Пӑтӑрмахсем
Улатӑр районӗнчи Ахматово ялӗнче тухнӑ пушара сӳнтерсен ҫуннӑ япаласен айӗнче ҫын виллин пайӗсене тупнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Пушкин урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушара асӑрханӑ ентешӗсем кун пирки пушар хуралне тӳрех пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ вӑхӑта вут-ҫулӑм кил хуҫалӑхне тавраллах ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме икӗ техника тата вунпӗр ҫын хутшӑннӑ. Апла пулин те пӳрте те, ытти хуралта та упраса хӑварма май килмен. Палӑртса хӑвармалла, пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫунӑк айӗнче ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнӑ. Ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тата вут мӗншӗн тухнине пӗлес тӗллевпе халӗ специалистсем тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 20 минутра Владимир облаҫӗнче микроавтобус КамАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. 39 ҫулти водитель вӗсене, 14 пассажира, Шупашкартан Мускава илсе кайнӑ. Авари «Атӑл М-7 ҫулӑн 214-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ, Мускав енне каяканскер, руле итлеттереймен те ҫула уйӑракан барьер ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра микроавтобус водителӗ тӑрук ӑнланса илеймен, пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ та ӳпӗнсе кайнӑ. Маршруткӑри виҫӗ ҫын вилнӗ, улттӑшӗ аманнӑ, вӗсене Владимирти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – реанимацире. Вилнӗ ҫынсем Пӑрачкав тата Улатӑр районӗнчи ҫынсем тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрлери пӗр хваттерте пушар алхаснӑ. Жуков маршал урамӗнчи 2-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунни пирки пушарнӑйсене кӳршисем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: пушар тӗпелтен тухнӑ. Залра вара 58 ҫулти хӗрарӑмӑн тата унӑн 29-ти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Вӗсем хваттерте пӗрле пурӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс салинчен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 10 ҫынна яхӑн пулнӑ. Юрать, никам та вилмен. «Луидор» автобус «Шупашкар-Сурское» автоҫулӑн 52 ҫухрӑмӗнче 10 сехет те 40 минутра ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель руле итлеттереймен. Салонри пассажирсем вӑйлах аманман. Каштахран пӗр ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Kaliningradblog.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ 6-мӗш юсанмалли колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ судпа айӑпланнӑ май кирпӗч шутлакан 23 ҫулти яша хур кӑтартнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫамрӑка ыраттарнӑ, унӑн пичӗ ҫинче темиҫе шӑйрӑк пулнӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн колони ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ӗҫе прокуратура панӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Следствие Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн следователӗ тӗпченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пысӑк процентлӑ пӗчӗк укҫа паракан кредит организацийӗсемпе ҫыхланмалла маррине темле асӑрхаттарсан та ҫынсем авӑра ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан П. хушаматлӑ хӗрарӑмпа унӑн хӗрӗ те ҫавӑн пеккисенчен пӗринче, «Деньги сейчас» ятлинче, 2017 ҫулта ҫулта 40 пин тенкӗ илнӗ. Илме илнӗ те, анчах тӳлесе татма май килмен. Хӗрарӑмсем укҫана тӳлементен вӗсен парӑмне кредит учрежденийӗ «Инкас Коллект» текен тулли мар явапла обществӑна шыраса илме шаннӑ. 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хайхин ӗҫченӗсем парӑлисем патне персе ҫитнӗ. Йӗркене пӑхӑнсан вӗсен хӑйсенпе паллаштармалла, мӗн калаҫнине диктофонпа ҫырса илмелле, ҫырса илесси пирки систермелле. Парӑма шыраса илме пынисенчен пӗри ҫеҫ хӑйӗнпе паллаштарнӑ иккен, хваттерте калаҫнине те ҫырса илмен. Коллектор агентствине ЧР Арбитраж судӗнче тишкерсе 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнче 1970 ҫулхи арҫын хӑйӗн тӑван мар хӗрне вӑл 13-ре пулнӑ чух пусмӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Шӑв-шавлӑ историе ҫакланнӑ ҫемьере арҫын ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратни паллӑ. Унӑн арӑмӗ икӗ ачине ашшӗ мар арҫынпа — хӑйӗн упӑшки пулнӑ ҫынпа — пӑрахса хӑварнӑ иккен. Ачисем пирки маннӑскере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, ӑмӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Тӑван мар ашшӗпе пурӑнакан хӗрача пӗр ҫулхине пӑтӑрмаха ҫакланнӑ тесе сас-хура тухрӗ. Ӑна ача уйлӑхӗнче пусмӑрланӑ иккен. Пуҫтахланнисенчен пӗри чапла вырӑн йышӑнакан этем ывӑлӗ-мӗн. Ачана пусмӑрланине тӗпченине РФ Следстви комитечӗ терӗслесси таранах хыпарланӑччӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан ҫемьере Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй та пулнӑччӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьен ҫурт-йер ыйтӑвне лайӑхлатма патшалӑх пулӑшнӑччӗ. Халӗ ачисене пӗччен ӳстерекен арҫынна хӑйне айӑпласшӑн иккен. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче судпа айӑпланни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн экс-директорне бассейнра 9 ҫулти ача путса вилнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Вӑл суд умне кӗҫех тӑрӗ. Кун пирки «Честное СМИ» портал пӗлтерет. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ирттернӗ тӗрӗслевсем шкул директорӗ пулнӑ ҫыннӑн ӗҫӗнче нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, тӳлевлӗ занятисем иртнӗ вӑхӑтра ӗҫлеме ишев инструкторне штата илмен, бассейна кирлӗ хӳтӗлев хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтермен. Иккӗмӗшӗнчен, тухтӑрсем енчен те тивӗҫлӗ сӑнав йӗркелемен. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхи бассейнра инкек пулнӑ: 9 ҫулти ача шыва анса кайнӑ. Ӑна бассейнра ишекенсем асӑрханӑ та туртса кӑларнӑ, анчах арҫын ачана ҫӑлса хӑварма май килмен: унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Полици ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын иртнӗ эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пӗрремӗш май урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 79 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ун чухне пӑрӑнса кайман-ха вӑл, тивӗҫлӗ канурискере хӑйӗн машинине лартса унӑн тӑванӗсем патне леҫнӗ. Кайран вара йӗп пек ҫухалнӑ. Кайран тин тӑванӗсем хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнине кура васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ. Чӑнах та, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми суранланнӑ... Палӑртса хӑвармалла, ҫул-йӗр инспекцийӗ ҫак пӑтӑрмаха курнисене полицие 73-11-62 е 89276675984 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |