Пӑтӑрмахсем
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмпа 51 ҫулти арҫын пӗр этеме тӑн кӗртес тенӗ. Тӑн кӑна мар-ха, тавӑрас шухӑшлӑскерсем ӑна леш тӗнченех ӑсатнӑ. Пӑтӑрмахӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрнере пулса иртнӗ. Арҫынпа хӗрарӑм хулара пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хваттерне пырса кӗнӗ. Хайхискерне ҫавсем «УАЗ» машинӑна лартса хуларан илсе тухнӑ. Ҫын ҫӳремен вырӑнта ӑна вӗсем ҫавӑнта тупнӑ пӑралукпа пӑвса вӗлернӗ. Лешӗ сывлама пӑрахсан вырӑнтан хускалса кайнӑ. Ҫакӑ вӑл тавӑру пулнӑ. Шар курнӑ арҫын хӗрарӑма маларах пусмӑрланӑ-мӗн. Вӑйпитти ҫухални пирки тӑванӗсем йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Арҫын виллине ака уйӑхӗнче, юр ирӗлсен, тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха, арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 14 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе присяжнӑй заседательсем пӑхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшланине маларах эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пӑтармах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана вӗлернине амӑш йышӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл хӗрачана полиэтилен хутаҫа чиксе ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах ҫиеле тухмасан та пултарнӑ. Анчах вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем вара хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарнӑ тесе ӑнланнӑран йӗрке хуралҫисене систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 17-18 сехетре Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 39-мӗш ҫуртри 17-мӗш хутран пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ. Шел те, 2 ҫулти ачана ҫӑлма май килмен – вӑл тӳрех вилнӗ. Ҫак инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер иртсе пыракан арҫын умӗнче ӳкнӗ. Ҫак самантра ҫемье килте пулнӑ. Хӗрарӑмпа арҫыннӑн виҫӗ ача пулнӑ: кӗҫӗнни тинтерех ҫуралнӑ. Ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ача вӑтамми пулнӑ. Ӗнер инкек пулнӑ вырӑнта полицейскисем, Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем чылайччен ӗҫленӗ. Халӑх нумай пухӑннӑ. «Про Город» хаҫатӑн халӑх тетлӗнчи ушкӑнӗнче комментарисене вулас тӑк, ашшӗ тӳрех чупса тухнӑ, ача виллине хӑйӗн кӗпипе витнӗ. Амӑшӗ урама пачах тухман, килте ларнӑ. Тепӗр хутчен аса илтеретпӗр: ашшӗ-амӑшӗн АСӐРХАНУЛЛӐ пулмалла, шӑпӑрлансем килте чухне чӳречене уҫӑ тӑратмалла мар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енри икӗ районта 9 ҫулти ачасем шыва путса вилнӗ. Вӗсенчен пӗри, хӗрача, Комсомольски раойнӗнчи Хирти Мӑнтӑр ялӗ патӗнчи шыва шар курнӑ. Унпа пӗр ҫулхи арҫын ача Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Хуракасси ялӗ патӗнчи пӗвере куҫне хупнӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем ҫийӗнчех тӗпчев пуҫарнӑ. Асӑннӑ управленин ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Димитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ишме пӗлмен. Вӗсем шывпа антӑхса кайса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене юри путарнӑ е вӗлерсе шыва пӑрахнӑ теме тӗпчевҫӗсен сӑлтав ҫук. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче шыв-шур хӗрринче асӑрханмаллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ирина Клементьевӑна суд хупса хума йышӑннӑ. Ӗҫе эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухнӑ. Ирина Клементьевӑна «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан компани пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне организацин укҫи-тенкине тӑкакланӑшӑн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе 2 эпизодшӑн, 160-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйипе 2 эпизодшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл 20 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнине палӑртнӑ_. Ирина Клементьевӑна суд залӗнчен хуралпа илсе тухса кайнӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм судри хутсене ҫунтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна Йӗпреҫ район сучӗ 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа суд ӗҫне чӑрмав кӳрекенсене явап тыттараҫҫӗ. Хӗрарӑм Вӑрнар район судӗнче урай ҫуса пурӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын та унта тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм суд ӗҫченӗсене тарӑхнӑ, тавӑрма шутланӑ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑл суд ларӑвӗн ҫыруҫин пӳлӗмӗнчи пуҫиле ӗҫ материалӗсене кирлӗ мар хутсемпе йӑтса тухса кайнӑ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсене хӗрарӑм урамра ҫунтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл суд ертӳҫисене сиен кӳрес, вӗсен ырӑ ятне ярас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьел районӗнчи ача пахисенчен пӗрин ертӳҫи хуран сутса ята кӗнӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ, ӑна Патӑрьел район судне ярса панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тата 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӗрарӑм-ертӳҫӗ инвентаризаци хутне тата техника тӑрӑмне пӑхнин актне суйса хатӗрленӗ. Ача пахчинчи ӑшӑ хуранӗсем юрӑхсӑр тесе кӑтартнӑ. Вӗсене 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вырӑнти пӗр ҫынна 4 пинпе сутнӑ. Ӑшӑ хуранӗсен хакӗ ҫав вӑхӑтрах 56 пин тенкӗ ытларах тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта Алькеш поселокӗнче пӗчӗк хӗрача канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрачан пуҫӗ сиенленнӗ тесе ӑна унта илсе ҫитернӗ. Пӗчӗкскере ҫав кунах киле янӑ. Ашшӗ-амӑшӗн вара «Водоканал» патне нимӗнле ыйту та ҫук. Ку пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. 1 ҫул та 10 уйӑхри хӗрача уҫӑ канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ку пулӑма уҫӑмлатма, айӑплисене явап тыттарма хушнӑ. Ку ӗҫе вӑл ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен хӑйӗн ҫумне Владимир Филиппова тума ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче пушар алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫуртра электрооборудовани монтажне тунӑ чухне йӗркене пахӑнманран ҫулӑм тухнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре 66 ҫулти арҫын тата унӑн виҫӗ мӑнукӗ пулнӑ: 5-ри хӗрача, 12-ри тата 13 ҫулти арҫын ачасем. Мӑнукӗсем ҫуллахи каникула килнӗ пулнӑ. Юрать, ватӑ ҫынпа ачасем шар курман – вӗсем чӳрече ҫӗмӗрсе урама тухма пултарнӑ. Пушар вара самай вӑйлӑ алхаснӑ – ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.<s></s> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫыннӑн вакласа пӗтернӗ виллине тупни пирки, пайӗм урамра тӗрлӗ вырӑнта пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Малтанах кӗлеткен пайӗсене хӗрарӑм ҫӳп-ҫап контейнерӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ытти пайне ҫывӑхри контейнерсенче тупнӑ. Полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Унти кадра ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫын та лекнӗ. Полици уйрӑмӗнче унран тӗпчесе пӗлнӗ. 44 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернине пӗлтернӗ, кӗлеткин ытти пайӗсем ӑҫта выртнине кӑтартнӑ: вӑрман посадкинче пытарнӑ. Хайхискер пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫын пулнӑ. Арҫын тискер преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене вакласа тӗрлӗ ҫӗре пытарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 44-и арҫын 56 ҫулти арҫынпа кафере эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл ӑна киле чӗннӗ, унта вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Палӑртмалла: 44-ри арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ, 2027 ҫулччен административлӑ надзорта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |