Пӑтӑрмахсем
Хусантан Шупашкара килсе хӗрарӑма пусмӑрланӑ полицейские суд тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе 3,5 ҫуллӑха хупса хумасӑр явап тыттармалла тунӑ. Хусанти 34 ҫулти полицейски 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкара килнӗ. Отпускра пулнӑ май кунти общежитисенчен пӗринче пурӑнакан пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ҫавӑнта вӑл 49 ҫулти хӗрарӑмпа паллашнӑ. Хӗрарӑма вӑл питӗнчен пӗр хутран кая мар ҫапни тата ӑна ирӗксӗрлесе унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗни паллӑ. Шалти ӗҫсен ӗҫченӗн ятне ярать тесе пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна ӗҫрен кӑларса янӑ. Халӗ, ав, унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район адлминистрацийӗн бюджетне шар кӑтартнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ (халӗ вӑл вӑл пукана йышӑнмасть ӗнтӗ) ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани ҫинчен калакан суя документсем хатӗрленӗ. Пурӗ ултӑ хутчен. Вӗсене вӑл хӑйӗн паллаканнисене тыттарнӑ. Ҫав документсене тӗпе хурса лешсем ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Ҫапла вара район хыснине 184 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тӑкака саплаштарма кирлӗ пулӗ тесе асӑннӑ лаптӑксене халӗ арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автомашина водителӗ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Инкек ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ. «ВАЗ-21124» машина умне пӑши сиксе тухнӑ. Пырса ҫапӑннипе чӗрчун вилнӗ. Автомашинӑн водителӗ тата пассажир аманман. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн водителӗсем ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Уйрӑмах – «Дикие животные» (чӑв. Тискер чӗрчунсем) паллӑ тӗлӗнче. Ҫул ҫинче е ҫул хӗрринче чӗрчуна курсан машина хӑвӑртлӑхне чакармалла. Пиклеттерсе е фарӑпа ҫутатса чӗрчуна хӑратма кирлӗ мар. Ун пек тусан вӑл хӑраса кайнипе хӑйне епле тытассине пӗлме ҫук. Таса уйпа пынӑ чух тата хирӗҫ машинӑсем килмен чух аякрине кӑтартакан фарӑна ҫутма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм пакунлисене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑншӑн халӗ ӑна судпа айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗрин патӗнче ӳсӗр хӗрарӑма Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пакунлисем ӑна ӗҫ машинине лартнӑ, общество йӗркине пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑншӑн тарӑхнипе хӗрарӑм полицейскисенчен пӗрне питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ. 44 ҫулти пуҫтах хӗрарӑма иртӗхме паман. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑшӑн ӑна административлӑ енпе, пакунлине хирӗҫ тӑнӑшӑн вара пуҫиле майпа айӑпласа хупса усрамалла мар ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тата суд ӑна ҫын вӗлернӗ тесе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗш каҫхине сиксе тухнӑ. 24-ри ҫамрӑк хӑйӗн 29-ти пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗр каччӑ тусӗпе тем пайлайман — хирӗҫсе кайнӑ. Тусне вӑл 23 хутран кая мар тапса ҫапса пӗтернӗ, кайран алла ҫӗҫӗ ярса илсе ӑна 6 хутран кая мар чикнӗ. Ҫакӑн пек хӗненӗ, ҫитменнине суранланнӑ хыҫҫӑн 29-ти арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫын вӗлернӗ ҫамрӑка ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Йӗпреҫ районӗнчи Березовка поселокӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн виллине пӗвере тупнӑ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 63 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл пӗвене пулӑ тытма килнӗ, анчах ку инкепе вӗҫленнӗ. Унӑн виллине пӗверен ҫӑлавпа шырав службин водолазӗсем кӑларнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв-шур ҫинче пилӗк инкек пулнӑ, вӗсенче 5 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра пӗри – ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Чӑваш Енре теракт хатӗрленӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин республикӑри ӗҫченӗсем преступлени тума хутшӑннисене шыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприяти ҫывӑхӗнче хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ сирпӗтмелли хатӗрсем хунӑ вырӑна тупнӑ. Саперсем ҫав хатӗрсене сиеӗсӗрлетнӗ. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 205-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче право тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
tavanen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре хваттер ҫуннӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. «Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Виҫҫӗмӗш подъездри пӗрремӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тӗпӗпех тенӗ пек ҫуннӑ. Пушара сӳнтерекенсем инкек вырӑнне васкаса килнӗ. Подъездри пӗтӗм ҫынна урама кӑларнӑ, пушара сӳнтернӗ. Хваттер хуҫи — эрехпе иртӗхекен ҫын. Халӑха тата депутатсене унпа тимлӗ пулма чӗнсе калас килет. Вӑл ҫын ыттисемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать!!! Вӑл хваттерте ун пек лару-тӑру пӗрремӗш хут мар. Унта пушар тухни, газ тухса тӑни пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ», — тесе ҫырнӑ. Пост авторӗ ҫурт сирпӗнсе каясран хӑранине пӗлтернӗ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пушар пирки пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫин ӳсӗр ывӑлӗ балкон ҫинче пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе инкек тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен прокуратури Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче тӗрӗслев ирттернӗ. Вӑл учреждени ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин шутланать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш поликлиникӑра ӗслекен 35 ҫын шалусӑр отпускра пулнӑ. Канас тесе вӗсем хӑйсем заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫав ҫынсем поликлиника администрацийӗ ыйтнипе заявлени шӑрҫалани ҫиеле тухнӑ. Анчах пуҫлӑхсем хистени ҫирӗпленмен. Ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ тӑватӑ ҫынна шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татманни те палӑрнӑ. Палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн хулари поликлиникӑн тӗп врачне тата медицина учрежденийӗнче тӗрлӗ должность йышӑнакан тепӗр ик ҫынна явап тыттарнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ отпускра пулнисем халӗ ӗҫе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян ҫак ыйтӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ. Унта ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин, Чӑваш Ен прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Лаврентьев, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов хутшӑннӑ. Чӑваш парламенчӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ Константин Степанов 200 ытла ҫынна шалу тӳлемесӗр отпуска янине пӗлтернӗ. Алексей Метелкин Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗнчен стоматологсем пулӑшу ыйтманнине, прокуратура ҫынни вара стоматологи поликлиникинче ӗҫлекенсене отпуска яма ирӗксӗрленине тупса палӑртманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |