Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнчи лавккасенчен пӗринче пӗр арҫын хӗрарӑмӑн телефонне вӑрланӑ. Хӗрарӑм лавккара ача пӳмипе пулнӑ. Ҫыхӑну хатӗрне вӑл унта хунӑ. Ача амӑшӗ тавар суйланӑ самантпа усӑ курса арҫын телефона вӑрласа тарнӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Вӑрланӑ самант видеона лекнӗ. Пакунлисем вӑрра чылай вӑхӑт шыранӑ. Ҫав ҫын 44 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл унччен темиҫе хут та тӗрмере ларнӑ икккен. Кирпӗч шутласа тухнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмен — каллех усал ӗҫ тунӑ. 7 пине яхӑн тӑракан смартфона арҫын полицейскисене тавӑрса панӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |