Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ваҫликасси

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар округӗнчи Ваҫликасси ялӗ патӗнчи кивӗ ферма ҫывӑхӗнче срокран тухнӑ эмелсен купине тупнӑ. Кун пирки «Халӑх фронтне» округ ҫыннисем пӗлтернӗ.

Унта инфекци чирӗсене сиплемелли эмелсем те йӑваланнӑ. Округ ҫыннисем администрацирен пулӑшу ыйтнӑ ӗнтӗ, анчах хурав тӳрех илеймен. Ку ҫӳп-ҫап купи пирки тӗнче тетелӗнче пост кӑларсан муниципалитет пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов вырӑнтан хускалнӑ – ирхине администраци ӗҫченӗсем вырӑна тухнине пӗлтернӗ.

Анчах ҫав ҫӗр лаптӑкӗ – уйрӑм харпӑрлӑхра. Владимир Михайлов паянах хуҫи патне ҫыру яма шантарнӑ.

 

Сывлӑх
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи темиҫе ялта кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене тума палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Вӑрманкас Тӑрӑнтине, хӑпартнипе паллашма Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн тӑп тухтӑрӗ Владимир Викторов нумаях пулмасть вырӑна ҫитсе килнӗ.

Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫе пуҫӑннӑ, кӗҫех никӗс яма тытӑнӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар районӗнче 4 ФАП тума палӑртса хунӑ. Ҫав шутра — Уйкасра, Хыркассинче, Ваҫликассинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall302903814_579
 

Пӑтӑрмахсем
mayaksbor.ru сайтран илнӗ сӑн
mayaksbor.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 41 минутра ҫӑлавҫӑсен пульчӗ ҫине хыпар килнӗ: Ваҫликассинче пурӑннӑ арҫын пӗвере путнӑ.

59 ҫултискер тусӗсемпе вырӑнти масар ҫинче виле пытарма шӑтӑк чавнӑ. Ӗҫ пӗтерсен вӗсем пӗвене шыва кӗме кайнӑ. 59-ти арҫын шыва чӑмнӑ та тухман.

Тусӗсем «112» номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тата унӑн тусӗсем ӳсӗр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59137
 

Культура

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Мускавра чӑваш художникӗн куравӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн «Сохранившие память…» (Земля и люди родной Чувашии) (чӑв. Асра юлнисем... Тӑван Чӑваш Енӗн ҫӗрӗ тата ҫыннисем) куравне Мускаври национальноҫсен ӗҫӗсен ҫуртӗнче 17 сехетре уҫнӑ. Ӑна ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине (вӑл 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшенче ҫуралнӑ) халалланӑ. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, курав художник Шупашкар хули 550 ҫул тултарнипе те ҫыхӑнтарнӑ. Анатолий Рыбкин тӗнче нумай курса ҫӳренӗ, анчах кирек ӑҫта ҫитсен те Анатолий Рыбкин ӳнерҫӗн Мускаври куравӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хупӑнӗ.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ваҫликассинче Николай Ласточкина асӑнса мемориал хӑми уҫнӑ, ӑна вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ.

Николай Андреевич вырӑнти «Эльбарусовский» хуҫалӑха 30 ҫул ытла ертсе пынӑ. Ласточкина ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӗҫчен те яваплӑ ҫын пулнӑ, районта ял хуҫалӑх отрасльне аталантарма нумай вӑй хунӑ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайне халӗ ертсе пыракан В. Васильев каланӑ тӑрӑх, Николай Ласточкин совхозӗ сӗт тата аш туса илессипе яланах палӑрнӑ.

Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗре маларах асӑннӑ тӳре-шарасӑр пуҫне агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшса ветеран ятне тивӗҫнисем — П. Ивантаев, Н. Кириллов, В. Малинин, Л. Гусаров тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О. Геронтьева — хутшӑннӑ.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинче Н.В.Овчинников ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри I плэнер иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан ӳнерҫӗсем ҫитнӗ: Ӗренпуртан, Волгоградран, Тольяттирен, Орскран, Питӗртен, Хусантан, Шупашкартан.

Ӳнерҫӗсем Н.В.Овчинников профессорӑн, РСФСР халӑх ӳнерҫин тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, виҫӗ кун ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑртан хӑнасем ҫамрӑк ӳнерҫӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, канашсем панӑ, опытсемпе тата вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ.

Ҫавӑн пекех хӑнансем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР халӑх ӳнерҫи А.П.Рыбкин доцент патӗнче, Ваҫликасси ялӗнче, пулнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Ҫапла вӗсем ҫак тӑрӑх илемне хут ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗр картина Сӗнтӗрвӑрринчех юлӗ.

Сӑнсем (9)

 

Ӳнер

Чӑваш ӳнер музейӗнче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Анатолий Рыбкинӑн «Манӑн ырӑ кивӗ кил» курав ӗҫлӗ.

Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкарти ӳнер училищине, Ленинградри И.Е.Репин ячӗллӗ живопиҫ, кӳлепе тата архитектура институтне пӗтернӗ. Анатолий Рыбкин тӗнче нумай курса ҫӳренӗ, анчах кирек ӑҫта ҫитсен хӑйӗн тӑван кӗтесне манман. Вӑл чылай картинӑна тӑван тӑрӑхне халалланӑ. Ашшӗн килне, тӑван ялне, йывӑҫ хапхана, хресчен кил-ҫуртне юратса ӳкернӗ вӑл. Панулми, курӑк, чечек, тӑванӗсемпе юлташӗсем картинӑна куҫнӑ. Автор ӳкерчӗкӗнче тӑван тӑрӑхри юр та ҫемҫерех пек курӑнать.

Музея ӳнерҫӗн ӗҫтешӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, студентсем, журналистсем, ентешӗсем, тӑванӗсемпе юлташӗсем пухӑннӑ. Унта Анатолий Рыбкинӑн тӑван тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ те ҫитнӗ. Наци тумне тӑхӑннӑскерсем курава илемлетнӗ.

Сӑнсем (7)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 20

1935
90
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
78
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
24
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын