Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче шкул ачи машина кустӑрми айне лекнӗ. Кун тӗлӗшпе административлӑ тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Ирхине 8 сехет те 20 минутра «Энӗш» автоҫулӑн 103-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче, пулнӑ ку. 9-мӗш класс ачи Мересьев урамӗнче ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Анчах вӑл малтан транспорт килнипе килменнине лайӑх пӑхман. Ҫав вӑхӑтра «Фольксваген Транспортер» машина ҫывхарнӑ.
Водитель тӑрук чарӑнса ӗлкӗреймен, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта ӑс пухакан арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Аварире ача суранланнӑ.