Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пушар алхаснӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушар пӳртӗн шалти пайне тата тӑррине сиенлетнӗ. Шел те, ҫулӑм виҫӗ арҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 50 ҫулти кил хуҫин тата 40-ри, 37 ҫулти ентешӗсен виллине тупнӑ. Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине кӳрши асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, асӑннӑ хулара пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытаннӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна пӗрех асӑрханӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса кайнӑ. Асли кӗҫех алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать. Вӑл пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан хайхи арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫын вӗлерекене суд 14 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пурне те пӗлсе-илтсе тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра паян ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кулянмалла лару-тӑру ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ имӗш. Унта хаклӑ темиҫе ресторан вырнаҫнӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑнта Элтеперӗн 20-ри ывӑлӗпе сенаторӑн 17-ри ывӑлӗ 15-ри виҫӗ каччӑпа ҫапӑҫса кайнӑ имӗш. 17-ри каччӑ дзюдо енӗпе ӑста иккен те вӑйне ытларах вӑл кӑтартнӑ пулать. Шар курнӑ каччӑсен ашшӗ-амӑшӗпе Вадим Николаев сенатор калаҫнӑ-мӗн. Пӗр каччӑн ҫемйи журналистсемпе малтан хӑйне хӑюллах тытнӑ пулсан кайран вӗсемпе те калаҫма тӑхтанӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра полицейскисемпе следовательсем Шупашкарти «Овас» суту-илӳ тата Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ ҫывӑхӗнчи сквера хупӑрланӑ. Унта темиҫе минут маларах арҫын перӗнсе вилнӗ. Арҫын сквера килсен сак ҫине ларнӑ та ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ. Ун ҫумӗнче «Сайга» сунар пӑшалӗ тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Унта криминал пурри палӑрман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, перӗнсе вилнӗ арҫыннӑн икӗ ача тӑлӑха юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Елчӗк районӗнчи пӗр ялта 43 ҫулти арҫынна вӗлле хурчӗ сӑхнӑ. Аллерги пулнӑран вӑл аптӑраса ӳкнӗ. Ҫакна кура ҫывӑх ҫыннисем васкавлӑ медицина пулӑшӑвне чӗннӗ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтерет. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, арҫынна ҫалса хӑварма май килмен — тухтӑрсем ҫитиччен вӑл сывлама чарӑннӑ. Специалистсем аллергипе нушаланакансен хӑйсемпе пӗрле ятарлӑ аптека тата аллергипе чирлӗ ҫыннӑн паспортне илсе ҫӳремеллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Пыл хуртне е сӑпсана асӑрхасан ал-урапа сулкалашма-тапкалашма, чупма-тарма юраманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Лапкӑ тӑрсан е ларсан хурт-хӑмӑр хӑех ҫынран хӑпӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ШӖМ Шупашкарти пӗр суту-илӳ центрӗнчи реклама щичӗ мӗнле майпа ҫунма пуҫланин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗн дежурнӑй чаҫне пӗр суту-илӳ центрӗнче тӗтӗм йӑсӑрланни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Полицейскисем тӳрех унта вӗҫтернӗ. Пакунлисем ҫитиччен суту-илӳ центрӗн ӗҫченӗсем, унта пынӑ ҫынсем урама тухнӑ. Никам та шар курман. Полицейскисем тӗтӗм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ: 4-мӗш хутра реклама щичӗ ҫунма пуҫланӑ иккен. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫак киревсӗр ӗҫе ҫамрӑксем тума пултарнӑ. Икӗ каччӑпа хӗре тупса палӑртнӑ ӗнтӗ. Полицейскисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫy yйӑxӗн 5-мӗшӗнче каҫxи 6 сехет те 40 минутрa Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинчи ҫырмара ача виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑлаpӑм хыпарлать. Пӗчӗк ача виллине иртен-ҫӳpeн асӑpxaнӑ. Ӑна курнисем пӗлтернӗ тӑpӑx, пепке виллине ҫырмаран илсе хӑпартнӑ. Paҫҫeй следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ кун пек пӑтӑрмах чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. «Вилӗ aчана тупнӑ вырӑнта халӗ следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ку ача чӗpӗ ҫypалнӑ-и е амӑшӗн варӗнчех вилнӗ-и — ҫaкна судпа медицина тӗпчевӗ yҫӑмлатӗ», — теҫҫӗ управленин пресс-службинче. Асӑнса хӑвармалла, Раҫҫee пӑлхатнӑ кун йышши пӑтӑрмах Шупашкарта кӑҫaлхи наpӑc yйӑxӗн 2-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне ҫамрӑк xӗpapӑм хӑйӗн тин ҫypaлнӑ ачине ҫӳп-ҫaп контейнерне тухса пӑpaxнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ пилӗк ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк укҫа йӑкӑртнӑ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ акӑ епле пулнӑ: 2011 ҫултан пуҫласа 2016-мӗшӗччен хайхи пуҫлӑх райадминистраци ертӳҫи ирӗк памасӑрах, саккуна пӑсса 10 хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — хӑйне преми парассипе, тепӗр ҫиччӗшӗ материаллӑ пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Ҫак хушусене пурнӑҫласа бухгалтери ӗҫченӗсем хыснари 97 пин тенке ӑна куҫарса панӑ. Палӑртса хӑвармалла, пай пуҫлӑхӗ саккуна пӑснине следстви комитечӗн тата Шалти ӗҫсен министерствин экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленӗрен тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнарти шыв управӗнче арҫын путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата хыпарланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче арҫын кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ. Хайхискер Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫын пулӑ ытларах тытас тесе плотина ҫывӑхнерех ишсе пынӑ. Кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пулӑҫӑ вара шывран ишсе тухайман, путса вилнӗ. Арҫын Кӳстӳмӗр ялӗнчен мар, вӑл урӑх ялта пурӑннӑ. Шел те, пулӑҫӑн пурнӑҫӗ ытла та ир сарӑмсӑр татӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта кӑна пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ачаллӑ пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулнӑ. Тӑватӑ ача ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вырсарникун, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи пӗр хваттерте 30 ҫулти арӑмӗ 31-ти упӑшкине вӗлернӗ. Вӗсен ҫав кун ӗҫкӗ пулнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Нумай ачаллӑ ашшӗ ҫавӑнтах йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Ҫемьере – тӑватӑ ача. Вӗсем 2-8 ҫулсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |