Пӑтӑрмахсем
![]() Коми Республикинче Чӑваш Енри ҫын вилнӗ. Вӑл унта стройкӑна ӗҫлеме кайнӑ, каменщик тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пӑтӑрмах Ухта хулинчи Алексеев урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пулнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче арҫын 15 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Анчах арҫын вӗсем киличченех сывлама пӑрахнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын шуҫса ӳкнӗ е тӗрӗс мар пуснӑ. Вӑл сройкӑра юлашки кун ӗҫленӗ, киле кайма хатӗрленнӗ. Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юсанмалли 4-мӗш колонире Алексей Глухов юрист 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 4-мӗш юсанмалли колонире (вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ учреждени шутланать) ларакан 21 ҫулхи каччӑна тӗрме йӗркине пӑсма хӑтланнӑшӑн айӑплама пултараҫҫӗ. РФ Следстви управленийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл унта ӗҫлекен ҫынна хӗнесе тӑкнӑ. Халӗ асӑннӑ управленин Шупашкарти Ленин районӗнчи пайӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 321-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗке хӑтарнӑ вырӑнта ӗҫлекен тӗлӗшпе ҫамрӑк штраф изоляторӗнче ларнӑ чух алӑ ҫӗкленӗ. Пакунлине вӑл пуҫран тата кӗлтекен ытти пайӗнчен тапса пӗтернӗ. 21 ҫулхи ҫамрӑка суд кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ирӗкрен хӑтарнӑ. Ӑна ун чух вӑрӑ-хурахла тапӑннӑшӑн айӑпласа ирӗкрен виҫӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта шкула ҫӳрекен арҫын ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Вӑл ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ҫак утӑма тунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача пӗр класра вӗренкен хӗрачан телефонне ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна ашшӗ пиҫҫиххипе хӑмсарнӑ. Ачан виллине подъездра тупнӑ. Арҫын ача ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тата тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынпа хутшӑнма юратнӑ. Анчах ҫак утӑма тума мӗн хистенӗ ӑна? Следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 53 ҫулти хӗрарӑмӑн тӗнче тетелӗнчи юратӑвӗ 400 пине ларнӑ. Халӑх сетӗнче ҫавскер хӑйне «Америкӑн Сиринчи сӑнавҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынпа унӑн юрату пуҫланса кайнӑ. Электрон пуштӑпа ҫыру ҫӳретнӑ вӑхӑтра арҫын АПШ ҫынни пулнине, унӑн 16 ҫулти хӗрӗ Англинче пурӑннине ӗнентернӗ. «Ҫар ҫынни» служба вӗҫленсен хӗрарӑмпа пӗрлешес шухӑшлине каланӑ. Пӗр уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ хыҫҫӑн арҫын отставкӑна каяс, Раҫҫее пурӑнма куҫас шут тытнине пӗлтернӗ. Анчах малтан Англинчи банкра счет уҫмалла. Ку енпе пулӑшма Шупашкар хӗрарӑмне ыйтнӑ. Хӗрарӑм 97 пин тенкӗ кредит илсе тата хӑйӗн 10 пин тенкине хушса счет уҫнӑ. Унтан хайхи арҫын счет ҫине 2 700 000 доллар хунине, вӑл укҫапа хӗрарӑм хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ. Анчах Сиринчен Мускава килме билет туянса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм тата кредит илнӗ, пӗрле ӗҫлекенӗнчен 50 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Укҫана счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланнӑ, 400 пинсӗр юлнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Пермь крайӗн ҫыннине тытса чарнӑ. Ӑна вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын полицие заявлени ҫырнӑ. Хайхискерсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен пӳрчӗн чӳречисене такам ҫӗмӗрнӗ. Килтен вара япаласем ҫухалнӑ: апат-ҫимӗҫ, эрех… Полицейскисем ку ӗҫе тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакна ял ҫынниех тума пултарнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем пӳртсене тӗрӗсленӗ. Пӗринче вӑрланӑ япаласене асӑрханӑ. Анчах ку ӗҫе вырӑнти ҫын мар, Пермь крайӗнчен килнӗ арҫын тунӑ-мӗн. Вӑл пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл кӳршисен ҫуртне ҫаратнӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти пичет ҫуртӗнчи ӗнерхи, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи, пушар пируса пула тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Инкек вырӑнӗнче тӑхӑр техника ӗҫленӗ. Ҫулӑм шалти стенасене тата унти оборудованирен хут пусӑрӑнтармалли преса сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн Пичет ҫуртӗнчисем малалла ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хаҫат ҫине тӑнипе Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне суда кӳнтелен пулса чӗнӗҫ. Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн республикӑра тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫат та ҫав пӑтӑрмахпа кӑсӑкланчӗ. Ачине ыррӑн пӑхман амӑшне амӑш правинчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ. Хаҫатри материал авторӗ Алина Изман пӗлтернӗ тӑрӑх, кипкери ачаран пуҫласа виҫӗ ҫула ҫитиччен пӑхнӑ няньӑна суда кӳнтелен пулса та чӗнмен. Мӗншӗн аплине пӗлес тесе журналист республика прокуратурине ҫыру шӑрҫаланӑ. ЧР прокуратурин ҫул ҫитменнсиемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Тамара Шурыгина ачана пӗчӗкрен пӑхса пурӑннӑ хӗрарӑма суда кӳнтелен евӗр чӗнессине пӗлтернӗ. Суд ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Советская Чувашия» тунӑ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ-мӗн. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма кӗске вӑхӑтра сӳнтернӗ. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем малалла ӗҫленӗ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавран Шупашкара каякан рейс автобусӗ ҫул ҫинче ҫунма тытӑннӑ. Ку Чулхула облаҫӗнче Вӑратин районӗнче, Чӑваш Ене ҫитиччен 10 ҫухрӑм юлсан, пулнӑ. Ирхи тӑватӑ сехетре ҫывӑракан пассажирсем мӑлатук шакканӑ евӗр сасӑ илтнӗ. Унтан салона тӗтӗм тухнӑ. Кун пирки пассажирсем водителе пӗлтернӗ. Водитель автобуса чарнӑ. Ҫынсем сумкисене йӑтса урама чупса тухнӑ. Ҫулӑм темиҫе ҫеккунтрах автобуса ярса илнӗ. Пушар транспортӑн 14 тӑваткал метрне тӗп тунӑ. Ҫулӑма 5 ҫын, 3 техника сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм ывӑлне сыватма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл экстрансенссене ӗненсе вӗсене ҫур миллион ытла тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. 69 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарта пурӑнать. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен вӑл «сиплевҫӗсен» банк счечӗ ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Экстрансенссем пулӑшма пултарни пирки ватӑ хӗрарӑм пӗр телеканалтан пӗлнӗ. Хӑшӗнчен? Астумасть. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ йывӑр чирлет. Ҫавна май вӑл, путакан ҫын улӑм пӗрчинчен тытӑннӑ евӗр, экстрасенссенчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах ывӑлӗ ниепле те сывалман. Ун чухне ҫеҫ вӑл ку ултав пулнине ӑнланнӑ та полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |