Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ваҫликассинче вырӑсла мемориал хӑми уҫнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.03.2016 18:33 | 1684 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ваҫликассинче Николай Ласточкина асӑнса мемориал хӑми уҫнӑ, ӑна вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ.

Николай Андреевич вырӑнти «Эльбарусовский» хуҫалӑха 30 ҫул ытла ертсе пынӑ. Ласточкина ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӗҫчен те яваплӑ ҫын пулнӑ, районта ял хуҫалӑх отрасльне аталантарма нумай вӑй хунӑ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайне халӗ ертсе пыракан В. Васильев каланӑ тӑрӑх, Николай Ласточкин совхозӗ сӗт тата аш туса илессипе яланах палӑрнӑ.

Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗре маларах асӑннӑ тӳре-шарасӑр пуҫне агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшса ветеран ятне тивӗҫнисем — П. Ивантаев, Н. Кириллов, В. Малинин, Л. Гусаров тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О. Геронтьева — хутшӑннӑ.

#асӑну хӑмисем, #ял хуҫалӑхӗ, #астӑвӑм, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Хуракасси ял тӑрӑхӗ, #Ваҫликасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем