Пӑтӑрмахсем
![]() Вячеслав Рыбаков Вячеслав Рыбаков ятлӑ ҫынна юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Навальныйшӑн» акци йӗркеленӗ тесе айӑпланӑ. Алексей Глухов юрист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, суд ӗнер пулса иртнӗ. Раҫҫейре экстремистла тесе йышӑннӑ «Артподготовка» юхӑм хастарӗ халӑхпа ирттермелли мероприятие йӗркелессине иккӗмӗш хут пӑснӑ иккен. Ӑна ятарлӑ приемника 15 талӑклӑха хупса хунӑ. «Навальныйшӑн» акцие кирлӗ пек ирӗк илсе ирттермен-мӗн. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӑна 5 талӑклӑха хупнӑ. Оппозиционерӑн ӗнер ирӗке тухмалла пулнӑ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80-а яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пикет йӗркелеме хула влаҫӗ ирӗк паманнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» хаҫат редакцине Мария Артамонова хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл Шупашкарта урамра ҫын вилнине асӑрханӑ. Ҫав ҫын аслӑ пӗр шкулти вӗрентекен пулнӑ-мӗн. Паян 13 сехет ҫурӑра Граждан урамӗнчи пӗр банк умӗнче 50 ҫулти арҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра Мария Артамонова ачипе уҫӑлма тухнӑ. Унта медпулӑшу машини, ҫынсем тӑнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын чӗре чирӗпе аптӑраса ӳкнӗ-мӗн. Вӑл урамрах тӗшӗрӗлсе аннӑ. Хайхискер лекци вуланӑ хыҫҫӑн килелле утнӑ. Чӗрепе аптӑранӑскер, шел те, киле ҫитеймен. РФ Следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Алякинсем. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче икӗ ачаллӑ хӗрарӑм пурӑнмалли вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ. Алякинсен ҫурчӗ виҫӗ эрне каялла, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» портал пӗлтерет. Вут-ҫулӑм ҫӗрле алхаснӑ. Пушар хуралне ку хыпар ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Вырӑна тухнӑ пушарнӑйсем темӗнле кӗрешсен те пурӑнмалли ҫурта упраса хӑварайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта ятарласа чӗртсе янӑ. «Вӑрӑран юлать, пушар вара нимсӗр хӑварать», — тенӗ ваттисем. Галина Алякина тата унӑн ҫул ҫитмен икӗ хӗрӗ пурӑнмалли вырӑнсӑр кӑна мар, документсемсӗр те тӑрса юлнӑ. Вут-ҫулӑм вӗсене пӗр тумтирсӗр, техника-япаласӑр хӑварнӑ. Алякинсем хӑйсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулӑшасса чунран шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Каҫхи клуба канма пынӑ ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ малалла тӑсӑлать. Ҫавӑншӑн халӗ хуралҫӑна хупса усрамалла тунӑ. Вилнин тӑванӗсем ҫав вӑхӑтрах хуралҫӑ пӗччен пулман, вӗсем виҫҫӗн пулнине ӗнентереҫҫӗ. Вилӗмпе аӗҫленнӗ пӑтӑрмаха Пӗрремӗш телеканалпа эфира тухакан «Мужское/Женское» кӑларӑмра ҫивӗч хускатнине эпир сайтӑн вырӑсла пайӗнче «Смертельное происшествие в чебоксарском ночном клубе обсудили с Александром Гордоном» статьяра ҫырса кӑтартнӑччӗ. Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ, тепӗр кунхине — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви. Иртнӗ эрнекун хуралҫӑна хупса усрама йышӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑнма пултарнӑ ытти ҫынсем тӗлӗшпе те тӗпчев пынине пӗлтерет, унсӑр пуҫне каҫхи клуба хураллакан предприяти ячӗпе пӑтӑрмаха сирменшӗн асӑрхаттару ҫырса панине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳри изолятор Шӑп та лӑп талӑк каялла, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче (учреждени ҫав хулари Совет урамӗнчи 81-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку фактпа тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Асӑннӑ службӑн официаллӑ сайтӗнче изолятор пирки хыпарлакан хыпарта палӑртнӑ тӑрӑх, учреждени ертӳҫи — Антон Федоров. Унта 312 ҫынна тытма май пур. Маларах эпир Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнине, унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫаяссине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти шӳтлеме юратнӑ-ши, анчах чӗлхене ирӗке янӑшӑн унӑн явап тытма тивнӗ. Аллӑ ҫулхи ҫынна пилӗк ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет теҫҫӗ те, арҫын кӑҫалхи авӑн 9-мӗшӗнче 112 номерпе шӑнкӑравласа хӑй пурӑнакан районти ҫутӑ подстанцине сирпӗтесси пирки хыпарланӑ. Яваплӑ тытӑмсем вырӑна тухса кайнӑ, сирпӗтме хатӗрсем пулман. Йӗрке хуралҫисем усал шӳтлекене шырама пикеннӗ. Ҫав ҫын 51 ҫулти вӑйпитти пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех ӗҫ суда та ҫитнӗ. Арҫын тунса тӑман, айӑпа йышӑннӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 207-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (терроризм акчӗ пирки суйса хыпарланишӗн) айӑпласа арҫынна 1 ҫулталӑк та 2 уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тупӑшӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан Сергеевсем хӑйсен ачисем ҫинчен 5 кунлӑха вуҫех маннӑ. Вӗсем иртнӗ эрнере ачисене ача пахчине леҫсе хӑварнӑ та унта 5 кун пырса курӑнман. Ҫак саманта шута илсе ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ку ҫемьене социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑрури ҫемьесен шутне кӗртнӗ. «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, комисси ларӑвӗнче ачасен ашшӗне итленӗ, пӗтӗм ӗҫ-пуҫа тишкернӗ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫапла майпа вӗсене хӑйсен тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн 500 тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне ларӑва ача пахчин ертӳҫисене те йыхравланӑ. Вӗсем те йӗркене пӑснӑ. Тӗпренчӗкӗсем ҫинчен маннӑ ашшӗ-амӑшӗ пирки опекӑпа попечитель органне пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускав облаҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна тытса чарнӑ, ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫав ҫын федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Енре ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Вӑл вӑрланӑшӑн ҫакланнӑ. Арҫынна Мускав облаҫӗнчи Котельники хулинче тытса чарнӑ. Конвойпа ӑна ШӖМӗн Вӑрнарти уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн федераци шыравне панӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче преступлени тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Хайхискер тӑванӗсем патне хӑнана килсен ялти пӗр ҫыннӑн килне кӗрсе телевизор вӑрланӑ. Вӑрланӑ япалана тупнӑ, вӑрӑ вара тарса ҫухалнӑ. Оперативлӑ ушкӑн Мускав облаҫне кайса вӑл регистрациленнӗ ҫурта тӗрӗсленӗ, анчах ҫав вӑхӑталла арҫын ҫапкаланчӑка тухнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ. Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. 47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ. Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн. Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ. Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухалнӑ. Сергеевсем авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ачисене — 3 ҫулхи хӗрӗпе 5-ри ывӑлне — 122-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ та унтан таҫта ҫӗтнӗ. 36-ри Наталья тата 31-ри Владимир ҫухалнине «Комсомольская правда» хаҫат ӗнер каҫхине пӗлтернӗ. Ҫухалнӑ мӑшӑр ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнӑва татнӑран йӗрке хуралҫисем Сергеевсене шырама пуҫланӑ иккен. Арҫын та, хӗрарӑм та начар кӗлеткеллӗ иккен. Владимир ҫӳллӗшӗ — 180 сантиметра яхӑн, сарӑ ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Наталья 165—170 сантиметр тӑршшӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Хӑмӑр тӗслӗ шӑлаварпа, кӑвак джинс шӑлаварне атӑ ӑшне чикнӗ. Арҫын тӗксӗм-хӑмӑр сӑран куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ. Сӑмси ҫинче суран пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |