Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер каҫхине республикӑра икӗ ҫынна машина таптаса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри — 12-ри ача. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 25 минутра Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне фура айне лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскере васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине ӑсатнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, «МАН» фура водителӗ урӑ пулнӑ. Темиҫе сехетрен ҫакнашкал инкек Канаш районӗнче пулнӑ. Атнаш ялӗ ҫывӑхӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине ҫӑмӑл автомашина пырса кӗнӗ. Шел те, хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 31 ҫулти водитель урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче республикӑн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче хӑй вӑхӑтӗнче тума пуҫланӑ саунӑпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Тӗрӗсрех каласан, апелляци ҫӑхавне тишкернӗ. Аса илтерер, калаҫтаракан объекта хӑпартма «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Борис Портнов хушнӑ тесе ӑна айӑпларӗҫ, унран маларах тӑкака шыраса илме йышӑнчӗҫ. Борис Портнов ӗҫе пурнӑҫлама хӑйне урӑх ҫынсем ыйтнӑ тесшӗн. Кунта Чӑваш Енӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ Сергей Вязовский ячӗ илтӗнкелет. Пӗрремӗш инстанцири суд тӳре-шарана айӑплама йышӑнман. Анчах кунпа килӗшменнипе апелляци ҫӑхавӗ ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Унтисем ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухмалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Мускавра инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри рабочи сарӑмсӑр вилнӗ. Инкек паян ирхине, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Автосавут урамӗнче пурӑнмалли комплексӑн канализацине хунӑ чухне пулнӑ. Котлован йӑтӑнса аннӑ чухне унта виҫӗ рабочи пулнӑ. Вӗсенчен пӗри тухма ӗлкӗрнӗ, вӑл суранланман. Тепӗр арҫынна ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Шел те, виҫҫӗмӗшне ҫӑлма май килмен. Вӑл Чӑваш Ен арҫынни пулнӑ. Вӑл Тӑвайра пурӑннӑ. Хайхискер сарӑмсӑр виличчен пӗр эрне маларах ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл 39 ҫул тултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккинче пӗр килте харӑсах иккӗн вилнӗ. Ахӑртнех, 35 тата 45 ҫулсенчи пӗртӑвансем сӗрӗм тивнипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ пирки халӗ следствичченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, пиччӗшӗпе шӑллӗн виллисене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккине Шупашкартан пынӑ ашшӗпе амӑшӗ асӑрханӑ. Вӗсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра пӳртре ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, кӑмака юшки хупӑ пулнӑ, ӑшӑ пӑрӑхӗсем сивӗнме ӗлкӗреймен. Малтанлӑха ҫакӑ паллӑ: ку инкек кӑмакапа юрӑхлӑ усӑ курманнипе пулнӑ, пӗртӑвансем вара сӗрӗм тивнипе пурнӑҫран кайнӑ. Арҫынсен ӳчӗ ҫинче суран таврашӗ пулман, вӗсем кампа та пулин кӗрешни-ҫапӑҫни уҫӑмланман. Апла пулин те инкекӗн чӑн сӑлтавне пӗлме судпа медицина тӗпчевӗ ирттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре пурӑнакан Дарья Комарова Станислав Говорухин кинорежиссера тапӑннӑ. Куҫа-куҫӑн мар, Facebook халӑх тетелӗнче. Вӑл унти хӑйӗн страницинче пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫак ҫынна айӑпласа ҫырнӑ. Тӗпрен илсен, хайхи ҫыруран акӑ мӗн паллӑ: Дарья Комарова 2012 ҫулта журналистра ӗҫленӗ, ҫав ҫулхине Шупашкара Станислав Говорухин килсен вӑл унран интервью илме пынӑ. Ун чухне 75 ҫулти режиссер хӗре хӑйӗнпе ҫӗр каҫма ыйтнӑ, уншӑн фильмра ӳкерӗнмешкӗн майсем туса пама шантарнӑ имӗш. Апла пулин те Дарья паллӑ ҫынран интервью илнӗ иккен. Ун хыҫҫӑн вара Говорухин хӑйӗн телефон номерне панӑ, иккӗшӗн хушшинчи калаҫӑва вӑрттӑнлӑхра хӑварма ыйтнӑ-мӗн. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, Станислав Говорухин ку сас-хурана уҫӑмлатнӑ май 2012 ҫулта хӑй Шупашкарта пулни пирки иккӗленнине палӑртнӑ, кунашкал калаҫӑва астуманнине пӗлтернӗ. Апла пулин те Станислав Говорухин ҫав ҫулхине Шупашкара килни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Kamport.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «112» номерпе шӑнкӑравласа Энтузиастсен урамӗнчи пурӑнмалли пӗр ҫурта сирпӗтессине пӗлтернӗ. Яваплӑ тытӑмсем кун пек хыпар илтсен сехӗрленсе ӳкнӗ, часрах вырӑна вӗҫтернӗ. Ҫурта вӗсем хытах пӑхса ҫаврӑннӑ, йӗри-тавралли территорие те тӗрӗсленӗ. Турра шӗкӗр, сирпӗтмелли хатӗр тупӑнман. Суйса шӑнкӑравланӑ ҫынна та кӗҫех шырама пикеннӗ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Ҫакскер ҫӑлав тытӑмне ӳсӗр пуҫпа шӑнкӑравланӑ-мӗн. Арҫын унччен те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулкаланӑ — ӑна тӗрлӗ сӑлтавпа административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Арҫынна хальлӗхе 2 уйӑхлӑха хупса усрама йышӑннӑ. Анчах судӑн ҫак йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя хыпаршӑн арҫынна 5 ҫул таран хупса хурас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти хулан 2-мӗш пульницин тухтӑрӗсем хӑйсем ӗҫлекен сыватмӑшӑн ятне ятнӑ. Вӗсем ӗҫ кунӗ вӗҫленичченех Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тума тапратнӑ. Ҫакна пула Мускав телеканалӗсен эфирнех лекнӗ. Пиллӗкмӗш канал хыпарланӑ тӑрӑх, пациентсен пӗрне тухтӑрсем вӑхӑт ҫитмесӗрех уяв кӗрекине ларни килӗшмен, вӑл хӑйӗн кӗсье телефонӗнчи камерине ҫутнӑ та заведующи пӳлемне вашлаттарнӑ — ара, хайхискер медсестрасенчен пӗри ун патне шампань эрехӗ чикнӗ хутаҫа йӑтса кӗнине курнӑ-ха та. Хайхи заведующи правур пациента пӳлӗмрен тӗртсе кӑларса яма, телефонне туртса илме хӑтланнӑ. Анчах ку самантсен ҫамрӑк хӗрарӑм тухтӑрсем мӗн хӑтланнине видео ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ. Хайхи видеона вӑл интернета вырнаҫтарма та ӳркенмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнчи пӗр ялта чутах пысӑк инкек пулман. Телее, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӑхӑтра вӑранса ӗлкӗрнӗ. Унсӑрӑн ҫемйипех сӗрӗмпе наркӑмӑшланса ҫут тӗнчерен уйрӑлӗччӗҫ. Ку пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗ кӑмака хутнӑ, анчах юшкине кӑвар шӑранса пӗтмесерех хупса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 7-ри, 8 ҫулти тата 14-ри ачасем пулнӑ. Вӗсем чутах сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилмен. Амӑшӗ те, ачисем те ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑм хӑйне япӑх пулса кайнипе вӑраннӑ. Вӑл пӳлӗмре сӗрӗм шӑрши сарӑлнине сиснӗ те часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Кил-йыша пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Полици ӗҫченӗсем кӑмакана вӑхӑтра тӗрӗслемеллине аса илтереҫҫӗ, юшкӑна кӑвар пӗтсен ҫеҫ хупмалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Лакӑр ялӗнче пурӑннӑ виҫӗ ҫулти хӗрача шыва путнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пирки йӗрке хуралҫисене ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унтан та ытларах — ӗҫ-пуҫа Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсен пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, виҫҫӗри хӗрача асӑннӑ ялпа юхса иртекен Йӑршу юханшывне путнӑ. Ача шывпа чыхӑнса мар, шӑнса кӳтнипе вилнӗ имӗш. Тепӗр хутчен палӑртар: тӗпчев малалла пырать, инкек сӑлтавӗ, ачана кам пӑхса ҫитерейменни, вӑл шыв хӗрне мӗнле майпа ҫитсе тухни каярах паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Михаил Ефремов актер Мускаври «Современник» театр актерӗ Михаил Ефремов Самарти гастрольте куракансене кӳрентернине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Кун пирки федераци МИХӗсене паян ирпе театрӑн ертӳҫи Игорь Попов пӗлтернӗ. Театр Гарольд Пинтерӑн «Не становись чужим» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе гастрольте пулнӑ. Спектакль хыҫҫӑн куракансенчен пӗри халӑх тетелӗнче Михаил Ефремова хурласа ҫырнӑ. Актер сцена ҫине ҫур сехет кая юлса тухнӑ, вӑл ӳсӗр пулнӑ, текста пӑтраштарнӑ, сӑмахсене манса кайнӑ иккен. Хытӑрах калама ыйтсан куракансене усал сӑмахпа хуравланӑ имӗш. Билетсем 4 пинтен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑнӑ. РБК пӑтӑрмах пирки ӑнлантарма ыйтсан: «Самарӑри кураканшӑн ку вӑл кӑткӑс пьеса. Урӑх нимӗн те каламӑп», — тенӗ иккен Михаил Ефремов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |