Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ. 71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача патне пырса ларнӑ. Уҫӑлма пӗччен тухнӑскерпе вӑл ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫу пуҫарнӑ. Килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ. Халӗ ҫав арҫынна суд 11 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Арҫын унччен те айӑпланнӑ. Ачасене ырӑ мар шухӑшпа юратаканскер 17 ҫул тӗрмере ларнӑ, ирӗке 2016 ҫулта ҫеҫ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫын Пичет ҫуртне ятлать. Хӑйӗн кӑмӑлсӑрланӑвне вӑл унти хуҫасене те систернӗ ӗнтӗ, те ҫук, анчах Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. «Пирӗн Пичет ҫурчӗ ҫапах та хӑрушла вырӑн. Тӗслӗхрен, унӑн кивӗ те ванса пӗтнӗ, чӗриклетекен лифчӗсемпе усӑ курмастӑп тесе хама ҫӗр хут та сӑмах панӑ. Сӑмахӑма чылай вӑхӑт тытнӑччӗ», — шӑрҫаланӑ Маргарита Красотина журналист. «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ лифтри пӑтӑрмаха тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Унта вӑл ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа пӗр 10 минут таран пӗрремӗш хутран ҫиччӗмӗшне, унтан аялалла ҫӳренӗ иккен. Хӑйӗн ярӑнас килнипе мар паллах. Лифт кутӑнлашнӑран. Пулӑшу ыйтмалли кнопкӑна пусни те усӑ кӳмен. Кӑштахран лифт аранах чарӑннӑ та хӗрарӑм тухайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Илпек ураменчи 7-мӗш ҫурт. 2gis.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗр ҫурт путвалӗнче ҫын виллине тупнӑ. Тӗлӗнмелле те, ӑна унччен никам та асӑрхаман. Виле вара путвалта пӗр ҫул кӑна выртман. Ку паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ. Вилене Илпек урамӗнчи 7-мӗш ҫурт путвалӗнче тупнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра юсав тӑвакан электрик ӑна ӑнсӑртран асӑрханӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, виле унта 2-3 ҫул выртнӑ ахӑртнех. Ку ҫурта "Жилкомсервис-1" управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Нивушлӗ 2-3 ҫул хушшинче путвала никам та кӗрсе пӑхман? Виле шӑрши сарӑлнине те никам та туйман-ши? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер, нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайчӗ тепӗр тискер пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗччӗ: упӑшки унран уйрӑлма шухӑшланӑ арӑмне вӗлернӗ, ӳтне чӑматана хурса ҫӗр айне чавса чикнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче вӑйпитти арҫын сӗрӗмпе вилнӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗнче тухнӑ. Канаш хулинчи Хӗвелтухӑс урамри 3-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте кил хуҫи хӗрарӑмӗн пиччӗшӗ хӑналаннӑ. 52-ри арҫын вырӑн ҫинче сигарет туртнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кайран вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Пирусран малтан диван хыпса илнӗ, унтан ҫулӑм пӳлӗмри ытти япала ҫине куҫнӑ. Арҫын сӗрӗмпе хытах минренӗ. Инкек вырӑнне персе ҫитнӗ пушар хуралӗн ӗҫченӗсем хӗрлӗ автана 15 минутра сӳнтернӗ. Анчах арҫынна ҫӑлса хӑварма май килмен. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини килсе ҫитиччен вилсе кайнӑ. Ӗнер Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче те пушар тухнӑ. Унта пушӑ ларнӑ ҫурт ҫуннӑ тата кӳршисен хуралтисем сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() M.gazeta.ru сӑн ӳкерчӗкӗ 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Булгария» теплоход инкеке лекнине чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. Карап путни хальхи вӑхӑтри Раҫҫей историйӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ. Теплоход мӗншӗн путнине тӗпчевҫӗсем тишкерсе хӑшӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Айӑплӑ тесе йышӑннисенчен пӗри, Светлана Инякина, айӑплав вӑхӑтне Чӑваш Енре ирттернӗ. Халӗ унӑн айӑплав вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ. Хӗрарӑм Улатӑрти колонирен ирӗке тухнӑ. Ҫакӑн пирки паян Kazanfirst Федерацин айӑплӑва пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ. Инякина приговорне нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Ҫакӑ РФ Пуҫиле кодексӗн 72-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ май ҫӗнӗрен тишкернӗ. Хӗрарӑм ӗҫне 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хусанти Мускав район сучӗ пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ил-80 самолетӑн ванчӑкӗсене Сирири Латакия провинцире тупнӑ. Ӑна Сирири ПВО ҫапса антарнӑ. Борт ҫинче Раҫҫейри 15 ҫар ҫынни пулнӑ. Шел те, вӗсем пурте вилнӗ. Самолет-разведчикра пирӗн ентеш, Канаш районӗн арҫынни, Григорий Зиновьев пулнӑ. Вӑл 34 ҫул кӑна тултарнӑ. Григорий ҫара 2008 ҫулта кайнӑ, тепӗр ҫулхине килӗшӳ алӑ пусса ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. «На-связи» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Григорий Зиновьев Канашри педколледжа вӗренсе пӗтернӗ, унтан Питӗрте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дмитрий Духанин («Коммерсантъ») сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленнӗренпех ертсе пынӑ, кайран РФ Федераци Канашне сенатора суйланнӑ Вадим Николаев тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарма йышӑннӑ. Кун пирки «Коммесарнтъ» кӑларӑм пӗлтерет. Унта ҫырни тӑрӑх тӗпчев пуҫарма РФ Следстви комитечӗн Тӗп аппарачӗ хистени сисӗнет. Аса илтерер, Вадим Николаев хыҫҫӑн предприятине Игорь Мяснянкин ертсе пыма тытӑнчӗ. Кайран хапрӑкра шалу вӑхӑтра тӳлейми, чӑх-чӗп валли апат туянайми пулса кайрӗҫ. Энергоресурссемшӗн те парӑм пухӑнма тытӑнни ҫиеле тухрӗ.Ҫӗнӗ пуҫлӑх тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май Вадим Николаев ячӗ те сиксе тухнӑ иккен. Предприятие вӑл ертсе пынӑ чух та иккӗленӳллӗ пулӑмсем пулса иртнӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 44-ри арҫын мӑшӑрне, икӗ пӗчӗк ача амӑшне, вӗлернӗ те тӑпра айне чавса чикнӗ. Хӗрарӑм ҫухалнине унӑн ашшӗ йӗрке хуралҫисене авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче систернӗ. Икӗ пӗчӗк ачаллӑ 37-ри хӗрарӑмӑн тӗнче касса ҫӳреме сӑлтав ҫуккине ӑнланса тӗпчевҫӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унтан вӗсем ҫемье пурӑннӑ нумай хутлӑ хваттер патнчи видеокамерӑсем мӗн ӳкернине тишкернӗ. Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 22 сехет те 30 минутра хайхи хӗрарӑмӑн упӑшки евӗрлӗ арҫын ҫуртран чӑматанпа тухса таксипе ларса кайнӑ. Вӑйпиттине кӗҫех пакунлисем чӗнсе илнӗ. Унта лешӗ арӑмне вӗлернине йышӑннӑ. Ҫав каҫ арҫын ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗ уйрӑласси пирки калаҫу пуҫарсан тавлашу хӗрсе кайнӑ. Малтан ӑна вӑл хӗненӗ, унтан вӗренпе пӑвса вӗлернӗ. Преступление пытарас тесе вилене чӑматана чиксе Шупашкар кӳлмекӗ енне ҫул тытнӑ. Унтан вилене ҫывӑхри вӑрманта чавса пытарнӑ. Арҫын унччен те ҫынна ятарласа вӗлернӗшӗн тӗрмере 14 ҫул ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ӑна икӗ эпизод тӗлӗшпе айӑпсӑр тесе йышӑннӑччӗ. Кун пирки эпир «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата Леонид Волковӑн ваккачӗ Евгений Райков пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Мускаври ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Суд Леонид Волкова хупса усрама йышӑннӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗнче ҫирӗплетнӗ. Леонид Волкова хыснаран 1,6 миллион вӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнине Чӑваш халӑхс айчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Аса илтерер, ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Халӗ ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене пӗлтӗмӗр. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ, анчах амӑшне пула пурӑнма май килмен пепке хӗрача пулнӑ. Ӑна 17-ри хӗр ҫуратнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ. Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере ҫӳп-ҫап проводне тухса пенӗ. Ача вилнӗ. 17-ри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе тӗпчев пуҫарнӑ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |