Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ тата йӗрке хуралҫисем халӑхран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ водительсенчен видеорегистратора ҫырӑнса юлнӑ файлсене ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре паллӑ мар водитель ҫул хӗррине наркӑмӑшлӑ япала, гидрохлорид, тӑкса хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче тем пӑсланнине асӑрхакансем ятарлӑ службӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем васкаса ҫитнӗ. Территорие тасатнӑ, наркӑмӑшлӑ япалана сиенсӗрлетнӗ.