Пӑтӑрмахсем
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ. «100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ. «Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи ҫырмара арҫын виллине тупнӑ. Хайхискер ҫарамас, труҫҫи вӗҫҫӗн, ҫеҫ пулнӑ. Ҫырмара арҫын вилли выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ирхине ҫынсем унтан ӗҫе каяҫҫӗ, шӑпӑрланӗсене ача пахчине леҫеҫҫӗ. «Вӑтам ҫулсенчи арҫын юнлӑччӗ, труҫҫи вӗҫҫӗн. Такам полици, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем хваттерсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, арҫын сӑнӳкерчӗкне кӑтартаҫҫӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
simferopol.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын ҫурта газпа хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Парӑм пухса тултарнӑран унӑн пӳртне ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне пыма пӗлтӗрех чарса лартнӑ. Анчах вӑл ҫурта газ парӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха. Ку вӑл чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын каллех газпа усӑ курма тытӑннӑ. Ҫурта хальхинче те газ пӑрӑхӗпе хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна газ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын газовиксене 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chita.sm-news.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле ҫыракан та пур. Хӑшӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн страницине ватаҫҫӗ те унӑн ҫывӑх ҫынни вилни е йывӑр чирлени, ҫавӑнпа укҫа-тенкӗ кирли пирки хыпарлаҫҫӗ. Тусӗсен йывӑр хуйхӑ тесе пӗлӗш-тӑванӗ пулӑшма васкать. Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 32 ҫулти хӗрарӑм патне те ҫавӑн пек хыпар ҫитнӗ. Ӑнӑ тусӗн ҫывӑх ҫынни вилни ҫинчен систернӗ. Ҫынна тирпейлесе пытарма тӑкаклине банк ӗҫченӗ аван ӑнланнӑ. Тусне хайхи хӗрарӑм 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине вӑл каярах ӑнланса илнӗ-ха. Анчах укҫа паллӑ мар ҫынсем патне куҫса кайма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑнман пӑрпа такам лартса янине тавҫӑрнӑ хыҫҫӑн банк ӗҫченӗ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ унтисем ултавҫӑсене тупса палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Айхи проспектӗнчи ҫул ҫинче, «Садовый» микрорайонта, 17 ҫулти хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ҫамрӑкскер светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине «ВАЗӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ пырса кӗнӗ. Йывӑр суранланнӑ пикене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнаҫӗшӗн икӗ эрне кӗрешнӗ, анчах, шел те, ҫамрӑкскерӗн чӗри тапма пӑрахнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 18 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл урах пулнӑ. Хайхискер водитель правине 3 уйӑх каялла кӑна илнӗ, анчах ҫав кӗске хушӑра та ҫул-йӗр правилисене пӑсшнӑшӑн 8 штраф илме ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти кинотеатрсенчен пӗрне пынӑ ҫынна кинозала апатпа кӗртмен. Ҫавӑн пирки республикӑри МИХсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Кинозала кӗрейменни — асӑннӑ хаҫатӑн журналисчӗ иккен. Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, кинотеатрта Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсаҫҫӗ. Вырӑнти барта илнӗ апатпа кӗме чармаҫҫӗ иккен. Анчах урӑх ҫӗртен туяннипе ирттермеҫҫӗ. Кинозала кӗрес умӗн хуралҫӑ апата тӗрӗслет. Журналист кино та курайман, ӑна билет укҫине те тавӑрса паман. Ҫак хыпара вуланисенчен хӑшӗсем кино пӑхнӑ вӑхӑтра чӑмласа ларнине хурлаҫҫӗ. «Хам пулсан тортпа тата пӗр тарелка яшкапа кайнӑ пулӑттӑм. Кино пӑхнӑ вӑхӑтра начарланса кайӑп тата», — йышши тӑрӑхласа ҫыракан та тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
https://ru.freeimages.com/ сӑнукерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненнипе кредит илнӗ. Ҫав укҫана вӑл «электрон укҫа» туянатӑп тесе палламан ҫынсене куҫарса панӑ. Шупашкар арҫынни патне ултавҫӑсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӗсем электрон лапамра пуйма май пурри ҫинчен ӗнентернӗ. Хӑйӗн укҫи хӗсӗкрех пулнӑ курӑнать, арҫын кредит хыҫҫӑн кредит илнӗ. Укҫана электрон акци туянма тесе куҫарса пынӑ. Хӑйсене биржа аналитикӗсем тесе паллаштарнисем сутаканӑн счечӗ ҫинче АПШн 46 пин долларӗ пухӑнчӗ тесе ӗнентернӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын тупӑшӑн процентне илес тесен лешсем тата тепӗр 5 пин доллар ыйтнӑ. Вара тин арҫын хӑй ултав авӑрне ҫакланнине тавҫӑрса илнӗ. Вӑл 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ унӑн кредита тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Ленин районӗнчи граждан тӑрӑмӗсен акчӗсене ҫыракан пайра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Пӗр ҫамрӑк мӑшӑрӑн ачи Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. Анчах хӑйсем Шупашкарта пурӑннине кура ашшӗпе-амӑшӗн ачана Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫут тӗнчене килнӗ евӗр кӑтарттарас килнӗ. Граждан акчӗсене ҫыракансене «Граждан тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 2-мӗш пункчӗ пирки ҫине тӑрса ӑнлантарса пама тивнӗ. Ача ӑҫта ҫуралнӑ, ҫапла ҫырса хураҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пурӑнни пӗлтерӗшлӗ мар. Ҫапла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть ҫут тӗнчене килнӗ Шупашкар ачин ҫуралнӑ хутӗнче унӑн ҫуралнӑ вырӑнне «город Новочебоксарск, Чувашская Республика, Россия» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Чӑваш Республики, Раҫҫей) тесе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӗмшевӗш ялӗнче 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тунӑ сap.ru сӑнӳкерчӗк Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шӗмшевӗшри Ҫырма урамӗнчи ҫула уйрӑм усламҫӑ юсама шантарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ҫавӑн пирки вырӑнти Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗпе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тунӑ контрактра алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑт та ҫитнӗ, анчах ҫула юсаса пӗтермен. Вырӑнтисем кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. Хыпар-хӑнар прокуратурӑна та ҫитнӗ. Унтисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑн та, тӗрӗсех кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ ҫынсем. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ надзор органӗ. Уйрӑм усламҫӑ тӗлӗшпе районти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа контракта хӑй тӗллӗн ылмаштарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ӗҫе надзор органӗ Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
nasrf.ru сӑн укерчӗкӗ Республикӑри наркологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тӗп тухтӑр йӗркене пӑсни электронлӑ аукциона тӗрӗсленӗ чухне тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗп тухтӑр пулнӑ вӑхӑтра хайхискер хаклӑ реагентсене учреждени валли туяннӑ. Анчах вӗсем пульницӑна кирлӗ те пулман. Ҫапла майпа усӑ курмасӑрах сая кайнӑ. Хыснана 6 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Унсӑр пуҫне тата тӗп тухтӑр 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пӗр организацие кӳрсе килмен медицина продукцийӗшӗн 900 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Асӑннӑ учреждение хайхи тӗп врачӑн паллаканӗ ертсе пынӑ. Ҫав организаци хӑй тивӗҫне пурнӑҫламаншӑн 361 пин тенкӗ шыраса илмелле пулнӑ, ӑна та шыраса илмен. Пуҫиле ӗҫе суда ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |