Пӑтӑрмахсем
![]() Мускаври Сербский ячӗллӗ институт Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗр ҫул ҫитмен хӗрачана пусмӑрланӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗпчев пуҫарнӑ. Калаҫтаракан ҫак пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчеме пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров килнӗ. Мускавран ҫитекен пакунлӑ ҫав ҫын пуҫиле ӗҫе тӗпчекенсемпе тата шар курнӑ хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе курса калаҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнер пӗлтернӗ. Хамӑр регионти тӗпчевҫӗсен ӗҫне те вӑл хак памалла. Паян пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ май ҫак ӗҫе В.П. Сербский ячӗллӗ психиатрипе наркологин нацин медицинӑпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсене те явӑҫтарӗҫ. Ура ҫине РФ Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫисем таранах тӑнӑ. Ачана Мускаври сиплев учрежденийӗсенче психологи тата кирлӗ ытти медицина пулӑшӑвне кӳмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 13 сехетре «Энӗш» автоҫулӑн 113-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ районӗнче, туй машинисем ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Калина» машина рулӗ умӗнче ларакан 40 ҫулти водителе пула сиксе тухнӑ. Вӑл ҫул хӗрринче чарӑннӑ «Тайота» машина ҫине кӗрсе кайнӑ. Ун хыҫҫӑн «Калина» ҫине «14-мӗш» маркӑллӑ машина ҫапӑннӑ. Аварире пилӗк ҫын шар курнӑ. Вӗсен йышӗнче 16-ри хӗр тата 8 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсем «14-мӗшӗн» салонӗнче ларнӑ. Халӗ, ШӖМ, пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашри компрессор станцийӗнче 42 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ арҫынна темиҫе кунран Мускавра тытса чарнӑ. 51 ҫултискер унччен те судпа айӑпланнӑ. Юлашки ҫулсенче хайхискер ҫав хӗрарӑмпа савни пек ҫӳреме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Ҫурлан 4-мӗшӗнче вӑл компрессор станцине ҫитнӗ. Хӗрарӑм хальхинче те савни пулма хирӗҫленӗ. Арҫынна ҫакӑ уртарнӑ ахӑртнех – вӑл ӑна вӗлернӗ те Мускава тухса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗсен ҫынсен парӑмӗсене шыраса илес тесе темле пурлӑха та арестлеме тивет. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын налуксемпе штрафсемшӗн, кивҫен илнишӗн 250 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Укҫана хӑй ирӗкӗпе тӳлеме те кӑмӑлӗ пулман ӗнтӗ, те «кӗмӗлӗ». Суд приставӗсем те ахаль ӗҫлемеҫҫӗ — суд йышӑнӑвне пурнӑҫланишӗн парӑмлинчен шыраса илеҫҫӗ. Ҫапалма майпа арҫыннӑн приставсене те 19,5 пин тенкӗ тӳлемелле пулса тухнӑ. Пӗр кунхине суд приставсем парӑмҫӑн парикмахерскине пурлӑх шыраса кайнӑ. Унти креслӑсене, ытти хатӗр-хӗтӗрне арестленӗ. Усламҫӑн ӗҫ инструменчӗсӗр юлас килмен курӑнать — парӑма тӳлесе татнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна суд приставӗсем арестленӗ пурлӑхне тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать. Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн. Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ. Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ. Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын кредитпа парӑма кӗрсе кайнӑ. Хайхин пурӗ 250 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Унран укҫа шыраса илес тесе кредитор судах ҫитнӗ. Тӳре йышӑну кӑларнӑ хыҫҫӑн ӗҫе Куславкка районӗнчи суд приставӗсене ярса панӑ. Суд приставӗсем арҫыннӑн пурлӑхне шырама пуҫланӑ. Унӑн «Renault Sandero» машини асӑннӑ районти Мӗниҫырминче пулни ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсем автомобиле ҫийӗнчех арестленӗ. Унсӑр пуҫне арҫыннӑн суд приставӗсене 18 пин те 755 тенкӗ тӳлемелле. Ку вӑл — исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑшӑн. Парӑмлӑ этеме чикӗ леш енне кайма та чарнӑ. Федерацин суд приставӗсен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма вунӑ кунта татмалла. Унсӑрӑн машинӑна сутса ярӗҫ, ҫав укҫапа кредитшӑн татӑлӗҫ, суд приставӗсем те хӑйсен тӳпине илсе юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑк арҫын Мускавра ҫынсенчен апат ыйткаласа ҫӳрет. Ҫакӑн пирки vistanews.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче пӗр пике ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл хӗр тусӗсемпе кафере апатланнӑ чух пӗр ыйткалакан пынӑ, апат ҫитерме ыйтнӑ. Хӗрсем ӑна валли ҫимелли туяннӑ, вӑл мӗншӗн урам тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, Мускава Шупашкартан ӗҫлеме кайнӑ. Унта пӗр ҫурт тара илсе пурӑннӑ. Анчах пушар тухса ҫурта тӗп тунӑ, арҫыннӑн докуменчӗсем ҫунса кайнӑ имӗш. Укҫасӑр, документсӑр этем, хӑйӗнпе вӑл Георгий тесе паллаштарнӑ, тӑван тӑрӑхне ҫитейменнине пӗлтернӗ, тӑванӗсене шырса тупма пулӑшма ыйтнӑ. Тӗнче тетелӗнчисем арҫын историне ӗненменнине, хӑй вӑл ҫавӑн пек пурнӑҫа суйланӑ тесе шухӑшланине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫ поселокӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Шупашкар районӗн уполномоченнӑй участковӑйсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Петров хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан арҫын Кӳкеҫ пӗвине пулӑ тытма кайнӑ. Тепӗр кунхине, ҫурлан 4-мӗшӗнче, пӗвере унӑн виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын эпилепсипе чирленӗ. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа Шупашкар районӗнче 4 арҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1991 ҫулта Шупашкарта арҫын ҫухалнӑ, анчах вӑл ҫуккине никам та сисмен-ши – шыраман та. Ун пирки 27 ҫултан, пурлӑх пайлама тӑрсан, ҫеҫ аса илнӗ. Арҫын ӑҫта ҫухалнӑ? Вӑл йӗп мар-ҫке. Ыйтӑвӑн хуравне хӗрӗ тупма пулӑшнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлернине 27 ҫул вӑрттӑнлӑхра тытса пурӑннӑ. Халӗ хӗрӗ 47 ҫулта ӗнтӗ. Ашшӗне вӗлернӗ чухне вӑл 20-ре пулнӑ. 1991 ҫулта ашшӗпе хӗрӗ хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӗ ӑна тимӗр патакпа ҫапнӑ, лешӗ сывлама пӑрахнӑ. Хайхискер вилене посадкӑна, килтен 100 метр аяккарах, сӗтӗрсе кайнӑ та пытарнӑ. Арҫынна 2004 ҫулта шырава панӑ. Кӑҫал вара хӗрне полиграфпа тӗрӗслеме шутанӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакӑ полицейскисене сисчӗвлентернӗ те. Вӗсем хӗрарӑмран тӗпчесе пӗлнӗ, лешӗ вара йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Софья Савнеш. Ҫавӑншӑн газовиксем газ парассине чакарнӑ та ҫынсем вӗри шывпа усӑ курайми пулса тӑнӑ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти микрорайона газ панӑччӗ, унта пурӑнакансем тата ҫавӑнти ача пахчи вӗри шывпа усӑ курма тытӑннӑччӗ. Ҫынсене вӗри шывсӑр пӗр айӑпсӑр лартнӑ газовиксене 300 пин тенкӗрен пуҫласа миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн комиссийӗ пӑхса тухнӑ, анчах хальлӗхе унӑн резолютативлӑ пайӗ ҫеҫ пур. Епле явап тыттарасси ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланӗ. Ҫакна асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Вячеслав Борисов ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи пресс-конференцире пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |