Пӑтӑрмахсем
uk38.ru/ust-kut сайтри сӑн Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 6 ҫул ирттерӗ. Ӑна 15 ҫулти хӗре вӗлернӗшӗн айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Аса илтерер: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн виллине Елчӗк ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Ун чухне 17-ри каччӑна тытса чарнӑ (вӑл халӗ 18-та ӗнтӗ). Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑпа хӗр пушӑ ларакан ҫуртра тӗл пулнӑ, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре вӗлернӗ те виллине пӗвене кайса пенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
frank.jou.ufl.edu сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫын вӑрлакансене суд тӑвӗҫ. Суд сакки ҫине Хусанта пурӑнакан икӗ ҫын, Шупашкрати виҫӗ ҫын тата Мускаври пӗр ҫын ларӗҫ. Юлашкинчен асӑнни РФ Шалти ӗҫсен министерствин Мускав хулинчи Кунцево районӗнчи пайӗнче ӗҫленӗ. Ултӑ ҫын тата вӗсен тепӗр пӗлӗшӗ, 33-ри арҫын, саккунлӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Вӗсем Тутарстанри тата Чӑваш Енри предприятисен укҫи-тенкипе саккунлӑ мар усӑ курнӑ. 33-ри арҫыннӑн ҫавӑн пек майпа 3,5 миллион тенке хӑйӗн тумалла, унтан пӗр пайне хӑйне хӑйне хӑварса ыттине тусӗсене памалла пулнӑ. Анчах вӑл пайлас темен, тусӗсенчен тарса ҫӳреме тытӑннӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Анчах кӗҫех таркӑна лешсем асӑрханӑ. Ӑна вӗсем вӑрласа кайнӑ. Киле ямасӑр усранӑ, укҫа тапӑннӑ. Аптӑранипе пӗринче вӑл хӑйӗн чаплӑ машинине тусӗсене куҫарса пама шантарнӑ. Киле машина хучӗсем патне тесе илсе кайнӑ. Унта вӑл майлӑ самантпа усӑ курса пытаннӑ та пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑннӑ 28 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Хайхи 29 ҫулти арҫын хӑнара пулнӑ, 28-ти арҫынпа эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ, ун ҫине сиксе ӳкнӗ. Аслӑраххи кӗҫӗннине чӑмӑрӗпе, патакпа ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми, сӑмси, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Кил хуҫи хӑна вилнине юпан 17-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ асӑрханӑ. Вара тин васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем арҫын вилнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ЧР ШӖМӗн Улатӑр районӗнчи пайӗн сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑр районӗнчи пайне хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Усал хыпара илсе ҫитерекенни — 62-ри хӗрарӑмӑн хӗрӗ. Хӗрарӑм Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче пурӑнаканскер иккен. Амӑшӗ килте ҫуккине хӗрӗ асӑрханӑ. Кӳршӗ ялта пурӑнаканскер шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче ҫухалма пултарнӑ. Ял ҫыннисем ӑна юпан 14-мӗшӗнче курнӑ. Хӗрарӑма Улатӑр районӗнчи мӗнпур йӗрке хуралҫисем, сунарҫӑсем, ҫынсем шырама пикеннӗ. Шывсӑр тата апатсӑр халтан кайнӑ хӗрарӑма вӑрманта, Первомайски поселокӗнчен 1,5 километрта, ӗнер асӑрханӑ. Вадим Элюков участковӑй, пуҫиле шырав пайӗн оперуполномоченнӑйӗ Александр Тюгашкин тата полицин лейтенанчӗ Ильдар Маннанов аякран хӗрлӗ тутӑр курнӑ. Хӗрарӑм сивӗ ҫӗр ҫинче выртнӑ. Вӑл хускалайман та. Хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем. Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ. Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ. Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑ. Троллейбусра ун чухне 40-50 ҫын пынӑ. Ӗнер ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 26 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ – ачасем. «Пилӗк аслӑ ӳсӗмри ҫынна тата ҫул ҫитмен 1 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ 16 ҫынна тата 9 ачана амбулатори мелӗпе сиплеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехет те 38 минутра Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ еннелле пынӑ, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар ҫутӑ юпи ҫине пырса кӗнӗ. Авари вӑхӑтӗнче троллейбусра 50-50 ҫын пулнӑ. 15 сехет те 36 минут тӗлне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 ҫын аманнӑ, ҫав шутра – 7 ача. Тепӗртакран, 16 сехет те 12 минут тӗлне, аманнисен йышӗ 25-е ҫитнӗ, вӗсенчен 7-шӗ – ачасем. Вӗсене пурне те пульницӑна тӗрӗслеме илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫур сехетрен аманнисен йышӗ хушӑннӑ: 26 ҫын. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ водитель пулнӑ. Халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Йытта тӑватӑ ураллӑ тус тесе усракансенчен хӑшӗсем ҫак чӗрчуна ҫынран та ытларах юратаҫҫӗ-ши? Ҫӗркаҫ, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫре пурӑнакан Андрей Максимов ятлӑ ҫамрӑка йытӑ тапӑннӑ. Каччӑ Первомайски урампа пынӑ. «Гавань» лавкка тӗлне ҫитсен вӑл йытӑпа утакан арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ ҫине овчарка сикме пуҫланӑ. Кӗҫех ҫыртса та илнӗ. Йытӑ хуҫи ним те тӑвайман. Сӑмсалӑх тӑхӑнтартмалла тенине вӑл хӑлхана чикмен. Шар курнӑ каччӑ ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын Советски урамӗнчи 65-мӗш ҫуртра пурӑнать. Вӑл унӑн ятне те пӗлет. Поста сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри йытӑ хуҫин хушаматнех асӑннӑ. Каччӑна тухтӑр патне кайса урнӑ чиртен укол тутарма тата йӗрке хуралҫисене заявлени ҫырса пама сӗнекенсем те тупӑннӑ. Хӑшӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавӑн йышши унчченхи пӑтӑрмах пирки полицейскисене пӗлтернӗ, анчах усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |