Пӑтӑрмахсем
![]() https://www.instagram.com/p/B8FynYVIo3b сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче видеокамерӑсем халӗ чылай вырӑнта пур. Вӗсене предприяти-организацисенче те вырнаҫтараҫҫӗ, урамсенче те йышлӑ. Урамрисенчен хӑшӗсем ӳкерекен информаци пакунлисем патне каять. Ҫав камерӑсем преступление палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Усал шухӑшпа ҫӳрекене нимӗн те чараймасть пуль ҫав. Шупашкарти икӗ ҫамрӑк камерӑсенчен пӗрне вӑрланӑ. Вӗсем Речников лапамӗнчи ҫурт ҫинчи камерӑна куҫ хывнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлӗнче пӗҫертсе кайнӑ. Урамри видеокамерӑна вӑрлаканӗсем 20-25 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Инстаграмӗнче каччӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтаранӑ. Вӗсене пӗлекенсене 8(8352) 24-07-71 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |