Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри арҫынна Малайзирен тытса килнӗ. Ҫав этеме Интерпол урлӑ тӗнчипех шыранӑ. Вӗсен куҫӗ тӗлне вӑл ултава пула ҫакланнӑ. Ҫамрӑк арҫын тӗрлӗ кредит организацийӗнчен кивҫен илсе тултарнӑ. Парӑма хӑй татма шухӑшламан та тесе тӗшмӗртеҫҫӗ йӗрке хуралҫисем. Кредита арҫын суя хутсемпе усӑ курса илнӗ, вӗсене хӑй хатӗрленӗ пулать. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл суя документсемпе темиҫе банкран кивҫен илнӗ. Кайран вӑл чикӗ леш енне тухсӑ тарнӑ. 28 ҫулти Артем Исаева Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви шыраттарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Малайзирен Мускава тытса килнӗ. Таркӑнти ҫамрӑк арҫын шӑпине Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисемпе суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Зотов суранӗсем. К.Ишутов тунӑ сӑн Иртнӗ кӗҫнерникунпа эрнекун хушшинчи каҫхине «СНЕГ» харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хастарсене хӗненӗ. Чи малтанах хуралҫӑсем хулари Вокзалҫум урамӗнчи 1д ҫурта ҫитнӗ Сергей Зотова тытса чарнӑ. Ӑна пулӑшма Константин Ишутовпа Алексей Лапшин тухнӑ, анчах вӗсене те вӑйпа пӳлӗмре тытса хупнӑ. Хастарҫӑсем темиҫе вӑхӑт хушши йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Подвалти пӳлӗмрен тухма хӑтланнӑ чухне харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем хастарсене вӑйпа тытса чарма хӑталаннӑ, суранлатнӑ, хаклӑ фотоаппарата ҫӗмӗрнӗ. Хастарсенчен Алексей Лапшин кӑна хӗн курман. Саккуна пӑсса ӗҫлекен астармӑш вӑйӑ заведенийӗсемпе Константин Ишутовпа ытти хастарсем Шупашкарти пӗр суту-илӳ ҫуртӗнче казино асӑрханӑ хыҫҫӑн пуҫланӑ. Унашкал вырӑнсем хулара йышланнин сӑлтавне хастарсем Сергей Неяскинпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӑл республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн вырӑнне ларнӑ хыҫҫӑн имӗш астармӑш вӑйӑ заведенийӗсем хулара йышланса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ, халӗ унпа малалла ӗҫлеҫҫӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл икӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсем вилмеллех аманнӑ. Инкеке тата пӑтӑрмаха лекнӗ йӗрке хуралҫи ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман. Тухтӑрсем вӑл руль умне ӳсӗрле ларнине палӑртман. Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ пакунлӑ ҫамрӑк этеме саккун 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Полицейскисем Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл машинӑн патшалӑх номерне вӑрланӑ та куншӑн укҫа ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын «Лада Гранта» машинӑн номерне йӑкӑртнӑ. «Тимӗр урхамах» Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче тӑнӑ. Вӑрӑ машина кантӑкӗ ҫинче ҫыру хӑварнӑ: унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравламалла та 500 тенкӗ памалла. Ҫапла номере тавӑрма пулать имӗш. Вӑрра тупма йывӑр пулман. Ӑна часах тытса чарнӑ. 33-ри арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Вӑл сим-карттӑна урамра тупнӑ мобильникрен кӑларса илнӗ иккен. Патшалӑх номерне хуҫине тавӑрса панӑ ӗнтӗ. Арҫынна вара 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура тӑлӑхсен прависене аслисем епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ҫапла тума надзор органне вӗсене усрава илнисен ашшӗ-амӑшӗ пулӑшу ыйтни хистенӗ. Прокуратура Улатӑр хула администрацийӗн тата муниципалитетри хӑш-пӗр ача пахчисен: «Колокольчик» (чӑв. Шӑнкӑрав), «Звездочка» (чӑв. Ҫӑлтӑрчӑк), «Светлячок» (чӑв. Ҫутӑ хурт), «Теремок» (чӑв. Чаплӑ пӳрт), «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ), «Сказка» (чӑв. Юмах) — ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Вӗсенче ачасене пӑхса тӑнишӗн саккуна пӑсса укҫа илнӗ. Тӑлӑхсене усрава илнисенчен вӗренӳшӗн укҫа тӳлеттермелле мар. Ку йӗркене РФ саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ. Улатӑрсем апла ҫӑмӑллӑхпа тем сӑлтавпа тивӗҫтерме килӗшмен. Ашшӗ-амӑшӗ Улатӑр хула администрацийӗн право экспертизин специалисчӗсенчен те пулӑшу ыйтса пӑхнӑ. Шӑпӑх ҫав орган опекӑпа попечительство енӗпе ӗҫлет. Унтисем ку ҫӑмӑллӑх усрава илнисене пырса тивмест тесе ӗнентернӗ. Саккуна пӑсакан ача пахчисен ертӳҫисен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Патӑрьелти районсем хушшинчи пайӗ психоневрологи интерначӗн тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплас хӑрушлӑх пур. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӑйӗнпе пӗр организацире ӗҫлекен ҫынна ӗҫ укҫи ҫинчен справка ҫырса панӑ. Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ывӑлне лешӗ социаллӑ стипенди илмелле туса парассишӗн шалӑва пӗчӗклетсе кӑтартакан справка ҫырса пама ыйтнӑ, тӗп бухгалтер килӗшнӗ. Ҫав хутра 2016 ҫулхи утӑ—авӑн уйӑхӗсенчи шалӑва сахаллатса шӑрҫаланӑ. Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ - http://images.dailystar.co.uk Ӗнер Лапсар проездӗнче пуйӑс автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче сиксе тухнӑ. Информаци ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ самантра инкек сӑлтавӗ паллӑ пулман. Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен иртекен чукун ҫул ҫинче пуйӑс ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. Машина кӑштах лапчӑннӑ пулин те никам та шар курман. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Пуйӑс ҫулӗ ҫинче инкексем унччен те пулнӑччӗ. Канаш районӗнче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗччӗ. Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс ҫулӗ урлӑ каҫма тӑнӑ, анчах шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче п14 ҫулти ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑччӗ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӑранипе сивӗтмӗшре ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем каланӑ тӑрӑх, ӑна унта хӑйсен ялӗнче пурӑнакан тепӗр арҫын, хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер, чиксе хунӑ. Аслинчен шар курнӑ 25-ри арҫын сивӗтмӗшре темиҫе минут ларнӑ, мӗншӗн тесен тухма вӑл шикленнӗ. Икӗ арҫын пӗрле эрех ӗҫнӗ чух малтанхи кун хирӗҫсе кайни. Асли кӗҫӗннине хытах кӳреннӗ курӑнать — тепӗр кунне вӑл алӑка ватсах пырса кӗнӗ. Пӳрте кӗрсен чӗнмен хӑна 25-ри арҫынна питӗнчен чышкӑпа янклаттарса янӑ, унтан сивӗтмӗше чиксе хунӑ. Пуҫтахланнӑ этеме ют киле ирӗксӗр пырса кӗнишӗн суд ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Сивӗтмӗшре ларма тата пӗрре чышкӑ тутанма тивни судлашас темен курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнче тӑхӑр ҫулти арҫын ача пӗвере путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ку инкек Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ишме пӗлмен арҫын ача пӗвере шыва кӗме шухӑшланӑ. Ҫумра аслисем пулман. Пӗчӗкскер шывпа чыхӑнса кайса путнӑ. Унӑн виллине ҫыранран 10 метр аякра тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать. Ача путса вилни криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Улатӑрти «Янтарный» ача-пӑча уйлӑхӗнчен 15-ри хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, канма кайнӑ хӗрача уйлӑхран хӑй тухса кайнӑ. Ача Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Директор амӑшӗпе иккӗшӗн хушшинчи хутшӑну лайӑхах маррине пӗлтернӗ. Ача шӑпах ҫавна пула тухса тарма пултарнӑ тесе шухӑшлатчӗҫ. Турра шӗкӗр, хӗрача таса сывах, ӑна шыраса тупнӑ. Апла пулин те уйлӑхран ача тухса кайма пултарни йӗркеллӗ япала мар. Ҫавна кура прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор орган шухӑшланӑ тӑрӑх, уйхлӑхра канакансемпе ӗҫлесе ҫитерейменни палӑрнӑ. Хуралҫӑсен тимсӗрлӗхне палӑртнӑ. Уйлӑхра хурала лайӑхрах йӗркелемелли куҫкӗрет. Уйлӑх ертӳҫисем ача ҫухалнине право органӗсене ҫийӗнчех пӗлтермен. Палӑртнӑ кӑлтӑк пирки прокуратура уйлӑх ертӳҫисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |