Пӑтӑрмахсем
![]() ekologia.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта арҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех асӑрханӑ. Анчах, ЧР ШӖМӗ ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын камне пӗлмеҫҫӗ. Пакунлисем ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Арҫын виллине Шупашкарти Станци ҫумӗ урамӗнчи йывӑҫсем хушшинче асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын сӑнӗпе 45-50 ҫулсенче курӑнать, тӑршшӗ — 170 сантиметра яхӑн, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар арҫын капюшонлӑ хура курткӑпа, сӑрӑ толстовкӑпа, хура шӑлаварпа, хура сӑран атӑпа пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем паллӑ мар арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 39-40-94 е 102 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Маларах Сӑр юханшывӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |