Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() «За рулем» портал вырнаҫтарнӑ сӑн «За рулем» (чӑв. «Руль умӗнче») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарти Мир проспектӗнче автобус юпа ҫумне пырса ҫапӑннӑ та ҫапла май транспорт юхӑмне хупласа лартнӑ. Сӑлтавӗ вара 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус «Приора» машшинпа ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн автобус ҫутӑ юпи ҫине тӑрӑннӑ. Юпа ҫине троллейбуссен контакт пралукӗсене те карнӑ пирки вӗсем ҫул ҫине персе аннӑ. Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑн патӗнчен пӗтӗм транспорта Кабель ҫулӗ ҫине пӑрса яраҫҫӗ, ҫавна май асӑннӑ вырӑнта машшинпа кайма кансӗр. Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра шар курнисем ҫук, аварие лекнисене нихӑшне те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |