Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫре пурӑнакан хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ҫавӑн пирки унӑн мӑнукӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси.рф//Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф//Халӑх ушкӑнӗ) страницӑра паян кӑнтӑрла Кристина Александрова пӗлтернӗ. Ҫын ҫухалнине право хуралҫисене те систернӗ. Полина Степанова Кӳкеҫри Радуга (чӑв. Асамат кӗперр) урамӗнче пурӑнать. Вӑл — 74 ҫулта. Полина Степанова килтен ӗнер тухса кайнӑ иккен. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсем хӑйсем тӗллӗн шыранӑ, анчах тупма май килмен. Ҫавӑнпа вӗсем ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Килтен тухса кайнӑ чух хӗрарӑм халат ҫеҫ тӑхӑннӑ пулнӑ тата тутӑр ҫыхнӑ. Ҫухалнӑ ҫын чирлӗ-мӗн. Вӑл Альцгеймер чирӗпе аптӑрать-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан манса кайнипе аптӑрать. Хӗрарӑма курнисене хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннипе, Светланӑпа, 89520234280 номерпе ҫыхӑнма ыйтнӑ. Полицие те пӗлтерме юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Никитин ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм килӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Ун чухне кил хуҫисем ҫывӑрнӑ. Вӗсем тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ – тӗпел ҫуннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме хӑтланнӑ – анчах кӑлӑхах. Арҫынпа хӗрарӑмӑн аллисем пиҫсе кайнӑ. Вӗсене Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑма хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫма паман. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнч Туҫи ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта пӗр хуҫалӑхра сарай, мунча тӑрри ҫунса кайнӑ. Кинемейӗн 6-ри мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн, утӑ ҫунма тытӑннӑ. Юрать, ача шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫӗртмен уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Мерседес» бордюра пырса тӑрӑннӑ. Кунашкал аварисем час-часах пулаҫҫӗ-ха, анчах руль умӗнче 18 ҫул тултарман хӗр ларни ҫынсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Руль умӗнче 15-ри хӗр пулнӑ. Машини – урӑх ҫыннӑн, тӑванӗн. Вӑл та авари вырӑнӗнче пулнӑ. Ҫитменнине, ҫав хӗр руль умне ӳсӗр ларнӑ. Ҫак аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем машина ҫинчен пӳрне йӗррисене илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа ярӑннӑшӑн явап тытнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-пуҫлӑх служба автомобилӗпе канмалли кунсенче пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ. Унпа вӑл район тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫӳренӗ. Тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса служба машинипе ярӑннине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман. Суд ӑна суд асӑрхаттарма йышӑннӑ. Прокуратура Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ тупса палӑртнӑ кӑлтӑка пӗтерме хушса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин пайӗн ертӳҫин ҫумне тытса чарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тытса чарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫата кун пирки право тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫсем ӗнер пӗлтернӗ иккен. Ҫак пӑтӑрмах пирки каярах Чӑваш Енӗн прокуратуринче тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче те уҫӑмлатнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ хӑйӗн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе офицер ӗҫтешӗсене хутсем ҫырма чарнӑ-мӗн. Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Халӗ ку фактпа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ кӑлтӑкшӑн офицера ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗне Шупашкарти водолазсем Атӑлтан арҫын виллине кӑларнӑ. Вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта кӑнтӑрла чӑмпӑлтатнӑ та путнӑ. Водолазсем унӑн кӗлеткине темиҫе сехет шыранӑ. Арҫын виллине каҫхине ҫеҫ тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унччен маларах та, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта чутах инкек пулман. Кимӗ станцийӗ ҫывӑхӗнче ҫӑлавҫӑсем ҫынна ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Вӑл ишнӗ чухне халтан кайнӑ, ҫыран хӗррине ҫитме вӑйӗ юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмпа 51 ҫулти арҫын пӗр этеме тӑн кӗртес тенӗ. Тӑн кӑна мар-ха, тавӑрас шухӑшлӑскерсем ӑна леш тӗнченех ӑсатнӑ. Пӑтӑрмахӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрнере пулса иртнӗ. Арҫынпа хӗрарӑм хулара пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хваттерне пырса кӗнӗ. Хайхискерне ҫавсем «УАЗ» машинӑна лартса хуларан илсе тухнӑ. Ҫын ҫӳремен вырӑнта ӑна вӗсем ҫавӑнта тупнӑ пӑралукпа пӑвса вӗлернӗ. Лешӗ сывлама пӑрахсан вырӑнтан хускалса кайнӑ. Ҫакӑ вӑл тавӑру пулнӑ. Шар курнӑ арҫын хӗрарӑма маларах пусмӑрланӑ-мӗн. Вӑйпитти ҫухални пирки тӑванӗсем йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Арҫын виллине ака уйӑхӗнче, юр ирӗлсен, тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха, арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 14 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе присяжнӑй заседательсем пӑхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшланине маларах эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пӑтармах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана вӗлернине амӑш йышӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл хӗрачана полиэтилен хутаҫа чиксе ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах ҫиеле тухмасан та пултарнӑ. Анчах вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем вара хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарнӑ тесе ӑнланнӑран йӗрке хуралҫисене систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 17-18 сехетре Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 39-мӗш ҫуртри 17-мӗш хутран пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ. Шел те, 2 ҫулти ачана ҫӑлма май килмен – вӑл тӳрех вилнӗ. Ҫак инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер иртсе пыракан арҫын умӗнче ӳкнӗ. Ҫак самантра ҫемье килте пулнӑ. Хӗрарӑмпа арҫыннӑн виҫӗ ача пулнӑ: кӗҫӗнни тинтерех ҫуралнӑ. Ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ача вӑтамми пулнӑ. Ӗнер инкек пулнӑ вырӑнта полицейскисем, Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем чылайччен ӗҫленӗ. Халӑх нумай пухӑннӑ. «Про Город» хаҫатӑн халӑх тетлӗнчи ушкӑнӗнче комментарисене вулас тӑк, ашшӗ тӳрех чупса тухнӑ, ача виллине хӑйӗн кӗпипе витнӗ. Амӑшӗ урама пачах тухман, килте ларнӑ. Тепӗр хутчен аса илтеретпӗр: ашшӗ-амӑшӗн АСӐРХАНУЛЛӐ пулмалла, шӑпӑрлансем килте чухне чӳречене уҫӑ тӑратмалла мар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енри икӗ районта 9 ҫулти ачасем шыва путса вилнӗ. Вӗсенчен пӗри, хӗрача, Комсомольски раойнӗнчи Хирти Мӑнтӑр ялӗ патӗнчи шыва шар курнӑ. Унпа пӗр ҫулхи арҫын ача Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Хуракасси ялӗ патӗнчи пӗвере куҫне хупнӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем ҫийӗнчех тӗпчев пуҫарнӑ. Асӑннӑ управленин ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Димитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ишме пӗлмен. Вӗсем шывпа антӑхса кайса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене юри путарнӑ е вӗлерсе шыва пӑрахнӑ теме тӗпчевҫӗсен сӑлтав ҫук. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче шыв-шур хӗрринче асӑрханмаллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |