Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ. Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ. Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти туй халӑхӗ пакунлисене хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. «Инфореактор» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи кафесенчен пӗринче туй иртнӗ. Сӑра сакки сарлака, туй-ҫуй таврашӗнче ӗҫмесӗр пулманах-тӑр. Тахӑш самантра тем пайлайман-ҫке — харкашу сиксе тухнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Кафере ӗҫлекенсем хӗрсе кайнӑ туй халӑхне чарма пӑхнӑ, анчах май килменнине кура пакунлисене чӗннӗ. Йӗрке хуралҫисем килсе ҫитсен те ҫапӑҫакансем чарӑнман. Унтан та ытларах — пакунлисене хӗнеме тытӑннӑ. Пысӑк ушкӑна ҫӗнеймессине ӑнланса лешсем хӑйсен ӗҫтешӗсене чӗнсе илнӗ. Кафери харкашӑва халӗ йӗрке хуралҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти вырӑс драма театрӗн артисчӗсем автоинкеке лекнӗ. Вӗсем Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинче гастрольте пулнӑ. Каялла килме каҫхи спектакль хыҫҫӑн тухнӑ. Ирпе Шупашкара таврӑнма палӑртнӑ. Ҫула тухсан, пӗр сехет кайсан, автобус пӑрлак ҫул ҫинче ҫаврӑнса ӳкнӗ, кювета чӑмнӑ. Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 20-е яхӑн ҫын пулнӑ. Турра шӗкӗр, пурте чӗрӗ-сывӑ. Анчах ыраттармасӑр пулман паллах. Ушкӑнри пӗр артистка самай суранланнӑ. Ӑна валли васкавлӑ пулӑшу машини чӗнме тивнӗ. Инкеке лекнӗ ҫынсем Кинешмаран автобус пырса илессе сехет ытла кӗтсе тӑнӑ. Сивӗ ҫӗрте. Уйра. Кайран вӗсене каялла илсе кайнӑ. Рита Кириллова шухӑшланӑ тӑрӑх, автобуссене каҫхине пассажирсене турттарма чармалла. Уйрӑмах — хӗлле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑматкун Чӑваш Енре сывлӑхпа спорт кунӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем спорт учрежденине тӳлевсӗрех кӗме пултарнӑ. Анчах ку Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьешӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫак хулари 8-мӗш шкулти бассейнра арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл 9 ҫулта кӑна пулнӑ. Арҫын ача бассейна ашшӗпе килнӗ. Асли ывӑлне холра кӗтсе тӑнӑ. Арҫын ача бассейнра ишнӗ чухне ытти ҫынсем те пулнӑ, анчах вӑл путнине никам та асӑрхаман. Ӑна бассейн тӗпӗнче выртнине ҫеҫ курнӑ. Бассейн пӳлӗмӗнче шкул ӗҫченӗ те пулнӑ, анчах вӑл та ача путма пуҫланине асӑрхаман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӗҫленӗ икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ. Вӗсене сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче тӑрӑшнӑ икӗ инспектор кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн пӗр каҫхине руль умӗнчи ӳсӗр ҫынна тытса чарнӑ. Лешӗн транспорта тытса пыма ирӗк те пулман. Правӑна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан протокола ҫырмассине пӗлтернӗ пакунлисем. Анчах хӗрхеннипе мар. Укҫалла. 20 пин тенкӗ ыйтнӑ вӗсем. Укҫана водителӗн ҫурла уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче парса татмалла пулнӑ. Каланӑ вӑхӑт ҫитнӗ, укҫапа арҫын татӑлма васкаман. Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пакунлисем водитель килне ӗҫри машинӑпа персе ҫитнӗ. Ӑна вӗсем парӑм пирки аса илтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен паллаканнине водитель патне укҫа илме ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Хайхискер ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ку ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 20 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче арҫын ҫӳлтен персе аннӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл улттӑмӗш хутри чӳречерен простыньсем ҫыхса анма хӑтланнӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ – арҫын аялалла ӳкнӗ. «Малтан васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Медиксем кайнӑ хыҫҫӑн ритуал служби ҫитрӗ. Вӗсем витнӗ вилене 21 сехет те 15 минутра илсе кайрӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ пӗр ҫын «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Елчӗкре пӗр рабочи канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ чухне тӑпра айне пулнӑ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш траншейӑра пулнӑ чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ, хӗстерсе лартнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ-ха, анчах тепӗр икӗ эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Следстви хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес тӗллевпе предприятирен документсене илнӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа следстви органӗ предприяти директорне айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем, ахӑртнех, тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Сӑлтавӗ вара — Элмен урамӗнче вырнаҫнӑ пасар ҫуннӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушарта 3 павильон ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Пушар мӗнрен тухнине халӗ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче те пушар пулнӑ. Унта аш-какай павильонӗ ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Урама кӑларнӑ студентсем Паян 13 сехет те 45 минутсенелле Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчи (вӑл Мускав проспектӗнчи 45 ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫынсене урама хӑваласа кӑларнӑ. Сӑлтавӗ вара тахӑшӗ хӑйӗн рюкзакне манса хӑварнинче пулнӑ. Кутамккапа юнашар выртнӑ телефона пула унта сирпӗнме пултаракан япала пулма пултарасси пирки ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ, ҫынсене ҫиелти тумсӑрах сивӗ урама хӑваласа кӑларнӑ. Часах пушар машинисемпе васкавлӑ пулӑшу тата полици машинисем пырса ҫитнӗ. Юрать-ха, пӑлхану сӑлтавсӑрах пулни палӑрнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх кутамккара нимӗнле сирпӗнӳ хатӗрӗ те пулман, часах хуҫи те тупӑннӑ. Пӗлме: паян Шупашкарта сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури — 4 градус сивӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑранпа вӑхӑт иртрӗ. Йывӑр суранланса пульницӑна лекнӗ ҫынсен шӑпи еплерех-ши? Аса илтерер: авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Канашран Мускава кайма тухнӑ микравтобус ҫине самосвал кӗрсе кайнӑ. Водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме йышӑннӑ. Авари вырӑнӗнче 11 ҫын тӳрех вилнӗ. Тепӗр 6 ҫынна, суранланнӑскерсене, пульницӑна ӑсатнӑ. 5 ҫынна сиплесе киле янӑ ӗнтӗ. Шел те, тепӗр 1 ҫын пульницӑра куҫ хупнӑ. Ҫапла майпа авари 12 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Аварире вилнисен тӑванӗсене 250 пин тенкӗ тӳленӗ, суранланнисене вара – 50 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |