Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта икӗ фармацевт контрафактлӑ спирт сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав хаяр шӗвеке 20 тонна туртса илнӗ. Шупашкарти фармаци компанийӗсенчен пӗрин ӗҫченӗсем пакунлисен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Предприятин эмел таврашне курттӑммӑн сутма лицензи пулнӑ-ха. Вӗсем ҫынсене 5 тата 10 литрлӑ канистрпа спирт та сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ахаль ҫынсем пек пулса вӗсенчен 500 литр спирт туяннӑ. Продукци предприятин складӗнче упраннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн икӗ фармацевта тытса чарнӑ. Предприяти складне йӗрке хуралҫисене кӗртесшӗн пулман. Ҫапах та унти 20 тонна спирта туртса илме май килнӗ. Лицензисӗр спирта сутакансен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |