Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре Шупашкарти Павлов мичман урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 90 ҫулти хӗрарӑм пурӑннӑ. Пушар 4-мӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ. Ҫулӑм сӗтел-пукана, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Ватӑ кил хуҫи хӗрарӑмне пушарнӑйсем урама илсе тухнӑ. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Хулари тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗр юсавсӑрлӑхне пула тухнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1423 пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |