Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колоние пысӑк партипе телефон таврашӗ турттарса кӗме хӑтланнӑ. Анчах унта тӑрӑшакан оперативлӑ ӗҫченсем ҫула пӳлнӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, колонире айӑплава ирттерекенсен аллинче пулма юраман япаласене промышленность зонине илсе кӗртме хӑтланнӑ. Гидравлика поршенӗсене лайӑхрах тӗрӗсленӗ чухне унта тем те пӗр сиксе тухнӑ: телефонсем, аккумуляторсем, наушниксем... Тата тӗрӗсрех каласан, 49 карас телефонӗ, карас телефонӗсем валли 13 аккумулятор батарейи, 7 мӑшӑр наушник, 26 зарядка хатӗрӗ, 5 карт-ридер, 9 флеш-карта тата 14 SIM-карта. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку фактпа тӗпчев пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче ҫухалнӑ икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем – йӗкӗреш, 1956 ҫулта ҫуралнӑскерсем. Ҫак йӗкӗреш Шупашкарта пурӑннӑ. Пӗр кунхине, акан 6-мӗшӗнче, вӗсем Етӗрне хули ҫывӑхне, Сӑр юханшывне, пулла кайнӑ. Хайхискерсем каҫхине ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Пӗрин арӑмӗ йӗкӗреш ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине Сӑр юханшывӗнче икӗ арҫын виллине тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем пӑр айне анса кайнӑ, ҫыран хӗррине тухайман – ҫавӑнтах шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, арҫын суд штрафне — 40 пин тенке — ҫеҫ тӳленӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче ҫак арҫын ҫырмара 12 метр ҫӳллӗш йывӑҫ каснӑ, анчах вӑл ӑҫталла ӳкессине шутласа илеймен — йывӑҫ 46 ҫулти арҫын ҫине персе аннӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫывӑхра ӗҫлекен ентешӗсем йывӑҫ ҫумӗнче ҫын пурри пирки асӑрхаттарнӑ, ку вара шута илмен. 50-ри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланман, вилнӗ арҫыннӑн ывӑлне компенсаци тӳленӗ. Ҫавӑнпа пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна суд штрафӗ кӑна тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 42 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Юсанмалли учрежденире ӗҫлекенскер лифтсенче хӗрачасене тапӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртӑн лифтӗнче вӑл, Красноармейски арҫынни, 11 ҫулти хӗрачана ҫулӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫак арҫын ытти преступление туни те ҫиеле тухнӑ. Унран пӗтӗмпе 10 ача шар курни паллӑ пулнӑ. Каласа хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗпченӗ май 1 пин 250 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, тӗрлӗ йышши 80 ытла экспертиза ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫ тишкерӗвӗ 35 томлӑ пулса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ. Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ. Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ. Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юлия Назарова тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман. «Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Ленин районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫулӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, ГАЗ автомобиль 9 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, малти машинӑран иртсе каяс тесе вӑл ҫул хӗррине тухнӑ. Ҫавӑнта кӗтмен ҫӗртен хӗрарӑмпа икӗ ача тухса тӑнӑ. Вӗсем юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ-мӗн. Водитель ҫынсем ҫине кӗрсе каяс мар тесе хӑвӑрт чарӑннӑ, ҫапах хӗрачан урине лекнӗ. Хӗрачан ури хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водителе вара административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. 19 сехет те 45 минутра пушарнайсем патне Юханшыв бульварӗнчи 4/1-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗрремӗш хутра алхаснӑ. Питӗ шел, пушарта икӗ ача вилнӗ. Асли, хӗрача, 4 ҫулта, кӗҫӗнни, арҫын ача, 1 ҫул та 7 уйӑхра пулнӑ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ачасем ҫулӑмран ҫӑлӑнма тӑрӑшнӑ, анчах питӗрӗнчӗк алӑка уҫайман, чӳречене ҫӗмӗреймен», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Пушар вырӑнне следователь-криминалистсем ҫитнӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пулни пирки официаллӑ хыпарта нимӗн те пӗлтермен. «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем ҫак пулӑма сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ вӑхӑтлӑха тухнӑ пулнӑ. «Контактра» сӳтсе явнине ӗненес тӗк, ачасене кӳршисем илсе тухнӑ, анчах тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман. Ҫав вӑхӑтра, ачасене ҫӑлнӑ чухне, ашшӗ-амӑшӗ подъезд умӗнче пирус туртса тӑнӑ. Вӗсем ҫав кун эрех ӗҫкеленӗ имӗш. Анчах ку, хальлӗхе, сас-хура кӑна-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫичӗ ҫынтан тӑракан ушкӑн ӳт сутса пурӑнма килӗшекен хӗрарӑмсем валли Шупашкарта притон уҫнӑ. Притона массаж салонӗ тесе каланӑ. Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи судне ярса панӑ. Ҫичӗ ҫынлӑ йыша РФ Пуҫиле кодексӗн 241-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӳт сутассине йӗркеленӗшӗн тата ҫавӑн валли притон тытса тӑнӑшӑн) тата 240-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе (проституципе аппаланма явӑҫтарнӑшӑн) явап тыттарасшӑн. Вӗсем пурӗ 18 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Массаж салонӗ текеннине ушкӑн 2015 ҫултанпа 2018 ҫулччен тытса тӑнӑ. Унта ӗҫлекен хӗрарӑмсем массаж туман, арҫынсемпе укҫалла выртса тӑнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби преступниксен ушкӑнӗн пайташӗсене 10 ҫул таран хупма пултарнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури инкек сӑлатвне тӗрӗслеме тытӑннӑ та, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» предприяти каҫӑна йӗркеллӗ тасатманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |