Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка хулинчи кафесенчен пӗринче иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче хӑналаннӑ арҫын икӗ хӗрарӑм-полицейски ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Самай ӗҫсе хӗрнӗскер хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑсать тесе пакунлисене чӗнсе илнӗ. Полицейскисем арҫынна лӑпланма ыйтсан вӑл шӑпланма мар, пушшех хӗрсе кайнӑ темелле. 52 ҫултискер полицейскисене алӑпа ҫапма, урапа тапма тытӑннӑ. Ҫапӑҫакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Тухтӑрсем арҫын психика тӗлӗшӗнчен чирлине палӑртнӑ. Вӑл хӑйне хӑй тытса чараймасть, килӗшӳсӗр тытнине ӑнланмасть иккен. Суд ӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче 2017 ҫулта машина урапи айне пулса вилнӗ ултӑ ҫулти ачан юнӗнче спирт тухнине ҫӗршыври чылай массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутрах Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, экспертиза тӑрӑх, аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑччӗ. Ӗненмелле мар ҫав тӗрӗслев валли анализа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Чӑваш Енре чылай ҫул ӗҫленӗ Михаил Клейменов илнине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Экспертизӑна шанмасӑр ачан ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗслеве Германие ярса пама йышӑннине те хыпарланӑччӗ. Халӗ Михаил Коейменова суд тунӑ. Анализ илнӗ чух астумасӑр йӑнӑшнӑ эксперта суд 10 уйӑхлӑха ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти каччӑ икӗ машинӑна пистолетпа персе сиенлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ. Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Хайхи право хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи пӗр ҫурт тӗлӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аварире тӑватӑ машина шар курнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх «Lada Xray» машинӑри 33 ҫулти водитель «Суту-илӳ ҫурчӗ» еннелле кайнӑ чухне хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Вӑл руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. Унтан автомобиль ҫине тепӗр икӗ машина пырса тӑрӑннӑ. Аварире «Lada Xray» машина салонӗнче ларнӑ 5 ҫулти хӗрача, «Lada Granta» машинӑра пулнӑ 22 ҫулти хӗрпе каччӑ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ. Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк ялӗ Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче хыпарланине, каярах хӗр виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян акӑ тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикене вӗлернӗ тесе шухӑшлакан ҫынна тытса чарнӑ. 15-ри хӗре 2001 ҫулта ҫуралнӑ Елчӗк каччи хур тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Яш тунман имӗш. Пике виллине Елчӗкӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ пӗвинче тупнӑ. Хӗрӗн пуҫне амантнӑ. Ӑна ҫын суранлатнӑ тесе шухӑшланӑран ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗкре хӗрача ҫухални пирки сайтра ӗнер хыпарланӑччӗ. Шел те, паян «Контактра» «Подслушано Яльчики» (чӑв. «Елчӗкре итленӗ») ушкӑнра хурӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ: Дана Сергеевна Черневӑн виллине тупнӑ. Аса илтерер: Дана 2003 ҫулта Елчӗкре ҫухалнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ, унтанпа ӑна тек никам та курман. Дана ун чухне хура сӑран куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Дана Черневӑна тӑванӗсем, тусӗсем, полици шыранӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ. Хӗрача мӗншӗн вилнине хальлӗхе пӗлтермен, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, экспертизӑсем ирттереҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ушкӑнра ҫынсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫыраҫҫӗ. «Мӗн пулнӑ?» - тесе ыйтакансем пур, анчах хальлӗхе татӑклӑ хурав никам та параймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Чӑваш Енре каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Аслати самай вӑйлӑ кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫине-ҫине ҫиҫнипе урам ҫуталса кӑна тӑчӗ. Ӗнер каҫхи 11 сехет хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Хорнуй ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм аҫа ҫапнӑран тухнӑ. Пушар пурӑнмалли ҫурта, сарая, лаҫа, ампара тӗп тунӑ. Кӳршисен ҫурчӗн карнизӗ те сиенленнӗ. Ӗнер аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пушар тухнӑ. Унта вара дача ҫунса кайнӑ. Ӑна та аҫа ҫапнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян ҫӗрле, 1 сехет те 32 минутра, Патӑрьел районӗнче 15 ҫулти каччӑна машина вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Ку пӑтӑрмах Шӑхачпа Аслӑ Чемен ялӗсен хушшинчи ҫул ҫинче пулнӑ. Водитель авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Руль умӗнче 30 ҫулти арҫын ларнӑ, унӑн права пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Салонра тепӗр 5 ҫын ларнӑ. «Каярахпа водитель те, пассажирсем те каччӑ ҫул хӗрринче выртнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем ӑна тӳрех асӑрхайман-мӗн. Салонри ҫынсем хӑраса ӳкнӗ, авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Водителе килте ирхи 4 сехет ҫурӑра тытса чарнӑ. Ҫапса хӑварнӑ каччӑ ҫав самантрах, васкавлӑ медпулӑшу киличчен, вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Каччӑ ҫур ҫӗр варринче ҫул ҫинче мӗн туса ҫӳренине те палӑртма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ. Пост авторӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Дана Сергеевна Чернева 2003 ҫулхи раштавра Елчӗкре ҫуралнӑ. Евгений Карсаков хӗр ӑҫта пурӑннине те туллин кӑтартнӑ. Пике килтен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет те 30 минутра тухса кайнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл сӑран хура куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар, лакпа витнӗ хура пушмак тӑхӑннӑ. Ҫухалнӑ хӗр 150 сантиметр ҫӳллӗш иккен, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, вӑрӑм. Пичӗ ҫинче тур паллисем пур. Евгений Карсаков «Контактри» хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Дана Чернева унччен килтен тухса кайса ҫӳремен. Пикене кам та пулсан, ӑҫта та пулин курнисене вӑл пӗлтерме ытйнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |