Пӑтӑрмахсем
Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва. Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пӗр-пӗр тытӑмӑн ӗҫченӗ тесе ҫынсен килне усал шухӑшпа ҫитекенсем тупӑнма пӑрахман-ха. Ун пек тӗслӗх нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ. 84-ри кинемей патне икӗ хӗр пырса кӗнӗ. Хӑйсене вӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хайхисем кивӗ купюрӑсене ҫӗннисемпе ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Укҫан номерне ҫырса иленҫи тунӑ. Кайран тата ҫутӑ счетчикӗн кӑтартӑвӗпе паллашма подъезда тухнӑ. Ҫак самантра вӗсенчен пӗри хваттере каялла кӗнӗ. Кинемейӗн 70 пин тенкине ҫаклатса та тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна киле кӗртмелле маррине, пӗр-пӗр тытӑм специалисчӗ текенсенне удостоверенийӗсене тӗрӗслемеллине, укҫа-тенкӗпе хаклӑ япаласене ют ҫынсене тӗллеттерме юраманнине тепӗр хутчен асӑрхаттарса калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗперӗн карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑ. Унсӑр пуҫне хунар ҫутин линийӗ сиенленнӗ, светофор ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра авари пулма пултаракан ҫак кӗпер ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хунарсене, светофора тӳрлетеҫҫӗ, карлӑка юсаҫҫӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫал ҫак кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗплӗ юсама тытӑнӗҫ. Ҫитес уйӑхра ҫак ӗҫе ирттерме тивӗҫ подрядчике палӑртма аукцион йӗркелӗҫ. Строительство организацийӗн икӗ ҫул хушшинче кӗпере тӗпрен юсамалла. Унсӑр пуҫне вӗсемех карлӑксене тӑвӗҫ, тротуар плитине хурӗҫ, ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канашра пурӑннӑ ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. 1987 улхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгений Федорова юлашки хут кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче курнӑ. Ун чух вӑл Канаш районӗнчи Хунав ялӗнчен юлташӗ патӗнчен тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫитнине тата унпа мӗн пулса иртнине никам та пӗлмест. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем арҫын ҫухалнине кура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Евгений Федоров хура тӗслӗ колпакпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, тӗксӗм сӑрӑ ҫыхнӑ свитерпа, «РЖД» элемлӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ. Урине ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли шнуроклӑ, хура ботинка, хура нуски тӑхӑннӑ. Начар тата вӑрӑм арҫыннӑн ҫӳҫӗ хура, кӑтрарах. Хырӑмӗ ҫинче аппендицит тунӑ хыҫҫӑн ҫӗвӗ юлнӑ. Сулахай кӑкӑрӗ тӗлӗнче «ВДВ» тата «А (2) +» тесе ҫырнӑ татуировка пулнӑ. Утнӑ чух ури чапрасси сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пысӑк инкек пулса тухнӑ. Унти пӗр фермерӑн икӗ овчарки килтен тухса кайнӑ та урампа иртсе пыракан 76 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Инкеке асӑрхаса хӗрарӑма пулӑшма чупса ҫитнӗ 70-ти тата 60 ҫулти арҫынсене те шеллемен ҫавсем. Иккӗшне те пульницӑна лекмеллех ҫыртса пӗтернӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку инкек тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йытӑ хуҫине РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Ку статья — асӑрханмасӑр ҫынна вӗлерни пирки. Усал йытӑсене персе пӑрахма йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хаяр овчаркӑсем урама епле тухса кайнине, хуҫи вӗсене епле усранине тата ыттине тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян 15 сехет те 50 минутра Шупашкарта Улатӑр ҫулӗ ҫинче, «Садовый» микрорайонтан тухнӑ ҫӗрте, авари пулнӑ: «Лада Ларгуспа» «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Иномарка рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн виҫӗ ывӑлӗ пулнӑ (пӗри 2009 ҫулта ҫуралнӑ, виҫӗреш – 2011 ҫулта). Шел те, 8-ти арҫын ача вилнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ чухне «симӗс хум» та тунӑ, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӗрле пынӑ. Ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ, анчах ача сывлама чарӑннӑ. Иномарка водителӗ тата пӗр ача вӑйлах суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка водителӗ ҫул ҫинче пынӑ чухне ҫанталӑк условийӗсене шута илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Юлашки кунсенче юр нумай ҫунӑран, ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен юр хыракан ятарлӑ техникӑсен пӗрмай ӗҫлеме тивет. Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта юр тасатма тухнӑ трактор ҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ. «Про Город» редакцие халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлнелле пулнӑ. Мир проспектӗнче юр хыракан ятарлӑ техника ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, трактор урапи айне урам тирпейлӳҫи, хӗрарӑм, лекнӗ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫак хӗлле Шупашкарта кунашкал тепӗр пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Гладков урамӗнче юр хыракан ятарлӑ техника 18 ҫул тултарман хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, пике вӑйлах аманман, ӑна ҫывӑхри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче медпулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шкулти бассейнра ача путса вилнӗшӗн шкул директорӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнчи бассейна иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарнӑччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче бассейнра ача путса вилни. 9 ҫулти арҫын ача тӑр кӑнтӑрла, 10 сехет ҫурӑра, куҫ хупнӑ. Инкек хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спорт шкулӗнчи ишмелли тӳлевлӗ бассейнра хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Унта тухтӑр та, инструктор та пулман. Ҫӑлав хатӗрӗсене те туянман. Спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын хай айӑпне тунман. Суд ӑна хупса хумасӑр икӗ ҫуллӑха явап тыттарма тата вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫинче ӗҫлеме ҫулталӑклӑха чарма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ: Шупашкартан Канаша кайма тухнӑ маршрутка МАЗпа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен микравтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МАЗпа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Микроавтобусӑн водителӗ вилнӗ, салонра пулнӑ ултӑ пассажир, ҫав шутра икӗ ача, суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта аптека вырӑнне лавкка уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра паян пӗлтернӗ. «Ҫынсенчен каллех ыйтман. Винокуров урамӗ, 23-мӗш ҫурт. Аптека вырӑнне «Пятерочка» лавкка уҫӑлнӑ. Унта тавар турттарса килекен машинӑсем халӗ тротуарпа ҫӳреҫҫӗ. Йӗркесӗрлӗх. Ҫынсем кӑмӑлсӑрланнине ӑнланма пулать. Ҫитменнине вӗсем лавкка уҫма ирӗк паманнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Лавкка уҫма администраци епле майпа ирӗк панӑ-ши?» — тесе ҫырнӑ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Фейсбукра. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Сергей Семенов Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтӑва уҫӑмлатма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |