Пӑтӑрмахсем
«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторире ӗҫ укҫипе парӑм пухӑнса кайнӑ. Икӗ уйӑхра 5,8 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санатори 189 ҫын умӗнче парӑма кӗнӗ. Пӑтӑрмаха Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Парӑм кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсемшӗн пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫавӑншӑн Раҫейӗн Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 5.27-мӗш статйин 6-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ саккунне пӑсни ҫинчен санатори директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Санаторин шалу парӑмӗ пирки республика шайӗнче иртекен тӗрлӗ ларура та пӗрре кӑна мар сӑмах хускатнӑ. Халӗ тинех парӑма тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳрех икӗ каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртри пӗр подъездра вӗсене вӗлернӗ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, каччӑсене ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вӗсем 27-28 ҫулсенче пулнӑ. Питӗ шел, питӗ ҫамрӑк-ҫке-ха», - каласа кӑтартнӑ вӑл хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫак тискер преступление кам тума пултарнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан арҫын темиҫе кун каялла Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнчи ҫыран хӗррине шыва кӗме кайнӑ та шывран тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе кун шыранӑ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ирхине унӑн кӗлеткине ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Арҫын кам пулнине, ятне-шывне, палӑртнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫак арҫын 44 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасене хӑйсем тӗллӗн шыва кӗме ямалла мар. Ӳсӗр чухне те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, машина ашшӗпе хӗрне ҫапса кайни пирки паян кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: фургонлӑ «Фиат» умӗнче машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл «зебра» урлӑ каҫаканскерсене тӳрех асӑрхайман – вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. 17 ҫулти хӗр авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Йывӑр суранланнӑ ашшӗне пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 47 ҫулти арҫын авари хыҫҫӑн нумай пурӑнайман – паян вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнче хыр каснӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Асӑннӑ муниципалитет территорине кӗрекен Вӑтакас Кипеч ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи вӑрманта хыр каснине Канашри районсем хушшинчи прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Шалти ӗссен министерствин вырӑнти пайне ярса панӑ. Унтисем паллӑ мар ҫын тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыр касса республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 260-мш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе вырӑнти йӗрке хуралҫисем епле тӗпченине Канашри районсем хушшинчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫакӑн пирки надзор органӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Пархоменко урамӗнчи 50-мӗш ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ ҫемье валли вырӑн пулнӑ. Иккӗмӗш хутран кӑмрӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Алексеевсем иккӗмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар 22 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ. Алексеевсен залӗнче урайӗнчен тӗтӗм тухма пуҫланӑ. Малтанах пралукран тухнӑ тесе ӑна татса янӑ. Ашшӗ огнетушительпе кӳршисем патне чупнӑ анчах кая юлнӑ ӗнтӗ – ҫулӑм алхаснӑ. Тӗтӗм нумайлансах пынӑ. Алексеевсем ачисемпе, йыттипе пӗрле урама чупса тухнӑ, хӑйсемпе пӗрле паспорт ҫеҫ илейнӗ. Ҫемье халӗ пӗрремӗш хута пурӑнмалла тӑвасшӑн. Вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнкалаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пучинкере пурнӑҫ тапса тӑрать Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ. Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш хулинче 29 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫе унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следовательсем 70 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ватӑ ҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти мӑнукӗн айӑпӗпе вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки те урӑ пулман, эрех сыпнӑ. Тӑвансем ҫапӑҫса кайнӑ. Ватӑ арҫын мӑнукне ҫӗҫӗпе чикнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн. Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |