Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали ҫывӑхӗнчи заправка ҫумӗнче арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ. 34 ҫулти арҫын виллине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех асӑрханӑ. Ҫак хыпара хаҫата пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын эрехпе айкашма пултарнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатать. Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче килӗнчен инҫех мар хӗрарӑм шӑнса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ сӑнӗ. Шупашкарта малтанхи арӑмне тата унӑн аппӑшне ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Гладков урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра 49 ҫулти арҫын хайӗн арӑмӗ пулнӑ 42-ри хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ. Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн 44 ҫулти аппӑшне те ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Экс-арӑмӗ хӑйӗн 9 ҫулти хӗрӗпе урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Часах йӗркелӗх хуралҫисем ҫитнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн аппӑшне подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмсене иккӗшне те пульницана ӑсатнӑ. Ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ арҫын вара, ӳсӗрскер, хваттерте шал енчен питӗрӗнсе ларнӑ. Палӑртса хӑвармалла, хайхи арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна ун чухне арӑмне хӗненӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннӑ. Юрать, инкек вӑхӑтӗнче шалта никам та пулман, ҫавӑнпа никам та шар курман. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, пулнӑ. Аслӑ Чакри шкулӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. «Юрать, шкул ишӗлсе аннӑ вӑхӑтра шалта никам та пулман», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫат ӗҫченӗсене. Палӑртмалла: шкула 1974 ҫулта хута янӑ. Инкек вырӑнӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерствин тата Вӑрмар районӗнчи васкавлӑ служба специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ, шкул мӗншӗн ишӗлсе аннине уҫӑмлатаҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын икӗ ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 18 ҫул та 3 уйӑх та 10 кунлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ҫак тискер ӗҫ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. 49-ти арҫын кӳршисем патне, 51-ти упӑшкипе 47-ри арӑмӗ патне, пирус ыйтма пынӑ. Анчах ӳсӗрскере алӑк уҫса кӗртмен, ку вара парӑнман – хӑйӗх пӳрте кӗнӗ. Хайхискер унта кил хуҫипе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Шӑв-шава илтсе арӑме вӑраннӑ, кӳрши ӑна мӑйӗнчен чикнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫавӑнтах вилнӗ, арҫын вара тухса кайнӑ. Ҫак тискер ӳкерчӗке 9 ҫулти хӗрача, вилнӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн хӗрӗ, курнӑ. Вӑл пытанма ӗлкӗрнӗ. Кайран вал урӑх ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа ҫитме тӑрӑшнӑ, анчах укҫи пулман. Ирхине аппӑшӗ хӑй шӑнкӑравланӑ, ҫӗрле мӗн пулса иртни пирки тин пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта вӑйӑ салонӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ, ку ӗҫпе тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ҫакскерсем Шупашкарта икӗ ҫӗрте вӑйӑ салонӗсен ӗҫне йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗри – Модӑсен ҫуртӗнче. Салон уҫсан вӗсем ҫынсене ӗҫе илнӗ, кирлӗ техника туянса лартнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫак ҫынсен ӗҫне чарса лартнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе 12 шырав ирттернӗ, 50 ытла хатӗр-хӗтӗр туртса илнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ точкисенчен пӗринчи манекен ҫинчен хӗрарӑм курткине вӑрлакан тупӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫамрӑк арҫына шыранине полицейскисем ӗнер республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Арҫын манекен ҫинчи круткӑна илсе таваршӑн тӳлемесӗрех лавккаран тухса кайнӑ иккен. Сутуҫисем тавар хакне 4 пин те 500 тенкӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче арҫын сӑнпа пӑхсан 35-40 ҫулсенчискер тесе пӗлтернӗ. Видеокамера ӳкерсе илни тӑрӑх хакласан, вӑл вӑтам пӳ-силлӗскерри сисӗнет, ҫӳллӗшӗ 170 сантимер тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хура куртка, ҫыхнӑ хура калпак, сӑрӑ йӗм, шурӑ йӗрлӗ кӑвак кроссовки тӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Вӑрнар районӗнчи Утар ялӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртран инҫе мар, Вӑрман урамӗнче, выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Утарта пурӑннӑ 38 ҫулти хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, хӗрарӑм мӗн сӑлтава пула вилнине уҫӑмлатать. Палӑртмалла: пушӑн 3-мӗшӗнче ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, 13-ри хӗрачана вилмеллех ҫапса хӑварнӑскере поселени колонине 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк арҫыннӑн хӗрне пытарнӑ ашшӗ-амӑшне 1 миллион та 600 пин тенкӗ тӳлемелле. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ленинла Комсомол урамӗнче 27 ҫулти таксист ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине ҫапса хӑварнӑ. Тренировкӑна кайма тухнӑскерӗн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Следстви вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машинине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ тата ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: светофорсӑр ҫул каҫмӑшӗ умӗн хӑвӑртлӑха чакарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре осетин ҫынни нумаях пулмасть инкеке лекнӗ. Йывӑр тиевлӗ фурӑпа пыраканскерӗн машини ҫул айккине тӳнсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Пысӑк фура ҫул айккинче темиҫе кун выртнине пӗлтерсе ӑна пулӑшма ыйтса халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫыракан та тупӑннӑ. Нушана лекнӗ водителе нумаях пулмасть туртса кӑларнӑ. Савӑннӑ водитель комментарине Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсен Чӑваш Енри управленийӗ Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. «Эпӗ ҫул хӗрринче инкеке лекрӗ. Шӑнкӑртам ачисене, ҫак районсене чунтан тав тӑватӑп. Йӗркеллӗ осетинсен ячӗпе тав тӑватӑп. Сире аллах пулӑшса пытӑр», — тенӗ вӑл. Йывӑр тивелӗ машинӑна ятарлӑ транспортпа туртса кӑларнӑ. Ҫак хыпара сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри хайхи осетина чӑвашсем мар, тутарсем пулӑшнӑ тесе ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |