Пӑтӑрмахсем
![]() Телевизорпа кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Аса илтерер: Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра ӗнер Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ. Йӗпреҫри Наталья Чикушинӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн. Хӗрарӑм ӗҫке ернӗ, унӑн кӗҫӗн хӗрӗ кукамӑшӗ патӗнче ӳсет. Телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси тата опекӑпа попечительство органӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Асӑннӑ органсенче тӑрӑшакансем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине хак парӗҫ. Ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухсан вырӑнти специалистсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |