Пӑтӑрмахсем
![]() YouTube сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын раштавӑн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Ленинсая Искра» сунар хуҫалӑхӗн территорийӗнче хир сыснине йӗрленӗ те ӑна пӑшалтан пенӗ. Анчах хайхискер чӗрчуна мар, ҫынна йӑнӑшпа пенӗ. 39 ҫулти арҫын сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑна следствин оперативлӑ ушкӑнӗ ҫитнӗ, тӗрӗсленӗ, инкеке курнисенчен ыйтса пӗлнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |