Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра 65 ҫулти арҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна мӑйӗ тавра электричество кабелӗпе ултӑ хутчен ҫавӑрса пӑвнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата хулари Ленин район сучӗ ҫакна палӑртнӑ. Усал ӗҫ тӑваканни — Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче арҫын пахча кооперативӗсенчен пӗринче хӑйӗн пӗлӗшӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ. Кайран унпа кӳршӗри дача хуҫи хушшинче хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Кӗҫех ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Хайхи арҫын дача хуҫине тапса ҫапса пӗтернӗ, урайне пусса ӳкернӗ хыҫҫӑн электричество кабелӗпе мӑйӗнчен пӑвса лартнӑ, унпа арҫыннӑн аллине те ҫыхса хунӑ. шар кураканни вилсе кайнӑ. Преступление тӑвакан арҫын чирлӗ иккен. Вӑл хӑй мӗн тунине ӑнланман, ӑнланма та пултараймасть. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |