Пӑтӑрмахсем
Ҫак самантра Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗринче ҫарамасланса ташланӑ Лиана Гавриловӑна «Россия 1» телеканалпа пыракан «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра кӑтартаҫҫӗ. Пӑтӑрмах, аса илтерер, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Кӑларӑма 18-ти хӗре чӗннӗ. Вӑл хӑйне такам тем ярса панӑ, ҫавӑнпа хӑйне ҫапла тытнӑ тесе ӗнентерме хӑтланчӗ. Мӗн пулса иртнине астумастӑп тесе каларӗ пике. Куҫҫульне тӑтӑш шӑлчӗ вӑл. Кӑларӑма хӗрӗн тӑванӗ («брат» терӗҫ. Те пиччӗшӗ, те шӑллӗ) те пынӑ. Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчен хӗрӗн амӑшӗ Ирина та килсе ҫитнӗ. Ун пек лару-тӑрӑва такам те лекме пултарать тесе шухӑшлать амӑшӗ. Тележурналистсем Гавриловсен килӗнче те пулнӑ. Амӑшӗ те хӗрӗшӗн кулянать. Айванланнӑ, тем ярса панӑ пуль тесе каларӗ вӑл. |
Пӑтӑрмахсем
https://www.instagram.com/p/B8FynYVIo3b сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче видеокамерӑсем халӗ чылай вырӑнта пур. Вӗсене предприяти-организацисенче те вырнаҫтараҫҫӗ, урамсенче те йышлӑ. Урамрисенчен хӑшӗсем ӳкерекен информаци пакунлисем патне каять. Ҫав камерӑсем преступление палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Усал шухӑшпа ҫӳрекене нимӗн те чараймасть пуль ҫав. Шупашкарти икӗ ҫамрӑк камерӑсенчен пӗрне вӑрланӑ. Вӗсем Речников лапамӗнчи ҫурт ҫинчи камерӑна куҫ хывнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлӗнче пӗҫертсе кайнӑ. Урамри видеокамерӑна вӑрлаканӗсем 20-25 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Инстаграмӗнче каччӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтаранӑ. Вӗсене пӗлекенсене 8(8352) 24-07-71 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Комсомольски районӗнче ӳсӗр арҫын ют ҫын машинипе пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл транспорта лартса хӑварса инкек вырӑнӗнчен тарма хӑтланнӑ. Пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен Урмаел ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хушшинче ларакан машинӑна такам хускатса кайнӑ. Транспорт хуҫи унӑн алӑкне питӗрмен пулнӑ. 34 ҫулти ӳсӗр арҫынна «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул хӗррипе утса пынине асӑрханӑ. Машинӑпа пынӑ чух вӑл картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Машинӑна унта лартса хӑварнӑ. Арҫынна 10 талӑклӑха тытса хупнӑ. Ют машинӑна вӑрлас мар тӗллевпе хускатса кайнӑскер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, Канаш районӗнче пуйӑспа ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Инкек 15 сехет те 45 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ тӗлӗнче пуйӑс ҫулӗ ҫине «Лада гранта» автомобиль водителӗ хӗрлӗ ҫутта пӑхмасӑр сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра чукун ҫулпа тавар пуйӑсӗ иртсе пынӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Водитель ӳсӗр пулма пултарнӑ текен хыпара та тӗрӗслеҫҫӗ. Инкеке пула тавар пуйӑсӗ ҫул ҫинчен тухса кайман тесе пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекцийӗ Инстаграмра. Ҫак инкек ҫулта-йӗрте асӑрханмаллине, пӗрне пӗри хисеплемеллине, пилӗк минут васкаса леш тӗнче ним мар ӑсанма пултарнине тепӗр хут аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Пӗрле сахал мар апатланнӑ. Нумайӑшне эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп, инкексенче пӗрле пулнӑ, пушара хирӗҫ кӗрешнӗ. Эпир пӗр-пӗрин хушшинчи ҫирӗп туслӑха тахҫантанпах тытса пыратпӑр», — ҫапла чӑвашла куҫарнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче паян ирттернӗ тунтикунхи канашлура. Цитатӑна эпир ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнчи чӑвашла версинчен илтӗмӗр. «МЧС ӗҫченӗсенчен эпӗ тӑрӑхланӑ тесе сас-хура, пуш сӑмах сарӑлнине сивлетӗп», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Пушар хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫав тери пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр, ҫулсерен ҫӗнӗ те ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме майсем шыратпӑр. Вӗсен ӗҫӗ хӑрушлӑхпа ҫыхӑннине ӑнланса, эпир хамӑр енчен кирлӗ пек мӗнпур условисене йӗркелесе пама витӗм кӳретпӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ. Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ. Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче 20 ҫулти водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. 3-мӗш класра вӗренекен шӑпӑрлан кустӑрма айне лекнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Ленин урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Водитель ҫул хӗресленекен вырӑнтан иртнӗ чухне ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. 10 ҫулти арҫын ача светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ. Кустӑрма айне лекнӗскер суранланнӑ: сылтӑм чӗркуҫҫи, пуҫӗ аманнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленнӗ теме юрать те пулӗ. Паян, малтан эпир пӗлтернӗ пекех, Муркаш районӗн судӗнче приговор вуланӑ. Ҫакна та палӑртар: приговорпа килӗшмесен енсен Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитме ирӗк пур-ха. Аса илтерер: прокуратура Олег Ладыкова колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтнӑ. Район сучӗ 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговора йышӑннӑ чух Муркашри суд Олег Ладыков тӗлӗшпе Шупашкарти Ленин район сучӗ О. Ладыков полицейские хӗненӗшӗн унчечн кӑларнӑ приговора та шута илнӗ. Муркаш районӗнче машинӑпа аварие лекнӗ Олег Ладыкова ваккат айӑпсӑр тесе хӳтӗленӗ, ӑна тӳрре кӑларма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 13 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче троллейбуспа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. Ку пӑтӑрмах «Куҫ микрохирургийӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен – ҫул айккинелле тухса кайнӑ. Ҫывӑхра пыракан троллейбус водителӗ «Нивӑпа» ҫапӑнас мар тесе ҫул ҫинчен пӑрӑннӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман. Ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. Вӑл ҫынна ырӑ тума хӑтланса ята кӗнӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑх хӑйӗн пӗлӗшне хуҫалӑх кӗнекинчен хут ҫырса панӑ. Унта вӑл пӗлӗшӗн Тушмашар ялӗнче 0,16 гектар ҫӗр пуррине кӑтартнӑ. Ҫав хута тӗпе хурса лешӗ ҫӗре Росреестрта регистрациленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |