Ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче каҫхине машина шкул ачине таптаса кайнӑ. Юрать, хӗрача вилмеллех аманман. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Авари Павел Иванов урамӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫма юраман ҫӗрте утнӑ. Ҫав вӑхӑтра «Ауди» машина ҫывхарнӑ. Вӑл шкул ачине асӑрхаса ӗлкӗреймен – ун ҫине кӗрсе кайнӑ.
«Ауди» рулӗ умӗнче 26 ҫулти арҫын ларнӑ. Авари вырӑнне ҫитнӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем водитель ӳсӗр е урӑ пулнине тӗрӗсленӗ. Вӑл эрех сыпманни паллӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Базиль Кириллов // 3290.75.0794
2019.04.12 23:07 | |
Машина айне лекнӗ... Култарса ан вӗлерӗр-ха! Машина айне пулаҫҫӗ чӑвашла. |