Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫурхи шывшӑн Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.03.2020 22:31 | 1525 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Пурӑнма паман кӳршӗ карчӑкки
Пурӑнма паман кӳршӗ карчӑкки

Халь ҫывӑрма кӑна выртас тенӗччӗ — ман пата кӳршӗн ывӑлӗ, тӗрмере ларса тухнӑскер килсе кӗчӗ. Ман килхушшинче (хапхана питӗрместӗп-ха та) пирус туртса тӑрать. Унӑн амӑшӗ ҫине заявлени ҫырни пирки мана хӑратма пуҫларӗ. «Сан пӗтӗм ҫемйӳне тӗп тӑвӑп!» — тесе хӑмсарма пуҫласан, юрать-ха пӳрте кӗрсе тартӑм, алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илме ӗлкӗртӗм. Унччен маларах вӑл мана ҫак пирӗн урамри ҫурхи шывшӑнах вӑйлӑ хӗненӗччӗ, анчах эп вӑл вӑхӑтра ун ҫине заявлени ҫырмарӑм. Шеллерӗм (кайран ҫавах тӗрмене мансӑрах ӑсанчӗ-ха).

Ман пуҫра халь пӗр ыйту кӑна: халь ҫак кӳршӗрен ман хӑраса пурӑнмалла-и? Ялан хапхапа пӳрт алӑккине питӗрсе пурӑнмалла-и? Унпа эп вӑй виҫейместӗп — ун чухлӗ ман вӑй ҫук. Ку ҫемье вара хӗнеме ҫеҫ мар, пӳрт-ҫурта та ҫунтарса яма пултараканскерсем…

Ҫак лару-тӑрӑвӑн пӗтӗм айӑпӗ вара — Лапсар ял тӑрӑхӗн администраципе Шупашкар районӗн администрацийӗнче. Вӗсем ҫак ҫурхи шыв ыйтӑвне татса парас теменнипе ҫак хирӗҫӳ — ниме тӑман ҫурхи шыв ыйтӑвӗ — ҫын вӗлернипе те вӗҫленме пултарать.

ХК: Полицине чӗнсе илтӗм-ха, вӗсем эпӗ каласа панине ҫырса илчӗҫ... Анчах чунра ҫавах лӑпкӑ мар.

ХК2: Хӑшӗ-пӗри эп ҫак карчӑкпа вӑрҫнипе хам ята яратӑп тесе ҫыраҫҫӗ, шухӑшлаҫҫӗ. Ман хамӑн та унпа, унӑн ҫемйипе хирӗҫес килмест. Анчах та урӑх чӑтма май ҫук. (нарядпа килнӗ полици ҫынни каларӗ: пустуях шелленӗ, мӗн патне илсе ҫитернине халь туйрӑн-и?).

#Шупашкар районӗ, #пӑтӑмахсем, #Лапсар, #Лапсар ял тӑрӑхӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 1004.91.7254
2020.03.10 00:31
Аҫтӑхар, сак ҫынсене эсӗ мӗнле чӑтатӑн?
Прокуратурана та Заявлени ҫырмаллах. Копийӗсене хӑвармалла. Адвокат кирлех.
Хальхи саманара картиш, пӳрт, паллах, питӗрмеллех! Хулара пекех. Вӑрӑ-хурахсем, пӳтсӗррисем, халь, шел пулин те, чӑвашсем хушшинче те пур.
Agabazar // 2819.65.7740
2020.03.10 00:42
Agabazar
Кунта уççăнлăх çеç çăлса хăварма пултарать. Çавă пĕртен-пĕр хĕçпăшал.
Вӑлах // 1004.91.7254
2020.03.10 00:53
P.S. Заявленийӗре уйрӑмӑн палӑртмалла: кӳршӗ арҫын тӗрмере ларнӑ пулнӑ (ранее судимый), вӗлерме хӑратать (угроза убийством). Тата вӗсем ытла хӑрушӑ тапӑнӑҫҫӗ (проявляют особую агрессивность, сопряженную с реальной угрозой для жизни) Тата ытти те.
Тата малтанхи тапӑннисем ҫинчен (предысторию)..
Тата милици-полицисене санӑн Малтанхи заявленийӗсем ҫинчен. Копийӗсемпе, свидетельсемпе. Тимӗр Тяпкин, ЧНК вице-президенчӗ те вырӑнти администрацире сак ҫинчен калаҫнӑ терӗ. Вӑл свидетель. Хам свидетель пулма хатӗр. Тата пӗлӗш юрист та пур. Вӑл сак ҫинчен пӗлет. Проблемана татса памаллах! Хӑвна хӗстерме, хӗнеме, вӗлерме - ан пар!
Agabazar // 2362.86.3316
2020.03.11 02:44
Agabazar
Заявлени мар, Пĕлтерни.
Евген // 3161.89.7083
2020.03.15 11:11
Пыйтӑ шыраса ларнисӗр пуҫне урӑх ӗҫ ҫук-шим?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем