Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи пӗр ялта чутах пысӑк инкек пулман. Телее, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӑхӑтра вӑранса ӗлкӗрнӗ. Унсӑрӑн ҫемйипех сӗрӗмпе наркӑмӑшланса ҫут тӗнчерен уйрӑлӗччӗҫ. Ку пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗ кӑмака хутнӑ, анчах юшкине кӑвар шӑранса пӗтмесерех хупса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 7-ри, 8 ҫулти тата 14-ри ачасем пулнӑ. Вӗсем чутах сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилмен. Амӑшӗ те, ачисем те ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑм хӑйне япӑх пулса кайнипе вӑраннӑ. Вӑл пӳлӗмре сӗрӗм шӑрши сарӑлнине сиснӗ те часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Кил-йыша пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Полици ӗҫченӗсем кӑмакана вӑхӑтра тӗрӗслемеллине аса илтереҫҫӗ, юшкӑна кӑвар пӗтсен ҫеҫ хупмалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Лакӑр ялӗнче пурӑннӑ виҫӗ ҫулти хӗрача шыва путнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пирки йӗрке хуралҫисене ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унтан та ытларах — ӗҫ-пуҫа Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсен пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, виҫҫӗри хӗрача асӑннӑ ялпа юхса иртекен Йӑршу юханшывне путнӑ. Ача шывпа чыхӑнса мар, шӑнса кӳтнипе вилнӗ имӗш. Тепӗр хутчен палӑртар: тӗпчев малалла пырать, инкек сӑлтавӗ, ачана кам пӑхса ҫитерейменни, вӑл шыв хӗрне мӗнле майпа ҫитсе тухни каярах паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Ефремов актер Мускаври «Современник» театр актерӗ Михаил Ефремов Самарти гастрольте куракансене кӳрентернине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Кун пирки федераци МИХӗсене паян ирпе театрӑн ертӳҫи Игорь Попов пӗлтернӗ. Театр Гарольд Пинтерӑн «Не становись чужим» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе гастрольте пулнӑ. Спектакль хыҫҫӑн куракансенчен пӗри халӑх тетелӗнче Михаил Ефремова хурласа ҫырнӑ. Актер сцена ҫине ҫур сехет кая юлса тухнӑ, вӑл ӳсӗр пулнӑ, текста пӑтраштарнӑ, сӑмахсене манса кайнӑ иккен. Хытӑрах калама ыйтсан куракансене усал сӑмахпа хуравланӑ имӗш. Билетсем 4 пинтен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑнӑ. РБК пӑтӑрмах пирки ӑнлантарма ыйтсан: «Самарӑри кураканшӑн ку вӑл кӑткӑс пьеса. Урӑх нимӗн те каламӑп», — тенӗ иккен Михаил Ефремов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑян ялӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ентешӗпе эрех ӗҫнӗ. Ӳсӗрӗлсе кайнӑскерсен хирӗҫмелли сӑлтав тупӑннӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене тӗп сакайне чавса чикнӗ, унӑн тумтирне вара ҫунтарса янӑ. Кӗҫех 59-ти арҫын патне полицейскисем килнӗ, унпа пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫынна шыранӑ. Лешӗ суйнӑ-ха, анчах пакунлисем ӑна ӗненмен. Арҫын полиграфпа тӗрӗсличчен хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Телее, пурте чӗрех. Ку инкек кӗҫӗр Павлов мичман урамӗнчи пӗр хваттерте пулнӑ. Ҫӗрле 2 сехетре йӗрке хуралне 16, 13, 14, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗ. Вӗсем пӗр пӳлӗмре ҫывӑрма выртнӑ. Тепӗр пӳлӗмре пулнӑ ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хваттерте газ шӑрши туйӑнман. Килте газ колонки пулнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, шӑпах ҫавӑнтан шӑршӑ тухнӑ та. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, медпулӑшу панӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн управляющи компанипе газ служби ӗҫченӗсен айӑпӗ пурри-ҫукки пирки калама май пулӗ. Газ колонкине юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Мускав район сучӗ ресторанта персе аннӑ хӗрарӑма ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемелле тунӑ. Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑ Шупашкар хӗрарӑмӗ ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Кайран вӑл пульница тӑрӑх ҫӳресе нушаланнине пӗлтернӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме ыйтнӑ. Пӗрремӗш инстанцири судра тавӑҫа тивӗҫтернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах ресторан юрисчӗ картлашка ҫинче персе аннӑ хӗрарӑма маларах 100 пин тенкӗ сӗннине пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр ҫинче аманакансене те пысӑк сумма тӳлемелле йышӑнусем кӑларманнине кура ҫак виҫе сӑнавҫӑсене хытах тӗлӗнтернӗ. Кунта чи кӑсӑкли — тавӑҫ авторӗ экс-судья пулни. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак ӗҫе Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫӗршыв президентне суйланма тӑратнӑ Павел Грудининӑн суйлав умӗнхи баннерӗ ҫухалнӑ. Ӑна кам сӳсе кайнӑ — хальлӗхе паллӑ мар. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал хыпарлать. Баннер ҫухални ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов Facebook халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Хайхи баннера пӗр талӑк маларах ҫеҫ, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Промышленность урамӗнче, «ОЖДХ» чарӑну патӗнче, вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн пӑшӑрханакансем, тӗплӗ тӗрӗслев ирттерме ыйтса, Раҫҫей тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Элла Панфилова, Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе кирлӗ хутсем ҫырнӑ та ӗнтӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫитес вӑхӑтрах ӗҫ-пуҫа тӗпчеме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 16 сехетре Сӗнтӗрвӑри хулинче 39 ҫулти арҫын вилнӗ. Ку инкек унччен спирт савучӗ ӗҫленӗ ҫуртра пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спиртсавут пулнӑ пӗр цехра ҫынсем ӗҫленӗ. Вӗсем унтан тухнӑ кӑна – кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗннӗ. Хайхискерсем каялла таврӑннӑ. Цехра 2,5 метр ҫӳллӗш, 5 метр сарлакӑш стена ӳкнӗ-мӗн. Ӑна пуҫтарсан ун айӗнче 39 ҫулти арҫынна тупнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу киличен арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ӗҫрех икӗ ҫын вилнӗ. Вӗсенчен пӗр инкекӗ Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче пулса иртнӗ. Каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче машинӑпа трактор паркӗнче 57-ри арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл ҫын хуҫалӑхра водительте ӗҫленӗ. Ҫав кун хайхи машинӑн двигательне ӗҫлеттернӗ, машина юсанӑ, гараж алӑкне вара хупса хунӑ. Водитель сӗрӗмпе вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ предприятисенчен пӗрин цехӗнче электромонтёр вилнӗ. Вӑл электродвигатель ылмаштарнӑ чух 3,5 метр ҫӳллӗшӗнчен персе анса пуҫне сиенленӗ. Производствӑри инкексен сӑлтавне РФ Следстви комитечӗн республикӑри уйрӑмӗн тӗпчевҫисем хаклаҫҫӗ: яваплисем ӗҫ йӗркине пӑснипе пӑсманнине палӑртӗҫ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Алексей Самаркин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе кӑларнӑ пуҫиле ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Аса илтерер, экс-пуҫлӑха ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Малтанласа суд ӑна 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑччӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ҫыннисене ӗҫ вӑхӑтӗнчех хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫӗрулми пуҫтарма янӑ. Ҫав ҫӗре Самаркинӑн тӑванӗсем тара тытнӑ, ҫӗрулми лартса ӳстернӗ иккен. Елчӗк район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр экс-пуҫлӑх апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ штраф виҫине 10 пин тенкӗ чакарса 30 пин тенкӗ хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |