Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкар районӗнче паян пӗрисем пӑши асӑрханӑ. Кӗске видео тӑрӑх хакласан, ҫул хӗрринче 3 пӑши пулнӑ. Вӗсем «М-7» федераци ҫулӗ ҫине, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшине, тухнӑ. Чӗрчунсем автоҫулпа пыракан ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен машинин видеорегистраторӗ ҫине лекнӗ. Видеона Инстаграмри «gibdd121» паблика вырнаҫтарнӑ. «Вӑрмансем патӗнчи ҫулсем ҫинче асӑрхануллӑ пулӑр. Чӗрчунсем ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку пӑшисене эпир «М-7» ҫул ҫинче, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшинче, асӑрхарӑмӑр. Хӑвӑртлӑха пӑхӑнма лайӑх сӑлтав», – тесе хыпарланӑ пабликра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |