Шуашкарта пурӑнакан арҫынсем хӗрарӑма пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен пӗри, аслӑраххи, 430 пин тенке такамсене куҫарса панӑ, ҫамрӑкраххи — 32 пин.
Хайхи этемсене хӗрарӑм кирлӗ пулса кайнӑ. Секс пулӑшӑвӗ кӳресси пирки хыпарланине арҫынсем тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. 53-ри арҫын хӗрарӑм патне тухса кайнӑ. Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен арҫын хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ малтан укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Депозит евӗр. Улталанасран хӑранипе. Кайран укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Кайран хӗрарӑм касса аппарачӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменни, унтан тата темӗнле пӑтӑрмах ҫине йӑвантарнӑ. Ҫапла вара арҫын 430 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан хӗрарӑм телефона тек тытман.