫавна пула техника хатӗрӗсемпе сооруженийӗсем сиенленнӗ. Производство вырӑнӗ вара 1-мӗш класри хӑрушлӑхри шутланать. Ҫак сӑлтава, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх пуррине тата техногенлӑ катастрофа сиксе тухма пултарнине шута илсе цеха виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. «Химпром» ертӳҫисене асӑрхаттару ярса панӑ. «Химпромра» суд йышӑнӑвне епле пурнӑҫланине приставсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартакан «Артек» организацие прокуратура ҫине тӑнипе штрафланӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ организаци район администрацийӗн ун чухнехи пуҫлӑхне Георгий Егорова 330 пин тенкӗ укҫа панӑ иккен. Ҫакӑ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Кӗмӗле вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма уйӑрса паракан ҫӗр хуҫине палӑртмалли конкурсра ҫӗнтерессишӗн тӳленӗ имӗш. Киревсӗр тӗллевпе укҫа панӑшӑн район прокурорӗ РФ Административлӑ право кодексӗн статйипе килӗшӳллӗн «Артек» тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна судра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна 500 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Аса илтерер, 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑччӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑччӗ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗччӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн прокуратури шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсемпе пӗлтӗр пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ. Судсем пурӗ 15 ӗҫ пӑхса тухнӑ май ҫынсене 4 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлесе татнӑ. Шалупа татӑлма васкаман пуҫлӑхсене Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 145-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама юрать. Пӗлтӗр ун йышши ӗҫсене 15 хутчен пуҫарнине маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Айӑплӑ пуҫлӑхсем хӑйсене тӗрлӗрен тытаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри чунтан ӳкӗннине ӗнентерме тытӑннӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна шелленӗ-ши — пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Анчах прокуратура тӳрен ҫак йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫапла вара пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплӑ пуҫлӑха судпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын суя дипломпа ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче хула администрацине муниципалитет служащийӗ пулса вырнаҫнӑ чухне суя диплом илсе пынӑ. Кайран вӑл ҫав хута хула администраицйӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вырнаҫнӑ чух та усӑ курнӑ имӗш. Дипломра кӑтартнӑ аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче хӑй вӗренмен те иккен. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Суя дипломлӑ специалиста кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑк шурӑ халатлисене хӑйӗн асламӑшӗ патне чӗнсе илнӗ. Анчах кайран мӗн пайлайман-ши — пулӑшма ҫитнӗ шурӑ халатлисене хваттерти пӳлӗмсенчен пӗринче питӗрсе хунӑ. Каччӑ вӗсене пӗр сехете яхӑн тытса тӑнӑ. Хӑй тепӗр енче кӑшкӑрашнӑ, усал тӑвассипе хӑратнӑ имӗш. Каччӑ туалета кайсан тухтӑрсенчен пӗри алӑка ҫапса ватнӑ та ӗҫтешӗпе иккӗшӗ хваттертен тухса тарнӑ. Ҫамрӑк хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине кайран ӑнланнӑ курӑнать, тӗпчевҫӗсем вӑл айӑпа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Ҫынсене ирӗксӗр хӑварнӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче республикӑн ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗ пулнӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ апелляци ҫӑхавне пӑхса тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗ пулнӑ 58 ҫулти ҫынна вӑрман каснӑшӑн айӑплама йышӑннӑ. Приговорта палӑртнӑ тӑрӑх, тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк тӑкак кӳнӗ. Анчах экс-министр 2015 ҫулта РФ Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа йышӑннӑ амнистие лекнӗ, яваплӑхран пӑрӑннӑ. 2010 ҫулта вӑрман кастарнине пула патшалӑха 121 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ имӗш. Ленин район сучӗ прокурорӑн гражданла тавӑҫне тивӗҫтермен иккен. Ҫавна май прокурор Чӑваш Енӗн Аслӑ судне апелляци тавӑҫӗпе ҫитнӗ. Унтисем экс-министра тӑкака саплаштармалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславккари пушарта ҫуннӑ пӳрт Инкек куҫа курӑнса килменни пуриншӗн те паллӑ. Анчах тепӗр чухне хамӑр тимсӗрлӗхе пула та шар курасси пулать. Пӗр талӑкра кӑна, сӑмах май, Чӑваш Енре тӑватӑ хутчен пушар алхаснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 хутчен вут-ҫулӑм иртӗхнӗ. «Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла 17 ҫын ӑсаннӑ. Инкек сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен. Шупашкар районӗнчи Туҫикасси ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын пӗр розеткӑна ӑшӑтмалли икӗ хатӗр чиксе хунӑ. Хӑй вара вӗсем епле ӗҫленине пӑхса та тӑман. Каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пӳртре пушар тухнӑ. Хуралтӑсене тата кӳршӗри пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ, 54-ри кил хуҫи урамра тӑрса юлнӑ. Куславккара 1957 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем арҫын пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗнче йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Шупашкарти мунча вара кӑмака юрӑхсӑррине пула кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |