Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче йӗрке хуралҫисене явап тыттарнӑ. Вӗсем хӑйсене ӳкерме чарас тенӗ. Ҫавна май кӑнттам калаҫнӑ. Аса илтерер, Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ ҫапӑннӑччӗ. Инкеке асӑрханисенчен пӗри видео ӳкернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене ҫакӑ килӗшмен. Видео ӳкерекенпе вӗсем кӑнттам калаҫнӑ. Пакунлисене итлеменшӗн явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ҫавна йӑлтах ӳкерсе те ҫырса илме май килнӗ. Каярах Чӑваш Енӗн ШӖМӗ Канаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти тӑватӑ ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Ҫав шутра — видеокадра лекнӗ йӗрке хуралҫисен пуҫлӑхне те. «Руль умӗнче» автопорталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — полицин Канаш районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Шакшин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫамрӑка тӑр кӑнтӑрла ҫаратнӑ. Унти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 18-ти каччӑн карас телефонӗн наушникне ҫамрӑк арҫын туртса илнӗ. Хаклӑ япаласӑр (наушник 1700 тенкӗ ытларах тӑраканскер пулнӑ) юлнӑ ҫамрӑк ҫӗтсе кайман — пакунлисене ҫийӗнчех шӑнкӑравласа систернӗ. Патрульпе пост служби вырӑна пырса ҫитсен каччӑ хӑйне кӳрентернӗ ҫамрӑк арҫын пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл лешӗн хӑрах аллине бинтпа чӗркенине те асӑрханӑ. Шӑпах ҫав алӑ усал шухӑшлӑ ҫын йӗрӗ ҫине тухма пулӑшнӑ та. Йӗрке хуралҫисем административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ 29 ҫулти ҫамрӑка темиҫе кун каялла тытса чарнине аса илнӗ. Ун патне килне каяҫҫӗ те, наушника ҫаратаканни ҫав арҫын пулни ҫиеле тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашри суту-илӳ точкисем валли пӗр арҫын 600 литр суя эрех кӳрсе килнӗ. Анчах ӑна унти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Форд-транзит» машинӑна тытса пыракан 39 ҫулти арҫын Самар облаҫӗнчен Канаша ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем автомобиле тӗрӗслеме тытӑннӑ та 117 эрех ещӗкӗ куҫ тӗлне лекнӗ. Весенче маркӑсӑр водка тата коньяк пулнӑ. Машинӑна тепӗр хутчен тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тата тата тепӗр виҫӗ ещӗк асӑрханӑ. Ҫапла вара 120 пин тенкӗлӗх 600 литр эрехе туртса илнӗ. Водкӑпа коньяка Канашра ӗҫлесе пурӑнакан 45 ҫулти усламҫӑ унти суту-илӳ точкисене вырнаҫтармалла пулнӑ. Суя эрех кӳрсе килнӗ тата ӑна сутма пулӑшакан арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене 6 ҫул таран тӗрмене хупма тата 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗр рабочийӗсем инкеке лекнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах «М-7» ҫулӑн 698-мӗш километрӗнче 11 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Икӗ автомобиль ҫапӑннине пула тӑватӑ ҫын аманнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Вольво» грузовик Хусан еннелле ҫул тытнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ҫул хӗрринче ларакан «ГАЗель» машина ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ автомобиль ҫул-йӗр юсакансен пулнӑ. Грузовик пырса ҫапнипе «ГАЗель» ҫул айккине сирпӗнсе кайнӑ. Ун умӗнче тӑракан икӗ рабочи тата кабинӑри водитель аманнӑ. Грузовика тытса пынӑ арҫынта суранланнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарта Хевеш пасарӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм ирхи 4 сехет тӗлнелле ялкӑшма тытӑннӑ. Пасарти пӗр хутлӑ ҫуртра ҫулӑм ялкашнӑ. Ҫулӑм тухнине хуралҫӑ асӑрханӑ, вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ тӗле икӗ суту-илӳ точки ҫунма пуҫланӑ. Пушарнайсем ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑран кӑна сӳнтернӗ. Кун валли ултӑ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Пушар икӗ павильона тӗп тунӑ, юнашартисен вара, виҫҫӗшӗн, шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнле тухнине Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм самолет билечӗ туянас тесе улталаннӑ. Авиабилета тӗнче тетелӗ урлӑ илес шухӑшлӑ 30 ҫулти хӗрарӑм фишинг (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан тӗнче тетелӗ урлӑ улталас тенине пӗлтерет) сайта лекнӗ. Суя сайт чӑн сайтран пӗр саспаллипе улшӑнса тӑнӑ. Хӗрарӑм ҫакна асӑрхаман. Авиабилетлӑ пулас текенскер сайтра хӑйӗн банк карттин номерне тата реквизитне кӑтартнӑ. Кайран унӑн телефонӗ ҫине операцие ҫирӗплетме ыйтса банкран ятарлӑ кодлӑ смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм вӑл кода фишинг сайтра ҫырса хунӑ. Пулас авиапассажир кӗҫех 29 пин те 900 тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви сайтсемпе асӑрханса усӑ курма чӗнсе калать. Суя сайтсенче ӗҫлемен каҫӑсемпе баннерсем пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта минӑсем лартни пирки хыпар сарӑлма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кунашкал пӗлтерӳсем организацисен электронлӑ почтине килнӗ иккен. Аса илтерер, усал хыпар «Меридиан» суту-илӳ комплексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри тӗп пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртри пульницӑна хӑратнӑ. Те чӑнласах калаҫҫӗ, те юри сехре хӑптараҫҫӗ — тӗрӗслемесӗр пӗлеймӗн. Оперативлӑ тытӑмсем вырӑна ҫитсе лару-тӑрӑва хакланӑ, мина шыранӑ. Тавах, никам та нимӗн те хуман. Суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун пирки паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхне йышӑнӑва пынӑ ҫынна йӗркеллӗ хуравламаншӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫлӑх патне йышӑнӑва кайни хурав кӗтсе илейменнине прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем тӗрӗсленӗ те, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырса хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ҫынни иртнӗ ҫулти раштавӑн 12-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӑл тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ыйтупа калаҫу пуҫарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ сӑмахпа ӑнлантарнӑ-ха, ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленчӗ тенӗ курӑнать. Йышӑнӑва пыни вара ҫырса хуравласса кӗтнӗ. Ҫын сӑмахпа хуравласан та ҫитет тесе пӗлтермен пулсан ӑна хутпах хуравламалла иккен. Ҫӗмӗрле хула адинистрацийӗн пуҫлӑхне ҫапла вара 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Савнисем ҫынсенчен аякра, хӳмере, канма шутланӑ. Анчах ку инкекле ҫаврӑнса тухнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн пӗлӗшӗ Сӑр тӑрӑх кимӗпе Ҫӗмӗрле тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен чиккине ишсе ҫитнӗ. Арҫыннӑн унта хӳшӗ пулнӑ. Ҫак вырӑнта темиҫе ҫухрӑмра та никам та пурӑнмасть. Тепӗр кунхине арҫынпа хӗрарӑм эрех ӗҫнӗ. Самаях ӳсӗрӗлнӗ пулмалла – хӗрарӑм ҫыранран ӳксе юханшыва чӑмнӑ. Унта вара тӗпӗнче юшкӑн, хӗрарӑм кӗрсе ларнӑ та шывпа чыхӑнса вилнӗ. Телефонсем вара хӗрарӑм ҫумӗнче пулнӑ, ҫавна май арҫын ниҫта та шӑнкӑравлайман. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен арҫын ҫавӑнтах пулнӑ, савнин виллине куҫран ҫухатас темен. Инҫех мар ҫынсем кимӗпе ишнӗ, мотор сивӗтес тесе шӑпах ҫав вырӑнта чарӑннӑ. Ҫавӑн чухне тин арҫын йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ следовательсем хӗрарӑм мӗнле вилнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр хӗрарӑм хӑйӗн килӗ ҫумӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарса ярас тенӗ те сарӑмсӑр вилнӗ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. 66 ҫулти хӗрарӑм пахча хыҫӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарнӑ. Ҫулӑм ялкӑшнӑ май ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ вӑхӑтрах вилнӗ. Унӑн виллине каҫхине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |