Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне тӗрӗслесе хак парӗ. Аса илтерер: асӑннӑ кун ирхине «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег Ладыков пулма пултарнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каччӑна унччен суд ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑччӗ. Вӑл тата унӑн юлташӗ тантӑшӗсене хӗненӗччӗ. Сӑмах май, ҫакна та палӑртар: ӗнер Алексей Ладыков «Уҫӑ хула» форматпа хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Шӑв-шав ҫӗкленӗ инкекпе кӑсӑкланакан та тупӑннӑ. Сити-менеджер авари вырӑнӗнче хӑй пулмантан руль умӗнче кам пулнине пӗлменнине палӑртнӑ. Ладыковсен ун пек машина ҫук-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхине Муркаш районӗнчи Калмӑккасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. «Ауди» машинӑри ҫынсем автомобиле пӑрахса хӑварсах вырӑнтан тапса сикнӗ. Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки ӗнер «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканал «Дежурная часть» кӑларӑмра хыпарланӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче «Ауди» салонти камера ӳкерсе илнӗ видеона (ӑна лартакансем ҫапла ӗнентереҫҫӗ) вырнаҫтарнӑ. Кадр хыҫӗнчи сасӑ сехетре 200-е яхӑн километр хӑвӑртлӑхпа пынишӗн каппайланса калаҫни илтӗнет. Машина пӗр автомобиль хыҫҫӑн тепринчен ирте-ирте кайни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫак ҫемьене калама ҫук пысӑк инкек пырса ҫапнӑ. Инкек пӗччен ҫӳремест теҫҫӗ те... Маларах ҫемье тӑваттӑри ывӑлне пытарнӑ. Халӗ, ав, кил хуҫине — ачан ашшӗне, ҫынна астумасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетнӗ. Ӗҫе суда ярса парӗҫ. Аса илтерер: инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Пӗчӗк ывӑлне кабинӑна лартса ашшӗ хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Тӑвалла хӑпарнӑ чух арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те пӗчӗкскерӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Ачан ашшӗне РФ Пуҫиле кодексӗн 109 статйипе айӑпласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чутах пысӑк инкек пулман. 4 ҫулти ача виҫҫӗмӗш хутри чӳречерен урамалла тухса ӳкнӗ. Юрать, пӗчӗкскер вилмен, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачан хырӑмӗ тӗлӗнче суранланнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, арҫын ачана пульницӑна сипленме илсе ҫитернӗ. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче 2-ри ача 17-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канашри масар ҫинчен тимӗр карта ҫухалнӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене хулара пурӑнакан 52-ри арҫын пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗр пуҫламӑшӗнче вӑл ҫывӑх ҫыннисен вил тӑпри ҫине кайнӑ та тимӗр карта ҫуккине асӑрханӑ. Ҫухалнӑ пурлӑха хайхи 5 пин тенкӗ тесе хакланӑ. Шалти ӗҫсен министерствин Канашри пайӗн пуҫиле шыравӗн ӗҫченӗсем кӑштахран 55 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫӑва ҫинче ӗҫлет иккен. Унта шӑтӑк алтаканскер тимӗр картана пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчех сутса янӑ. Тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан кантуртисем ӑна аван пӗлеҫҫӗ-мӗн. Кукӑр алӑллӑ ҫын ҫӑва ҫинчи кивӗ картана ҫӗннипе ылмаштартӑм тесе ӗнентернӗ имӗш. Тӗпчев вӑхӑтӗнче тӑкака саплаштарнӑ-ха. Шӑтӑк алтакан арҫын ытти чух та вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланман-ши пуҫиле ӗҫе пакунлисем пӗрех малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Мускавра аэропортра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Шереметьево аэропортӗнче. Паян ирпе. Пӗр сехет тӗлӗнче. «Северный ветер» (Nordwind) авиокомпанин самолечӗ Еревана вӗҫмелле пулнӑ. Сывлӑша хӑпарса ӗлкӗреймен «Boeing 737». Вырӑнтан хускалнӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра пилотсен кабинине тӗтӗм пирки хыпар ҫитнӗ. 173 пассажир тата экипаж членӗсем 6 ҫын пулнӑ салонта. Вӗрсе хӑпартмалли трампа вӗсене пурне те самолетран кӑларнӑ. Сакӑр ҫын аманнӑ. Икӗ пассажира пульницӑна илсе кайнӑ. Ыттисене терминала илсе кайнӑ. Унта вӗри апат ҫитернӗ. Ирхи тӑватӑ сехет ҫурӑра тепӗр самолета лартса янӑ. Мускавран Еревана каяс тенисенчен 28 ҫын ҫула тухма килӗшмен. Шереметьево аэропорчӗ унчченхи йӗркепех ӗҫлет. Самолет салонӗнче тӗтӗм тухнин сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Авиакомпание Ространснадзор тӗрӗслӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫынсем ирхине асӑрханӑ. Пӗвере путнӑ арҫын 55 ҫулта пулнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл эрех-сӑрапа айкашма юратнӑ. Ку инкеке халӗ следовательсем тӗпчеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Тепӗр хутчен аса илтерер: юраман вырӑнсенче шыва кӗме юрамасть. Эрех-сӑра ӗҫсен те шывра чӑмпӑлтатмалла мар. Унсӑрӑн инкек пуласси те инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Полицейскисем Киров облаҫӗнчи икӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӗсем йывӑр преступлени тунӑ. Чӑваш Республикинче усал ӗҫ тунӑ. Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна куракансенсене йӗрке хуралҫисене часрах пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Павел Сергеевич Мосунов 1998 ҫулта ҫуралнӑ. Николай Аркадьевич Арсентьев 1982 ҫулта ҫуралнӑ. «Мускав—Хусан» ҫулпа ҫуран утма пултараҫҫӗ. Сад юлташлӑхӗсен территорийӗсенче пулма пултараҫҫӗ. Павел Сергеевич Мосуновпа Николай Аркадьевич Арсентьева курнисен 8(83530) 2-13-39 номерпе Красноармейски районӗнчи шалти ӗҫсен пайне шӑнкӑравламалла. Е 8-927-859-36-02, е 102 номерсемпе. Шӑнкӑравлакансен ятне никама та пӗлтермӗҫ. Усал ӗҫ тунӑ ҫынсем ӑҫти пирки пӗлтерсен укҫа тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Республикин тӗп хулинчи масарсенчен пӗринче вӑрӑсем ҫӳренӗ. Явӑшра. Пӑтӑрмах ҫинчен утӑн 17-мӗшӗнче полицине 61 ҫулти арҫын пӗлтернӗ. «Киа» автомобиль чӳречине палламан ҫынсем ватрӗҫ тенӗ вӑл. Вырӑна полицейскисене чӗнсе илнӗ арҫын. Палламан ҫынсем сумка тата портфель кӑларса илнӗ. 20 000 тенкӗ ытла тӑкак кӑтартнӑ. Вӑрлакан арҫынпа хӗрарӑма тытса чарма ҫынсем пулӑшнӑ. Машинӑри сумкӑсене 35 ҫулти арҫынпа 46-ри хӗрарӑм пӗҫертнӗ. Арҫын судпа темиҫе те айӑпланнӑ. Хӗрарӑмӗ унпа пурӑннӑ. Сумкӑпа портфеле вӑрманта пытарнӑ вӗсем. Вӗсене полицейскисен йытти шыраса тупнӑ. Вӑрӑсем унччен те хурахла хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ халӗ пакунлисем. Арҫынпа хӗрарӑм пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче машина мотоблок ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пӗр ҫын вилнӗ. Мотоблок водителӗ тӗттӗмре курӑнман та: унӑн ҫутӑ кӑтартакан паллӑсем пулман. Ҫав вӑхӑтра ҫак ҫулпах «Ниссан» машина пынӑ. Руль умӗнче ларакан 37 ҫулти хӗрарӑм мотоблока асӑрхаса ӗлкӗреймен – пырса тӑрӑннӑ. Мотоблок хуҫи, 40 ҫулти арҫын, шел те, вилнӗ. Палӑртмалла: «Ниссан» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн ҫулталӑкра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн икӗ штраф пулнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра мотоблоксемпе 11 авари пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |