Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑтӑрмах вырӑнӗнчи сӑн Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсене шырать. Республикӑра Пенси фончӗн суя ӗҫченӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пенсин пӗр пайне социаллӑ картта ҫине куҫарса пама шантарнӑ, номерне ыйтнӑ, ят-шывпа кӑсӑкланнӑ. Лешӗ ӑна ӗненсе йӑлтах каланӑ. Кӗҫех хӗрарӑм патне СМС-ҫыру килнӗ. Унти хисепсене палламан хӗрарӑм пӗлтерме ыйтнӑ. Юрать, ултавҫӑн ӗҫӗ вӗҫне ҫитеймен. Банк ҫак операци иккӗленӳллӗ тесе блокировка тунӑ. Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсем те ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. «Пенси фончӗн ӗҫченӗсем» вӗсен 7500 тата 12500 тенкине вӑрланӑ. Халӗ полици ҫав ултавҫӑсене шырать. Астӑвӑр: банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтерме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Покер тупӑш кӳрсен те налук тӳлемелле Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче. Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ. Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ. Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче 4 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Куншӑн халӗ унта ӗҫлекен икӗ тухтӑра суд умӗнче явап тыттарасшӑн. Следстви шухӑшӗпе, ҫак икӗ тухтӑр дежурствӑра ачана тӗрӗс пӑхман. Шурӑ халатлисем ачан шалти органӗсене тӗплӗн тӗрӗслеме яман, рентген тата ультрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Пӗчӗкскерӗн вара перетонит аталаннӑ. Тухтӑрсем тӗрӗс диагноз лартса операци туман. Тухтӑрсен тимсӗрлӗхне пула ача нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине пульницӑра вилнӗ. Следовательсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пӗр талӑкра виҫӗ пушар пулнӑ. Шупашкарта административлӑ ҫурт ҫуннӑ. ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна такам тивертнӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ишлей ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 6 минутра сӳнтернӗ. Пушар пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрпӳ хулинчи Куйбышев урамӗнче те пушар алхаснӑ. Ҫав ҫуртра 51 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Вӑл эрех-сӑрапа айкашнӑ. Пушарта вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫав кунах Канаша пушар сӳнтерме тивнӗ. Унта мунча ҫуннӑ. Юрать, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ахальтен каламан. Чӑваш Енри паллӑ журналистсенчен пӗри Зоя Яковлева инкеке лекнӗ. Унӑн хваттерӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вутра кӗлленнӗ. Инкеке лекнин тус-юлташӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче Зоя Аркадьевнӑна пулӑшма ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ тус, ӗҫтеш тесе хаклаҫҫӗ. Зоя Яковлева халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, пушар хыҫҫӑнхи хваттере тирпейлеме Мальвина Петрова, Таня Раевская, Нина Андреева, Зинаида Петрова, Ираида Михайлова, Елена Краснова тата ыттисем пулӑшнӑ. Вӗсене вӑл чунтан тав тунине пӗлтернӗ. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр юлташ тесе ахальтен каламан иккен. Анчах сумӗ те инкеке лекнӗ ҫынна кирлӗ. Укҫа куҫарма Перекет банкӗнче уҫнӑ ҫак карттӑ номерне кӑтартнӑ: 427.675.001.751.8886. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫамрӑк амӑшӗ ӑнланмалла мар сӑлтава пула вилнӗ. Кӑкӑр ачи вара унӑн виллипе юнашар 2 кун пулнӑ. Халӗ следовательсем хӗрарӑм мӗншӗн сывлама пӑрахнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри пӗр районта пулнӑ. 23 ҫулти хӗрарӑм мӑшӑрӗпе хваттер тара илсе пурӑннӑ. Вӑл ҫавӑнта вилнӗ. Ултӑ уйӑхри ачи те ҫавӑнтах пулнӑ. Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм унччен сывлӑхӗ хавшани пирки каланӑ. Ӑна пульницӑна кайма сӗннӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра упӑшки диплом хӳтӗлеме кайнӑ. Аякра чухне вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Ҫавӑнпа арҫын хваттер хуҫине кайса пӑхма ыйтнӑ. Лешӗ хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Пӗчӗк ача икӗ кун апат ҫимен, вӑйсӑрланнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра «Мускав – Ӗпхӳ» автоҫулӑн 631-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ транспорт пырса ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен, ҫул варринчи карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл ытти транспорта кайма чарнӑ. Ҫавӑнтах «Шупашкар – Мускав» маршрутпа икӗ автобус пынӑ. Вӗсен водителӗсем чарӑнса ӗлкӗреймен, йывӑр тиевлӗ машина ҫине кӗрсе кайнӑ. Ку аварире ултӑ ҫын шар курнӑ. Пиллӗкӗшне вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Пӗтӗмпе икӗ автобус салонӗнче 60 ытла ҫын пулнӑ. Вӗсене урӑх автобус ҫине лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сусӑр спортсмен траппа аннӑ самант Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта килнӗ спортсменсенчен пӗрипе Шупашкарти аэропортра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Замир Шкахов самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ. Хӑйсем утайман спортсменсене аэропорт ӗҫченӗсем йӑтса антарнӑ-мӗн. Унтисем федерацин информаци агенствисенчен пӗрне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, аэропортра сусӑрсене йӑтма хӑнӑхтарнӑ ятарлӑ ушкӑн пур. Пӑтӑрмах пирки халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем лару-тӑрӑва право тӗлӗшӗнчен хак парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускаври Калуга ҫулӗ ҫинче хута каякан тоннель йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Московский Комсомолец» хаҫат пӗлтерет. МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак инкекре Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тоннель паян 11 сехетре ишӗлсе аннӑ. Пӗтӗмпе 40 тӑваткал метр лаптӑк арканнӑ. Инкекре пӗр ҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Аманнисене пульницӑна илсе кайнӑ. Конструкци айне пулса вилнӗ ҫын – Алексей Андреев. Вӑл, 60 ҫултискер, Чӑваш Енрен пулнине палӑртнӑ. Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем конструкци айне лекме пултарнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмашӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |